Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗнпур вӗрентекенсене Пӗтӗм тӗнчери Учитель кунӗпе саламлатпăр!

Кашни çул октябрӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекенсе кунне палăртатпăр. Анчах ку ялан çапла пулман. Халăхсен хушшинчи Учитель кунӗн историйӗ 1966 çултан пуçланать.

Кашни çул октябрӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекенсе кунне палăртатпăр. Анчах ку ялан çапла пулман. Пирӗн çӗршывра Учитель кунне 1965 çулхи сентябрӗн 29-мӗшӗнче СССР Аслă Канашӗ кăларнă указпа çирӗплетнӗ. Малтандласа ăна октябрь уйăхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче уявлама йышăннă. Нумай çӗршывра халӗ те çапла юлнă.

Халăхсен хушшинчи Учитель кунӗн историйӗ 1966 çултан пуçланать. Çав çулхине октябрӗн 5-мӗшӗнче ЮНЕСКО учитель статусӗ пирки йышăнусем туса çирӗплетнӗ. 1994 çулта йышăнăвăн çуллăхне палăртса октябрӗн 5-мӗшне Халăхсен хушшинчи учитель кунне çирӗплетнӗ. Çакăнтан пуçласа Раççейре те РФ Президенчӗн указӗпе Вӗрентекен кунне çак вăхăта куçарнă. Çак кун 100 ытла çӗршывра çынсем хăйсен вӗрентекенӗсене саламлаççӗ.

Эпир те Тутарстан вӗрентекенӗсене пурне те салмлатпăр!  

Вӗрентекен кашни çыншăн иккӗмӗш атте-анне, наставник пулса тăрать. Учитель чăннипех чун ыйтнипе суйланă ӗç. Мӗншӗн тесен ку профессие харпăр хăйшӗн мар, ыттисемшӗн, çак тӗнчене мӗн-тӗр пысăккине, кирлине, ыррине парас текенсем, тӗрӗс воспитани парса çынна ырă енне улăштарма, ăна çитӗнӳ çулӗ çине тăратма пултарнине шанакансем суйласа илеççӗ.

Эсир пулас тухтăрсене, наука ӗçченӗсене, çӗршыв ертӳçисене, космонавтсене, çыравçăсене, çӗршыва хӳтӗлекенсене тата ытти професси çыннисене чунăра парса вӗрентсе ӳстеретӗр! Малашлăх çулне уçса паракансем эсир.

Сире чун-чӗререн çирӗп сывлăх, çемьере телей, ӗçре ăнăçупа çитӗнӳсем тума тата пархатарлă вӗрентекенсем сунатпăр.

Уявпа сире, хаклă вӗрентекенсем!  

Т.А.Носевич сăнӳкерчӗкӗсенче Анат Камăри 34№ гимназин чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Татьяна Леонтьева вӗренекенӗсемпе. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование