Сувар

Минтимер Шаймиевпа тӗл пулнă интереслӗ самантсем

Минтимер Шариповичăн кун-çулӗ республикăн шăпипе пӗр çыхăмра. 1991 çулхи июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 2010 çулхи январӗн 22-мӗшӗччен Президент должноçӗнче вăл Тутарстанăн пур енлӗ аталанăвӗшӗн ырми-канми ӗçлерӗ. Тутарстан чăвашӗсемшӗн те Минтимер Шаймиев чылай ырă ӗç турӗ. «Сувар» хаçата та вăл хушнипех 1993 çулта Министрсен Кабинечӗ кăларма йышăнса учредитель пулса тăчӗ. Журналист пулнă май, мана та Минтимер Шаймиевпа темиçе хутчен çывăххăн калаçма тӳр килнӗ. Министрсен Кабинечӗн аккредитациленнӗ корреспонденчӗ пулнă май, республика ертӳçипе иртекен мероприятисене тăтăш çӳреме тиветчӗ. Пӗррехинче темле майпа çур çула аккредитацисӗр тăрса юлтăм. Çак хушăра, паллах, официаллă мероприятисене çӳреймен. Çӗнӗрен Президент пулне кӗнӗ хыççăнхи пӗрремӗш мероприяти халӗ те асра.

 Тутарстан Республикин çӗнӗ тапхăрти историйӗ Минтимер Шаймиев ячӗпе тачă çыхăннă. Ун команди тăрăшнипех Тутарстан суверенлă республика пулса тăрасси мирлӗ иртрӗ. Тӗрӗссипе, республикăпа пӗрремӗш Президента пӗр-пӗринчен уйрăммăн хак пама та çук. Минтимер Шариповичăн кун-çулӗ республикăн шăпипе пӗр çыхăмра. 1991 çулхи июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 2010 çулхи январӗн 22-мӗшӗччен Президент должноçӗнче вăл Тутарстанăн пур енлӗ аталанăвӗшӗн ырми-канми ӗçлерӗ. Полномочийӗсем тухма икӗ уйăх юлсан хăйӗн кандитарунине Президент суйлавӗнчен илме ыйтрӗ. Ун чухне вăл 73-реччӗ. Президент постне хăварнă хыççăн та тăван Тутарстаншăн ӗçлеме вăл пăрахмарӗ. Патшалăх Канашçи пулса пысăк та курăмлă ӗçсем туса пырать вăл. Вăл тăрăшнипе Аслă Пăлхар тата Свияжск утрав-хулан музей-заповедникӗсем йӗркеленчӗç, Хусан Кремлӗ ЮНЕСКО еткерӗсен шутне кӗчӗ. Минтимер Шаймиев тăрăшнипе Хусан хулинче метро хута кайрӗ. Паянхи аталанăвăн çулне те вăлах хывса хăварчӗ, çавна Рустам Минниханов тивӗçлӗ малалла тăсать. Шаймиевăн ӗçӗсен списокне нумай тăсма пулать. Минтимер Шариповичăн биографине тепӗр хут çырса пама кирлӗ мар пулӗ. Ăна пурте пӗлеççӗ тата Интернет рессурссенче те кирлӗ информаци йăлтах пур.

Ырă бабай

Тутарстан чăвашӗсемшӗн те Минтимер Шаймиев чылай ырă ӗç турӗ. «Сувар» хаçата та вăл хушнипех 1993 çулта Министрсен Кабинечӗ кăларма йышăнса учредитель пулса тăчӗ. Чăвашсен историйӗ Аслă Пăлхарпа тачă çыхăннине те лайăх пӗлет вăл, çавна май «Аслă Пăлхар» музей-заповедника йӗркеленӗ çӗре чăвашсене хутшăнтарма хирӗç марччӗ. Археологсем чавса кăларнă масар чулӗсем чăвашла вуланнине те пӗрре мар каланă вăл. Анчах ку ӗçре хамăр мехел çитереймерӗмӗр, чăвашсенчен инвесторсем тупăнмарӗç. Халь йӗнин мӗн усси?

Анчах материал кун çинчен мар. Январӗн 20-мӗшӗнче Минтимер Шаймиев 85 çулхи юбилейне палăртать. Мензеле районӗнчи Аняково ялӗнче çуралса ӳснӗ тутар ачин мăнаçланмалли те, савăнмалли те пайтах. Мăшăрланса çемье çавăрнă, ывăлсем ӳстернӗ, мăнуксем ăрăва малалла тăсаççӗ, политикăра çирӗп карьера тунă, республика аталанăвӗшӗн курăмлă та пӗлтерӗшлӗ ӗçсем тунă. Анчах чи хакли – çын хисепне, юратăвне çӗнсе илни. Çакăнран та пысăкрах телей пур-и тӗнчере? Çук пулӗ. Тутарстанра пурăнакансем ахальтен мар вӗттинчен пуçласа ватти таран ăна «бабай» тесе хисеп тăваççӗ.

«Чирленӗччӗ-им?»

Журналист пулнă май, мана та Минтимер Шаймиевпа темиçе хутчен çывăххăн калаçма тӳр килнӗ. Министрсен Кабинечӗн аккредитациленнӗ корреспонденчӗ пулнă май, республика ертӳçипе иртекен мероприятисене тăтăш çӳреме тиветчӗ. Пӗррехинче темле майпа çур çула аккредитацисӗр тăрса юлтăм. Çак хушăра, паллах, официаллă мероприятисене çӳреймен. Çӗнӗрен Президент пулне кӗнӗ хыççăнхи пӗрремӗш мероприяти халӗ те асра. Вăл Хусан Ратушинче иртрӗ. Республика ертӳçине кӗтсе çынсем анлă фойере кӗпӗрленсе тăнă. Камерăллă, фотоаппаратлă, диктофонлă журналистсем те кунтах хӗвӗшеççӗ. Тем вăхăтран халăх шăпланчӗ. «Шаймиев килчӗ», – илтӗнчӗ унтан та кунтан. Президента çывăхрах курас тесе çынсем чӗрӗ коридор умнерех тухма тăрăшаççӗ. Юрать пирӗн, журналистсен ун пек ирӗк пур, эпир ялан малти ретре.  Ак хайхи Шаймиев хăй те курăнса кайрӗ. Утнă май çынпа ал тытса сывлăх сунать. Хăшне ятранах чӗнет. Журналистен çывăхне пырсан вăл охранăна сирсех ман енне аллине тăсрӗ: «Э-э, кызымкка, сана тахçантанпа курман, чирленӗччӗ-им?», – терӗ вăл кулса алла чăмăртанă май. Тӗлӗнсех кайрăм, ара халиччен республикăри пӗрремӗш çынпа çывăх калаçса та курман. Мероприятисене çӳренӗ ӗнтӗ. Çакăнтан Минтимер Шарипович çынна сăнран лайăх астуса юлнине пӗлтӗм. Çур çул çӳремен хыççăн çапла саламларӗ вăл мана.

Çумăртан хăтарчӗ

Тепӗр хутӗнче çумлăн пӗр ялсем евӗр калаçсах тăтăмăр вара. Пире Алексеевски районӗнчи Айрат Хайруллинăн «Красный Восток» хуçалăхне кăтартма пресс-тур йӗркеленӗ. Вăл Минтимер Шаймиев хутшăннипе иртрӗ.

Çӳретпӗр çапла пуян тухăçлă хирсене пăхса. Пӗр çӗрте акса ӳстернӗ тырпулăн куравне те йӗркеленӗ. Тăрук çиçӗмле хăвăртлăхпа çанталăк пăсăлма пуçларӗ. Васкасан та çул хӗррине лартса хăварнă автобуссем патне çитме çук. Аслати кӗмсӗртетрӗ, çумăрăн пӗрремӗш тумламӗсем ӳкме пуçларӗç. Запаслă иккен çынсем, пурте тенӗ пек зонтик илнӗ. Ман кăна нимӗн те çук, ăшă куртка та пулин илмен. Çумăр чашлатса çума пуçларӗ. «Мӗн пăхса тăратăр, кунта ача çумăр айне пулнă, кызымкка, кил çакăнта», – терӗ хайхи Президент мана чӗнсе. Хăюсăррăн тăратăп пăхса. «Кил, кил атя», – хистесех чӗнчӗ Минтимер Шарипович. Президент хушнă хыççăн темиçе охранник харăсах ман çийӗн зонтикӗсене уçас терӗç те, анчах кая юлчӗç – эпӗ Президентăн сарлака зонтикӗ айне пытантăм. Çумăр çунă хушăра Минтимер Шарипович ача чухне ялта тырă ӳстернисене аса илсе каласа пачӗ, манран та хăш ялтан пулнине ыйтса пӗлчӗ, чăвашсемпе интересленчӗ тата сывлăха упрама хушрӗ. Çапла çумăр пӗтичченех калаçса тăтăмăр.

«Кам ачи ку?»

Тепӗр пулăм чутах трагедипе вӗçленмерӗ. «Татнефть-арена» умӗнче «Пурçăн çул» ралли-рейд старт илнӗ самант. Эпир, журналистсем, Тутарстан Президентне кӗтсе тăратпăр. Унпа пӗрле Туркменистан ертӳçи килессине те пӗлтерчӗç. Хальхинче охранăна тата та вăйлатнă. Журналистсен те охрана «сăнчăрӗнчен» каçма ирӗк çук. Эпӗ вара хампа пӗрле ывăлăма илнӗ, ун чухне вăл тăваттăраччӗ. Машинăсене пит юратаканскере тӗнче шайӗнчи ралли-рейда кăтартас килнӗ ӗнтӗ.

Часах президентсем килни курăнчӗ. Ак хайхи, ман ача алран вӗçерӗнчӗ те тӳреммӗнех президентсем енне чупрӗ. Охрана харăссăн ачана тытас тесе туртăнчӗ. Лешӗ вара ним пӗлми чупать те чупать. «Кам ачи ку?», «Мӗн тӗллевпе ăна хăвăртан вӗçертнӗ?» – хаяр саспа ыйтаççӗ вӗсем тăракансенчен. Ывăлăма чӗнетӗп – вăл илтмест. «Турăçăм, персе пăрахаççӗ пулинех», – вӗçсе иртрӗ пуçра хăрушă  шухăш. Пӗр охранникӗ пилӗкӗнчен çакнă кобурăна аллипе тӗкӗнчӗ, çав самантра Шаймиев уттине хăвăртлатса ушкăнран уйрăлчӗ те ачана хирӗç пычӗ. Ман ывăл ăна пырсах сӗкӗнчӗ те тăп чарăнчӗ.

«Кам ачи эсӗ?» – ыйтрӗ ывăлăмран Минтимер Шарипович. Ывăл ман енне пӳрнипе тӗллесе кăтартрӗ. Çисе ярас пек пăхрӗ ман çине охрана.  «Эппин пире сăн ӳкер пӗрле, сăн ӳкересшӗн пулӗччӗ-ха?» – çемçен хушрӗ Президент куç хӗссе. Чӗтрекен алăпа ывăлăмпа Шаймиева сăн ӳкертӗм. Президент автографӗллӗ сăнӳкерчӗк халӗ те упранать килте. Автографне кайран илнӗччӗ.

«Ну, ачамккă, Президент пулатăнах пулӗ», – шӳтлерӗ Минтимер Шарипович ачана пуçӗнчен лăпкаса. «Юрӗ, дедуля», – лаплаттарса хучӗ ывăлăм. Вăт çапла килсе тухрӗ ун чухне. Шаймиев урăхларах çын пулнă пулсан темле вӗçленӗччӗ ку пулăм?

Каярах Петӗр Хусанкайăн Сиктӗрме-Хузангаевăри музейӗнче калаçнăччӗ. Ун чухне Шаймиев халăх поэчӗн кун-çулне лайăх пӗлнипе тӗлӗнтернӗччӗ.

Минтимер Шарипович президент постӗнчен кайсан унпа тата темиçе хутчен те тӗл пулнă. Çынпа вăл яланах ырă та ахаллӗн калаçать. Хăйне мăнна хуни çук. Чăннипех те пирӗншӗн вăл ырă та аслă бабай.

Минтимер Шариповича 85 çуллăх юбилейпе пӗтӗм чăвашсенчен ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей сунас килет. Канлӗ ватлăх тесе хушас килет те, анчах ӗçсӗр ларайманскере апла каласан пырать-ши? Çавăнпа ăна мӗн шутланине пурнăçлама вăй-хал, çирӗп сывлăх тата çемьепе çывăх çынсен чун ăшшине сунатпăр.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: