Сувар

Май шăрăхӗ çӗр ӗçченне усă кӳмест

ТР Гидрометцентрӗ çитес кунсенче республика территорийӗнче сывлăш температури +25 – 27 градус таран ăшă пуласса шантарать. Ял хуçалăх отрасльне ку пӗрре те савăнтармасть.

Кӗрхи тырă калчисемпе çыхăннă йывăр лару-тăрăва пула (Тутарстанра 120 пин гектар ытла кӗрхи тырă калчисем пӗтнӗ. Ку вăл пӗтӗмӗшле лаптăкăн çурри таран) ТР Президенчӗ Р.Минниханов майăн 2-мӗшӗнче республикăн 43 муниципаллă районӗнче чрезвычайлă лару-тăру режимӗ пуçланасси çинчен хушăва алă пуснă. 

 Документпа килӗшӳллӗн, район ертӳçисемпе ТР Ял хуçалăх министерствин специалисчӗсем чрезвычайлă лару-тăрăва ирттерсе ямалли мероприятисен планне пилӗк  кунра хатӗрлемелле. Паян шăпах юлашки кун.  Мӗн сӗнӗç-ши вӗсем? Шел те, çитес кунсенче çанталăк каллех кансӗрлесси куçкӗрет, прогноз çывăх вăхăтра çуллахи пекех шăрăх  çанталăк тăрасса шантарть, эппин тăпрари нӳрӗк сисӗнмеллех чакать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: