Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Михаил Ефремов хăйне Чăваш Енри тӗрмене лартма ыйтнă

Михаил Ефремов тӗрме пурнăçне хăнăхса пыни, пӗрле ларакансене паллама пуçлани çинчен, тата кунта творчество каçӗсем ирттерме, театр йӗркелеме шухăш пуррине пӗлтернӗ. Мăн кукашшӗне аса илмесӗр те хăварман.

Михаил Ефремовăн ячӗ тăваттăмӗш уйăх Интернетри информаци хатӗрӗсенчен каймасăр вӗсен рейтингне ӳстерет. Мӗнле браузера ан уç – хыпарсен ярăмӗнче Ефремовпа çыхăнни пур. Паллă актер айăпӗпе пулнă авари çинчен, тен, маларах та калаçма пăрахӗччӗç-и? Таçтан тӗрлӗ скандалсемпе палăрнă Эльман Пашаев адвокат сиксе тухрӗ.

Михаил Ефремов халăх умӗнче хăй айăпне йышăннă, каçару ыйтнă хыççăн, пурте мар пулин те, çапах ун çынлăхне шанакансем тупăнчӗç. Анчах Эльман Пашаев резонанслă ӗçе хăй аллине илсе йăлт пăсса хучӗ. Айăпа йышăнса закон умӗнче явап тытма хатӗрленнӗ Михаил Ефремов пуçа шăнăçман япаласем калама пуçларӗ. Ку чухне закон умӗнче явап тытни кирлӗччӗ. Анчах иккӗленӳллӗ ят-сумлă адвокат хуйхăпа лайăх шутлама та пăрахнă çын пуçне йăлт пăтратса ячӗ. Ефремов маларах каланă сăмахӗсенчен туннине, аварире руль умӗнче ларман тесе пăтраннине илтме çăмăл мар пулчӗ. Вăл пуçӗпех çынлăхран тухасси пăшăрхантарчӗ.

Общество, паллах, актер çине сиксе ӳкрӗ. Пӗрисем паллă çын пурнăçра такăнни çинче «ӳсме» тăрăшрӗç, теприсем унпа танлаштарсан хăйсене  Ангел пекех туйрӗç пулмалла, виççӗмӗшсем савăннине пач та пытармарӗç. «От тюрьмы и сумы не зарекайся» текен каларăша тата Евангелири Иисус Христосăн «Не судите, да не судимы будете, ибо каким судом судите, таким будете судимы; и какою мерою мерите, такою и вам будут мерить...» сăмахӗсене аса илтерес килет ку чухне. Çынна кăшласа сисмесӗрех хамăр та çынлăхран тухатпăр капла. Кун пек инкек пуринпе те пулма пултарать...

Михаил Ефремова законпа айăпласа 8 çула тӗрмене лартсан та журналистсем лăпланмарӗç. Кашни кун актерпа çыхăннă çӗнӗ хыпар  лартсах тăраççӗ. СИЗОна лартсан Михаил Олегович панă срока Чăваш Енри колонире ирттерме кăмăл пуррине пӗлтернӗ. Çакна вăл хăйӗн мăн кукашшӗ Иван Яковлев чăваш халăх çынни пулнипе çыхăнтарнă. «Унта ман тымарсем... Ман мăн кукаçей питӗ паллă çын, чăваш халăхӗн просветителӗ пулнă. Чăвашсем ăна мӗн тери юратнине, хисепленине хам та курнă. Эпӗ 12-ре чухне Шупашкара кайсан пире Правительство машинисемпе кӗтсе илнӗччӗ...» – тесе çырнă вăл социаллă сетьри страницинче. Тата Михаил Ефремов хăй çинчен чăваш хаçатӗнче ырăпа асăнса çырнине те каласа хăварнă. «Мана чăваш хаçатне кăтартрӗç, унта питӗ аван çырнă», – тенӗ вăл. «Сувара» вулаттарман-ши ăна? Шупашкарта тухса тăракан чăвашла хаçатсем çырнине астумастăп.  

Йывăр вăхăтра хуть кама та тӗрев кирлӗ, унсăрăн çын пӗтет, ӗненекен  ăна Турăра шырать, теприсем тăванӗсенче, юлташӗсенче... Михаил Ефремов паллă та авторитетлă, сумлă мăн кукашшӗнче тӗрев шырать, çав шутра чăвашсенче те. Паллах, çакă нумайăшне килӗшмен. «Пире хамăрăн зексем те çитеççӗ», «Мӗншӗн çынлăхран тухсан тин хăйсем чăваш пулнине аса илеççӗ», «Яковлева кун пек тăванӗшӗн намăс пулӗччӗ», тата ытти те. Тӗрӗссипе, кун пек комментарисене вӗçне çити вулама хал та çитмест. Мӗн чухлӗ хаярлăх, усаллăх унта?! Çӳлерех асăннă пӗр каларăша та пӗлмеççӗ пуль çав «çветтуйсем».

СИЗОра та Михаил Ефремова тӗк тăратмаççӗ. «МК» паллă актертан, халӗ ӗнтӗ зекран, интервью илекен пӗрремӗш хаçат пулчӗ пулмалла. Интервьюра Михаил Ефремов тӗрме пурнăçне хăнăхса пыни, пӗрле ларакансене паллама пуçлани çинчен, тата кунта творчество каçӗсем ирттерме, театр йӗркелеме шухăш пуррине пӗлтернӗ. Мăн кукашшӗне аса илмесӗр те хăварман. Тата хăйӗн пӗр адвокачӗ чăваш пулнине те пӗлтернӗ. Нумайăшӗ çакна чăваш ятне вараланă пек йышăнать. Мӗнле калас, ӗлӗк Михаил Ефремов чăваш мăнукӗ пулнипе мухтанаттăмăр, халӗ вăтанатпăр...

Унăн преступленине тӳрре кăлармастăп. Тӗрӗссипе, суд пулнă хыççăн паллă актера законпа явап тыттарнă хыççăн тин сывласа ятăм. Паллах, срокӗ пысăк, авари туса çын пурнăçне татнăшăн кун чухлех памаççӗ. Эльман Пашаевпа явăçса кайман пулсан, тен, сахалрах паратчӗç? Анчах мӗн пулмалли пулчӗ. Нумай пулмасть, акă пӗр ӗçкӗçе амăшне хӗнесе вӗлернӗшӗн 9 çул пачӗç. Уйрăмлăх пур вӗт кунта? Çапах Михаил Ефремова талантлă çын вырăнне хурса хисеплетӗп. Халăх артисчӗ сумлă ята хут çинче пăсса тăксан та ӗçне тӗп тума çук. Раççей киноискусствинчи йӗрне, «Современник» театрти ятне илсе ывăтаймăн. Пуррине çук тăваймăн.

Турă ирӗкӗсӗр те мар пуль ку лару-тăрура. Кам пӗлет: мӗн пулатьчӗ унпа, енчен те пурнăçӗнче çак трагедилле пулăм пулмасан? Нивушлӗ пӗрне ăс кӗтӗр тесен тепӗр çын пурнăçӗ татăлмаллаччӗ? Халӗ унăн хăйӗн тата çывăх тăванӗсен пурнăçне ӗçке пула мӗн патне çитерни çинчен шутламалăх вăхăт пур. Кăна Ефремов хăй те çаплах калать. Ырринче тӗрев шырать-тӗк чун тасалăхне вăл çухатман.

Юлашкинчен çакна калас килет: чунпа хаярланас марччӗ пирӗн. Темле йывăр самантра та, пурнăç тăкăсланса çитнӗ вăхăтра та ыррине курма пӗлесчӗ. Çын çитменлӗхӗ вăл тӳрех куçа тăрăнать, хамăрăн çылăха курма пӗлесчӗ. Пиртен пӗри те судья мар, çакна астăвасчӗ пирӗн. Эпӗ хам объективлăхшăн.

Сăнӳкерчӗк «Современник» театрӗн архивӗнчен. Спектакльти самант. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев