Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх оперăпа балет театрӗн сезонӗ Никита Бичурина халалланă «Иакинф» балет постановкин премьерипе уçăлчӗ

«Иакинф» балет постановкин тӗнче шайӗнчи премьерипе пуçларӗ театр сезонне М.Джалиль ячӗллӗ тутар патшалăх оперăпа балет академи театрӗ. Республикăн тӗп сцени чăваш халăхӗн тӗнчипе паллă ывăлне Никита Бичурина тимлӗхе илни савăнтарать тени кăна çителӗксӗр. Сăмах çитмест мӗнпур шухăш-туйăма палăртма. Чăн-чăн парне пулчӗ ку чăвашсемшӗн, халăх хăйхаклавӗшӗн.Никита Бичуринăн вилӗмсӗр ятне çӗнӗрен общество тимлӗхне кăларнăшăн тав сăмахӗсем тутар халăх поэтне Ренат Хариса тав тумалла. Либретто авторӗ вăл

«Иакинф» балет постановкин тӗнче шайӗнчи премьерипе пуçларӗ театр сезонне М.Джалиль ячӗллӗ тутар патшалăх оперăпа балет академи театрӗ. Республикăн тӗп сцени чăваш халăхӗн тӗнчипе паллă ывăлне Никита Бичурина тимлӗхе илни савăнтарать тени кăна çителӗксӗр. Сăмах çитмест мӗнпур шухăш-туйăма палăртма. Чăн-чăн парне пулчӗ ку чăвашсемшӗн, халăх хăйхаклавӗшӗн. Сентябрӗн 26-мӗшӗнче балет постановки тулли аншлагпа иртрӗ.

Никита Бичурин пурнăçӗпе ӗçне пӗр статьяра çырса шăнăçтарма çук. Вăл питӗ те хăйне евӗр характерлă, çивӗч шухăш-туйăмлă, нумай пӗлме, курма, тӗпчеме ăнтăлакан çын пулнă: Вырăс Православи Чиркӗвӗн архимандричӗ (1802-1823 çç.), хӗвелтухăç çӗршывсен тӗпчевçи, Раççей синологине йӗркелекенсенчен пӗри, Китай çӗршывӗн, халăхӗн, культурин тӗпчевçи, çулçӳревçӗ, Императорăн  Санкт-Петербургри Наукăсен академийӗн корреспонденчӗ, Парижри Ази обществин хисеплӗ пайташӗ, Демидов премийӗн тулли лауреачӗ...  Никита Бичуринăн вилӗмсӗр ятне çӗнӗрен общество тимлӗхне кăларнăшăн пысăк тав сăмахӗсем тутар халăх поэтне, 60 ытла кӗнеке авторне, Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ халăхсен хушшинчи преми лауреатне  Ренат Хариса (ун регалийӗсене пурне те çырас пулсан çур страница кирлӗ) тав тумалла. Либретто авторӗ вăл. Музыкине Резеда Ахиярова композитор çырнă. Балетра спектакльти сцена ăçта иртнине кура музыка тӗрлӗрен. Сюжет тăрăх ӗçсем Хусан, Пекин, Санкт-Петербург хулисенче иртеççӗ. Вӗсен хăйевӗрлӗ пурнăç тытăмне, халăхне, хула менталитетне, кулленхи кунӗсене кăтартас тӗллевпе музыкине те çак хуласенче пурăнакансене сăнлама ятарласа çырнă. Резеда Ахиярова чăваш халăхӗн «Алран кайми аки-сухи» халăх юррин кӗввисӗр пуçне урăх ниçтан та ним те илмен, халăх ташшисен музыки таранччен авторăн.

Иакинфăн чун ыратăвне туллин кăтартас тӗллевпе композитор чăваш юррине кӗртнӗ те. Паллах, ăна симфони оркестрӗ валли адаптациленӗ.

Балет постановки костюм енӗпе, ташă постановкисемпе, декорацисемпе, çутă графикипе те пуян, илӗртӳллӗ, эстетикăллă. Ку енӗпе пысăк профессионалсем ӗçленӗ: хореографӗ паллă балетмейстер, педагог, РФ искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Александр Полубенцев (Санкт-Петербург), постановкăн музыка ертӳçи Раççей музыканчӗ, Пысăк театрăн Борис Покровский ячӗллӗ камерлă сцена дирижерӗ Айрат Кашаев, художник-постановщик Раççей халăх художникӗ, Михайловски театрăн тӗп художникӗ (Санкт-Петербург) Вячеслав Окунев.

Сăмах май, спектаклӗн постановка ушкăнӗ пӗтӗмпех Питер командинчен тăрать.

Либретто авторӗ Иакинф аттен е Никита Бичуринăн пурнăçне виçӗ актран тăракан спектакле вырнаçтарма пултарни хăйне пӗр çитӗнӳ. Пӗрремӗш актра эпир çамрăк Никита хуравсăр юратăва пула хăй пурнăçне, тен чунне ирӗксӗрлесех, улăштарнине куратпăр. Таткаланать, ыратса нушаланать çамрăк чун. Çакна артист ташă хусканăвӗсем урлă пит лайăх кăтартать. Резеда Ахиярован музыки  чун-чӗре хӗлӗхӗсене йăлт вырăнтан хускатать, хальччен тӗлӗрнӗ  туйăмсене вăратать. Искусство вăйӗ пысăк çав, чӗлхи те ун пуян.

Пӗрремӗш акт Никита Бичурин манах санне йышăннипе вӗçленет. Иккӗмӗш актра вăл Китая кайнине, унти халăхăн культурипе искусствине тӗпченине сăнлать. Ура хураканӗсем, ăна сутаканӗсем тата хыççăнах çӳреççӗ. Вӗсене пула нумай нуша тӳсет Иакинф атте. Ăна чиркӳ, миссионер ӗçӗсене прахăçласа наука ӗçӗпе аппаланнăшăн Çветтуй Синод суд тăвать. Çапла Иакинф Ваалам утравне ссылкăна лекет. Ку вăхăта ун ячӗ тӗнчипех сарăлнă пулнă ӗнтӗ. Хутне кӗрекенсем тупăннипе ăна Санкт-Петербург хулине каялла тавăраççӗ. Виççӗмӗш актра шăпах çак тапхăра уçса панă.

Спектакль вӗçӗ уйрăмах туйăмсене хускатать. ‎Иакинф пурнăçран уйрăлса тӳпене Ангел евӗр вӗçсе хăпарни нумай курнă çынна та хумхантарать пулӗ.

Балет вӗçленсен халăх темӗнччен театр труппин артисчӗсене, постановка ушкăнне «браво!» кăшкăрса тав туса алă çупрӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр