Минниханов пандеми вăхăтӗнче ӗçлекен предпринимательсене асăрхаттарчӗ
ТР Президенчӗ власть органӗсемпе предпринимательсене коллективсенче Covid-19 вучахӗ пулса каясран асăрханма хушать
Паянхи кун ӗçлекен кашни предприяти хăй çине дезинфекци режимне çирӗп пăхăнассине тата Роспотребнадзор хушнине пурнăçлама явап илнӗ. Власть органӗсен вара çак явапа мӗнле пăхăннине сăнасах тăмалла. Çакăн пирки ӗнер Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Президенчӗ Рустам Минниханов каларӗ.
«Енчен те çын лавккана маска тата перчетке тăхăнмасăр кӗрсе хăйне кирлӗ таварсене карçинккана пуçтарчӗ-тӗк, апла лавкка хушусене пурнăçламасть. Предприяти ӗçе пуçăннă-тăк, вăл хăйӗн объекчӗшӗн, тивӗçтерекен услугăсемшӗн явап тытать. Пирӗн тӗп задача – ӗç коллективӗсенче чир вучахӗ ан пуçлантăр тесе тăрăшасси. Пӗр коллективра пиллӗкӗн чирлекен пур-тăк, ку вăл – чир вучахӗ. Санитари врачӗсем хушнине çирӗп пăхăнмалла, урăхла çул çук», –тесе задача лартрӗ Минниханов.
ТР Президенчӗ республикăра коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăру стабилизациленнине, анчах та çăмăлланманнине палăртрӗ. «Унччен килекен çынсене пурне те контроле илеттӗмӗрччӗ пулсан, паян вӗсенчен 3-4-шӗ чирлисен шутӗнче, ыттисем вара коллективра, çемьере инфекци ертеççӗ. Çавăнпа та ӗçе Роспотребнадзор хушăвӗсене çирӗп пăхăнса йӗркелемелле. Должноçри çынсене пурне те асăрхаттаратăп, сиртен кашни хăйӗн участокӗшӗн явап тытать», – терӗ Рустам Минниханов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
22 января 2021 - 20:13Тӗрӗсленӗ машинасенсен 96-шӗ ҫӗмрӗк пулнӑ Тӗрлӗрен ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн таксистсене 1,5 пин штраф ҫырса панӑ1201
-
22 января 2021 - 17:29Ырă кăмăллă та таса чун-чӗреллӗ çынсене тӗл пулни ҫырма хавхалантарать Поэзире «Нарспи» поэмăна çитекенни çуках чăваш литературинче. Эп ăна куççульсӗр вулаймастăп.3400
-
22 января 2021 - 13:20Пӗр тумламне те ӗҫмен «Татнефтьри» пӗтӗмӗшле стаж 41 çул пухăнать. Профсоюзра нумай çул ӗçленӗ пӗр çын курайманнипе мана «Ӗç ветеранӗ» ят лекмерӗ.4000
-
22 января 2021 - 13:13Полицейскисем йӑнӑш тӑвасран асӑрхаттараҫҫӗ Манмалла мар, ҫул ҫитмен ачасем санкциленмен мероприятисенче хутшӑннӑшӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене явап тыттараҫҫӗ4600
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ1000
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр700
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне700
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.110600
-
19 января 2021 - 10:58Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ24800
-
19 января 2021 - 20:29Православи календарӗ - 2021 Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни16600
-
19 января 2021 - 21:20Вакцина тӳрех ӗҫе кайса пырать Пӗр кун хушшинче Тутарстанра пине яхӑн ҫынна коронавирусран прививка тунӑ14500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика