Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗн чухлӗ план, ӗмӗтчӗ-тӗр унăн...

Январӗн 23-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра çамрăк чăваш офицерӗпе, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă танк ротин командирӗпе Геннадий Командов аслă лейтенантпа сывпуллашрӗç...

Журналистсем эпир ялан çын хушшинче, кампа кăна тӗл пулмастпăр, калаçмастпăр. Чӗре витӗр кăларнă статьян тӗп сăнарӗсем тепӗр чух тăванран та çывăхрах пулса каяççӗ. Материал тахçанах пичетленсе тухать, вӗсем вара асра юлаççӗ, каярах та ыйтса пӗлетӗн, çитӗнӗвӗсемшӗн савăнатăн... Çакăн пек тӗлпулусенчен пӗри 2014 çулта Хусанта пулнăччӗ. Сентябрӗн 13-мӗшӗнче редакци мана Аслă çар команда училищинче пӗрремӗш курс курсанчӗсем присяга мӗнле йышăнни çинчен репортаж тума задани пачӗ. Хушнă-тăк – пурнăçламалла. Танк училищинче нихăш çул та чăваш каччисемсӗр пӗр набор та пулманнине аван пӗлетӗп. Училищӗрен репортаж пӗрре кăна туман эпӗ. Çав çулхине тата тăван ял ачи, куç умӗнче ӳснӗ Юрий Воробьев та унта вӗренме кӗнӗ текен хыпара илтнӗччӗ. Çавăнпа чăвашсемпе тӗл пулма çирӗп тӗллев лартса çула тухрăм. 

Пӗрремӗш тӗлпулу

Училище умне çитрӗм, унта халăх пасартинчен те нумай, ниçта ура пусма вырăн çук. Раççейӗпе те пӗртен-пӗрре юлнă Танк училищине çӗршывăн кашни кӗтесӗнчен 110 каччă вӗренме кӗчӗ çав çул. Савăнăçа пӗрле пайлама кашнин çывăх тăванӗсем килнӗ. Присяга йышăннă тата звани панă кун кашни çул çапла халăх нумай кунта. Çакăн чухлӗ çын хушшинче чăвашсене ăçтан тупмалла-ха? Хальхинче пресс-служба пулăшасса кӗтмесӗрех хамăрăннисене шырама пуçларăм. Нумай та вăхăт иртмерӗ  – хитре явлăклă хӗрарăмсем куç тӗлне пулчӗç. Юратаççӗ вӗт пирӗн мăнаккасем чечеклӗ тутăрсене. Чăнах та чăвашсем. Калаçнă май ачисем училищӗре пӗр-пӗринпе паллашса туслашни паллă пулчӗ. Çапла паллашрăмăр ун чух Чăваш Енри Хӗрлӗ Чутай район каччипе Олег Канцеляровпа, Муркаш районӗнчи Артем Япаровпа, Теччӗ районӗнчи Геннадий Командовпа тата Çӗпрел районӗнчи Юрий Воробьевпа.

Юбилейлă, 85-мӗш кăларăм

2014 çул, сентябрь, Украина Донбаса сирпӗтме пуçланă вăхăт... Аслă çар училищине вӗренме кӗме вара темӗн пысăкăш конкурс. Çакăн чухлӗ чăваш каччи чи лайăххисенчен те лайăххисен йышне кӗни питӗ хытă савăнтарчӗ. Шкулта лайăх вӗреннӗ, спортра хастарскерсем хăйсем. « Документсене урăх пӗр аслă шкула та памарăмăр. Гена мӗн ачаран офицер пулма ӗмӗтленет. Вырăнти «ФОРПОСТ» командăн командирӗ те пулчӗ. Халӗ каялла çул çук, вӗренме кӗтӗн пулсан чăт тетӗп ывăлăма», – тесе каласа панăччӗ Теччӗ район каччин амăшӗ Татьяна Викторовна Командова ывăлӗн çитӗнӗвӗ пирки ун чух.  Çав çулхи пӗрремӗш курс курсанчӗсен çар пурнăçӗ ытти çулсенчисеннинчен иртерех те пуçланчӗ. Маларах пӗрремӗш курссем присяга кунӗ тӗлне стройпа утма кăна вӗреннӗ пулсан, кусем танк çине ларса полигонра тусан çăтма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ. Училищӗн юбилейлă 85-мӗш кăларăмӗ, хăвăртлатнă (ускоренный) курс, пулчӗ вăл. Халӗ ăнланатпăр – чи йывăр вăхăтра Тăван çӗршыв хӳттине тăма шăпа çырнă ку ачасене. 

Лейтенантсем

Чăваш каччисемпе тепӗр хут 4 çултан, 2018 çулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче Диплом тата РФ Оборона министерствин çав кунхи Указӗпе лейтенант званине панă кун, тӗл пултăмăр. Вӗсенчен пӗри те йывăрлăха чăтаймасăр пăрахса кайманнине, пурте плац çинче, стройра тăнине пӗлсен тата хытă савăнтăм. «Эппин, чăнах та профессие тӗллевлӗн суйланă кусем», – терӗм хам ăшра. Сăмах май, çав кун çанталăк питӗ-питӗ сивӗччӗ, фотоаппарата темиçе хутчен те пӳлӗме кӗрсе ăшăтма тиврӗ. Вӗсен савăнăçлă кăмăлне сивӗ çил те, чарăнми çăвакан юр та хуçаймарӗ. Сăн-пичӗсем хулпуççи çинчи вӗр-çӗнӗ лейтенант погонӗсенчен кая мар çиçетчӗç вӗсен. Пӗрремӗш хутӗнче умра ӗнерхи шкул ачисем тăратчӗç пулсан, хальхинче чăн-чăн офицерсемччӗ: яваплă, шанчăклă... Пӗр-пӗринчен уйрăлма тивнишӗн кăна ассăн сывланине пытараймарӗç, мӗншӗн тесен распределенипе кам ăçта каясси паллăччӗ ӗнтӗ. 

Офицер пулмах çуралнă

Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă каччи Геннадий Командов юлташӗсенчен тата та çирӗпрех кăмăлпа, тӗллевлӗхпе уйрăлса тăни асра юлнă. Нумай сăмах вакламасть, ыйтусене кӗске, тӗплӗн хуравлать. «Ку ача генерал пулатех», – шухăшларăм ун чух, мӗншӗн тесен офицер пулмах çурални курăнчӗ. Тепӗр икӗ эрнерен распределенипе Мускав облаçӗнчи Наро-Фоминскри чаçре взвод командирӗн ӗçне пуçăнмаллаччӗ унăн. Геннадий Командовпа çыхăннă истори çак тӗлпулупа кăна вӗçленмерӗ-ха. Вăл каякан чаçре пирӗн тепӗр ентеш, Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел каччи Александр Колпаков капитан, службăра тăнине пӗлсен, ятарласах унпа телефонпа çыхăнса çамрăк лейтенанта пирвайхи вăхăтра та пулсан тӗрев пама ыйтрăмăр. Чăвашсем вӗт, кун пек чух пӗр-пӗрне пулăшмаллах. Каярах Александр Колпаков Геннадий Командов çамрăк лейтенантпа тӗл пулнине пӗлтерсе: «Тăрăшуллă, ăслă, яваплă ача», – тесе хакларӗ. 

Чăтма çук пысăк хуйхă

Ак каллех хыпар çитрӗ, хальхинче чӗрене çураканни. Танк ротин командирӗ, аслă лейтенант Геннадий Командов 2023 çулхи январӗн 13-мӗшӗнче Луганск облаçӗнчи Сватово районӗнчи Октябрьское ялӗ патӗнчи çапăçура паттăррăн пуç хунă... Çӳлерех асăннă чăваш офицерӗсем хальхи вăхăтра пурте Украинăри ятарлă çар операцийӗнче. Геннадий Командов та пӗрремӗш кунранпахчӗ. Икӗ хутчен аманнă вăл, виççӗмӗшӗнче сывă юлма пӳрмен. Аслă лейтенанта тунтикун, январӗн 23-мӗшӗнче, тăван Аслă Ăнă масарне чыслăн пытарчӗç... Чăтма çук пысăк хуйхă, чи лайăх ачасене çухататпăр. Генофонд йăшать. 2018 çулта Хусанти аслă çар команда училищин 85-мӗш юбилейлă кăларăмăн çухатăвӗ пысăк, официаллă мар даннăйсем тăрăх, пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă çамрăк офицерсенчен ентешӗмӗр 15-мӗш пулчӗ... Унпа пӗрле Танк училищинче вӗреннӗ чăваш ачисем Геннадий Командовăн амăшӗпе Татьяна Викторовнăпа, пӗртăван аппăшӗпе тата мăшăрӗпе Юльăпа пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтерме ыйтрӗç.

Тăрăшуллă, канăçсăр

Училищӗри пӗр юлташӗпе, Çӗпрел районӗнчи Матакра çуралса ӳснӗ Юрий Воробьев аслă лейтенантпа, телефонпа çыхăнма май пулчӗ. Пӗрле вӗреннӗ тусне юлашки çула ăсатма ӗлкӗрейменшӗн хурланса калаçрӗ çамрăк офицер. Тăван яла кӗске отпуска килнӗскер, шăпах январӗн 22-мӗшӗнче ирпе ирех чаçе таврăнмашкăн çула тухнă вăл. «Училищӗре пӗрлеччӗ эпир. Гена лăпкă, яваплă, шанчăклăччӗ. Ашшӗсӗр ӳснипе ялта амăшне нумай пулăшма тăрăшатчӗ, ӗçченччӗ. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пирвайхи кунсенченехчӗ. Августра аманнипе госпитальте сипленсе реабилитаци иртнӗ-иртмен кӗркунне каялла çапăçăва кӗчӗ. Декабрьте рота командирӗн должноçне йышăнчӗ. Питӗ тăрăшуллăччӗ вăл, заданисене вăхăтра, тӗрӗс пурнăçлатчӗ, канăçсăрччӗ. Хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă вăл, пӗр ахальтен рота командирӗ тумаççӗ, – терӗ вăл пӗрле вӗреннӗ юлташӗ пирки.

«Генкăна мӗн пӗчӗкренех пӗлетӗп, куç умӗнче ӳсрӗ. Пирус туртса, усалланса çӳренине астумастăп. Лăпкăччӗ, аван калаçатчӗ. Шкул пӗтернӗ хыççăн Хусанти Танк училищине вӗренме кӗрсен ялӗпех хытă савăнтăмăр. Клубра стенд та турăмăр. Хăйне юлашки хут кӗркунне яла килсен курнăччӗ. Вӗсене унта çын çитменни, мобилизаци пуласси пирки пăшăрханса калаçрӗ вăл. Ак, тунтикун пытартăмăр... шанас килмест...» – куççуле çăта-çăта пӗлтерчӗ Аслă Ăнăри клуб ӗçченӗ Елена Савелькина. 

Геннадий Командов çемьере пӗртен-пӗр ывăлччӗ, эппин амăшӗн тӗревӗ, пулăшуçи. Питӗ шел, ӗмӗрӗ ытла та кӗске пулчӗ ентешӗмӗрӗн. Çавах та чăн-чăн паттăр, Тăван çӗршыва хӳтӗлеме панă присягăна пăсман вăл, юлашки сывлăшӗ тухиччен тăшманпа кӗрешнӗ. Унăн подчиненнăйӗпе, 5 уйăх пӗр танкра пулнă Никита Ахмадиевпа та çыхăнтăмăр. Командирӗ шанчăклă, хăюллă офицер пек асра юлнине кăна пӗлтерме ӗлкӗрчӗ, тӗплӗнрех тепӗр калаçура каласа пама шантарчӗ, анчах пирӗнпе тепӗр хут çыхăнма май килмерӗ пулас, çыхăнăва тухмарӗ. Тепӗр тесен танкистăн телефон шухăш мар ӗнтӗ халь, ăна та ăнланатпăр. Мăшăрӗпе Юльăпа пӗрле малашлăха палăртнă мӗн чухлӗ план, ӗмӗтчӗ-тӗр Аслă Ăнă каччин. Тепӗр темиçе уйăхран Геннадий Командов атте пулмаллаччӗ, анчах ачине пӗр хутчен те пулсан хăй çумне пăчăртаса юратма шăпа çырмарӗ. Питӗ-питӗ шел, пурăнмалла та пурăнмаллаччӗ-ха ...(Автор сăнӳкерчӗкӗсенче Хусанти аслă çар училищин 85-мӗш кăларăмӗ Диплом тата лейтенант званине илнӗ кун, (2018 çул) тата Теччӗ район хаçачӗн «ВКонтактери» страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

1

3

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество