Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУРМА КИЛСЕН МАШИНАПА КАЯС ШАНĂÇ ПУР

Кăçалхи церемони январӗн 19-мӗшӗнче Хусанти циркăн çӗнетнӗ арени çинче иртет. Кӗрешӳпе ăмăртăва 30 ытла спортсмен хутшăнать. Куракансем валли те кӗтменлӗх пур. Кӗмелли билетсемпе вӗсен хушшинче çӗнетнӗ кузовлă Lada Granta автомобиль вылянтараççӗ.

«Манзара» проекта пуçланă чухне укçа музыка премине ирттерме кăна çитетчӗ. Хам спортсмен пулнă май, пӗр-икӗ хутчен кӗрешӳпе Тутарстан чемпионӗ те пулнă. Çав вăхăтрах музыка та мана çывăх, ачаран ташлама, юрлама юрататăп. «Манзара» премире музыкăпа спорта пӗрлештерни ман чун тытăмне кăтартакан япала», – терӗ премин генеральнăй директорӗ Айдар Шаймарданов «Татар-информ» информаци агентствинче январӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире.

«Манзара» проекта GONGTV спортпа музыка каналӗ йӗркелет. Тутарстан культуринче вăл хăйне май эпатажлă, калăпăшлă пулăм пулса тăрать. Преми церемонийӗ чаплă концерт пек иртет. Республикăри чи чаплă паттăрсем кӗрешсе ăмăртнисӗр пуçне эстрада артисчӗсем чӗрӗ сасăпа юрлаççӗ. Мероприятин тӗллевӗ – çӗнӗ талантсем тупасси, «Корэш» наци спорт тӗсне малалла аталантарасси.

Кăçалхи церемони январӗн 19-мӗшӗнче Хусанти циркăн çӗнетнӗ арени çинче иртет. Кӗрешӳпе ăмăртăва 30 ытла спортсмен хутшăнать. Чемпион ячӗшӗн республикăри хуласемпе районсенчи Сабантуй батырӗсем, Раççейри профессилле спортсменсем, халăхсен хушшинчи турнирсен çӗнтерӳçисем кӗрешӗç. Çавсен хушшинче Эскархан Осканов (Казахстан), Анатолий Молдован (Молдовия), Голиб Ахмедов (Узбекистан), Махмат Миров (Таджикистан), Раиль Нургалиев (Тутарстан),  Турал Азимов (Раççей, Тюмень) тата ыттисем. Çӗнтерӳçе чемпион пиçиххине парнелеççӗ. Енчен те ытти ăмăртусенче спортсменсем хăйсене хирӗç кӗрешекенсене маларах пӗлсе тăраççӗ тата вӗсем пӗр виçе йывăрăшӗнче пулсан, кунта жеребьевка арена çинче пулӗ, çавăнпа юлашки çеккунтчен соперник ячӗ паллă пулмӗ.

Музыка премийӗшӗн паллă тутар артисчӗсемпе пӗрле пысăк пултарулăх кăтартакан çамрăк юрăçсем тупăшӗç. Кунта Салават Фатхетдинова, Илсафа, Нурзадана, Иван Громова, Динар Шаймарданова, Римма Никитинана палăртса хăварас килет. Куракансем валли те кӗтменлӗх пур. Кӗмелли билетсемпе вӗсен  хушшинче çӗнетнӗ кузовлă Lada Granta автомобиль вылянтарӗç. Кун пирки ТР спорт министрӗн пӗрремӗш çумӗ Халил Шайхутдинов пӗлтерчӗ. «Манзара» проект республикăри чи вăйлă батырсене пуçтарма май пачӗ. Ăна пирӗн малаллах аталантарса пымалла. Çавăнпа кăçал Раççейпе ют çӗршывсенчи тӗрлӗ ăмăртусенче çӗнтернӗ спортсменсене те чӗнтӗмӗр, вӗсен хушшинче самбистсем, дзюдоистсем пур. Проект анлăланса пырсан малашне ăна «Баскет-холра» е «Татнефть-аренăрах» ирттерме кăмăл пур. Çакна эпир наци спорт тӗсне тата Тутарстан культурине, эстрадине малалла аталантарассишӗн тăватпăр», – терӗ министр çумӗ. Каласа хăварар, ытти регионсемпе ют çӗршывсенчен килекен спортсменсен пурăнма, апатланма тăкакӗсене йӗркелӳçӗсем йăлтах хăйсем çине илнӗ.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев