Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАЙĂН 9-МӖШӖ ПАРАДПА ПУÇЛАНӖ

Вырсарникун, майăн 9-мӗшӗнче, пӗтӗм Раççей халăхӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине палăртать. Çак кун фронтра пуç хунă салтаксене, Çӗнтерӳпе таврăннисене сума суса аса илетпӗр, вӗсен паттăрлăхӗ умӗнче пуç таятпăр. Аслă Çӗнтерӳ вăл – вилӗм витӗр юнпа та тарпа, чикӗсӗр хăюлăх кăтартса тунă этемлӗхӗн чи пысăк паттăрлăхӗн символӗ. Хурланупа пӗрле вăл мăнаçлăх та çуратать. Вăрçă тӗкӗнмен çемье Раççейре çук. Кашни чи çывăх тăванне – ашшӗне, аслашшӗ-кукашшӗне, пиччӗшӗ-шăллӗне, аппăшӗ-йăмăкне çухатнă. Тылра та çӗнтерӳшӗн ырми-канми кӗрешӳ пынă. Совет çӗршывӗн нумай нациллӗ халăхӗ пӗр чăмăра пуçтарăнса фашизмран тăван çӗршыва кăна мар, Европа патшалăхӗсене те хăтарса ирӗке кăларнă. Тивӗçлипе Аслă Çӗнтерӳ пирӗн тӗп уяв пулса тăрать

Вырсарникун, майăн 9-мӗшӗнче, пӗтӗм Раççей халăхӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине палăртать. Çак кун фронтра пуç хунă салтаксене, Çӗнтерӳпе таврăннисене сума суса аса илетпӗр, вӗсен паттăрлăхӗ умӗнче пуç таятпăр. Аслă Çӗнтерӳ вăл – вилӗм витӗр юнпа та тарпа, чикӗсӗр хăюлăх кăтартса тунă этемлӗхӗн чи пысăк паттăрлăхӗн символӗ. Хурланупа пӗрле вăл мăнаçлăх та çуратать. Вăрçă тӗкӗнмен çемье Раççейре çук. Кашни чи çывăх  тăванне – ашшӗне, аслашшӗ-кукашшӗне, пиччӗшӗ-шăллӗне, аппăшӗ-йăмăкне çухатнă. Тылра та çӗнтерӳшӗн ырми-канми кӗрешӳ пынă. Совет çӗршывӗн нумай нациллӗ халăхӗ пӗр чăмăра пуçтарăнса фашизмран тăван çӗршыва кăна мар, Европа патшалăхӗсене те хăтарса ирӗке кăларнă. Тивӗçлипе Аслă Çӗнтерӳ пирӗн тӗп уяв пулса тăрать.  

Майăн 9-мӗшӗнче пӗтӗм рес­публикипе Çӗнтерӗвӗн 76-çул­лăхне халалланă мероп­риятисем иртеççӗ. Культура учрежденийӗ­сем кăна 300 ытла мероприяти хатӗрленӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтерчӗ. Сăмах май, журналистсемпе тӗлпулăва çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Дамир Фаттахов, Хусан Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов та хутшăнчӗç.
Культура министрӗн сăмахӗсемпе, Тутарстанра ветерансемпе тыл ӗçченӗсене халалласа уяв концерчӗсем, музейсемпе кӗнекесен куравӗ, кино кăтартăвӗсем, театр представленийӗсем, тӗрлӗ акцисем иртӗç. Чи анлă мероприятисен шутӗнче – М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнчи уяв концерчӗ. Вăл паян, майăн 7-мӗшӗнче иртрӗ. Унта респуб­ликăра пурăнакан мӗнпур ветерана пуçтарчӗç.
Ирада Аюпова пӗлтернӗ тăрăх, министерство сайтӗнче вырнаçтарнă афишăна кунсерен çӗнетсе тăраççӗ. Ăçта мӗн иртнине пӗлес тесен унта çеç кӗрсе пăхмалла. Сăмахран, майăн 9-мӗшӗнче Аксенов скверӗнче Сергей Говорухин кинорежиссера тата писателе халалланă концерт пулать. Дамир Фаттахов пӗр кун маларах, майăн 8-мӗшӗнче, «Урам» экстрим-паркра Совет Союзӗн Геройӗсен ячӗллӗ кубоксемшӗн спорт ăмăртăвӗ пулнине тата паттăр летчика, Михаил Девятаева, халалланă арт-объект тума палăртнине пӗлтерчӗ. «Марш  в прошлое» мероприятире вара çамрăксене совет салтакӗсен вăрçăри пурнăçӗпе паллаштарӗç.  
Майăн 9-мӗшӗнчи тӗп пулăм, паллах – Хусан хулинчи Çӗнтерӳ парачӗ. Кăçал та вăл пӗлтӗрхи пекех ветерансем пурăнакан кашни çурт умӗнчен иртмелле. Хусан Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов пӗлтернӗ тăрăх, парад­ра вăрçă вăхăтӗнчи мӗнпур техникăна курма пулӗ. Çавсен шутӗнче: Т-34, ИС-3, «Катюша», «Победа» ГАЗ-АА, ЗИС, «полуторка» тата ытти техника.  
Çавăн пекех кашни ветеран çулсерен парăнакан укçан тӳлеве илӗ. Вӗсем республикăра пурӗ те 700 çын юлнă.  

Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗксем www.tatar-inform.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X