Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАЙӖПЕН ПЫРСАН ИНÇЕРЕХ КАЯН

Тунтикун, мартăн 21-мӗшӗнче,  Хусанта пулнă 253 çул-йӗр инкекӗнчен 6-шӗнче çынсем аманнă. Çуран çӳрекенсем çине икӗ хутчен машина кӗрсе кайнă. Телее, вилекенсем çук. Çичӗ водитель руль умне ӳсӗрле ларнă, тепӗр 4-шӗн водитель прави пулман, тесе пӗлтерет хулари патшалăх автоинспекцийӗ. 

Мартăн 21-мӗшӗнче арçын пӗчӗк хӗрӗпе Болотников урамӗ урлă каçнă чух вӗсем çине Chevrolet автомобиль кӗрсе кайнă. Телее, ача хыçаларах пынипе кăна шар курман, ăна инкек пулнă çӗртен каярах çитнӗ амăшӗ илсе кайнă. Пуç мими чӗтреннӗ тата ури хуçăлнă арçынна больницăна ăсатнă. Автомобиль хуçи хăй айăпӗнчен тунмасть, вăл светофор хӗрлӗ çунма тытăннине вăхăтра курса ӗлкӗреймен имӗш. 

Пӗр кун маларах, мартăн 20-мӗшӗнче, икӗ арçынна вара ăнман. Тури Услон район территорийӗ урлă иртекен Ульяновск – Хусан çул çинче каçхине 21.20 сехетсен тӗлӗнче вӗсем çул-йӗр инкекне лекнӗ. Такси автомобилӗ хирӗç çул çине сиксе тухнă та фура айне кӗрсе кайнă. Çав тери хытă çапăннипе автомобиль тимӗр купине çаврăннă. Шел, таксин 30-ти водителӗпе (вăл çав кун ӗçре пулман) 59-ти пассажирӗ сурансене пула васкавлă пулăшу çитиччен вилсе кайнă. Фурăна вут хыпнă, анчах та хăвăрт сӳнтернӗ, водителӗ аманман.

Елабуга районӗн территорийӗ тăрăх иртекен М7 трасса çинче те авари пулнă. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан автомобиль сасартăк çул хӗррине ыткăнса ӳпле çаврăнса ӳкнӗ. Инкекре автомобиль водителӗ кăна аманнă, икӗ пассажирӗпе нимӗнех те пулман. 

Мартăн 21-мӗшӗнче çак трасса çинчех пысăк фура та аварие лекнӗ. Пăрлă çул çинче кустăрмисем тытманнипе машина çаврăнса çурмалла хутланса çула пӳлсе хунă, сӗрмелли-çунтармалли хатӗрӗсем юхса тухнă.  Йывăр тиевлӗ машинăн водителӗ аманнă. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев