Сувар

«Мулла» кинокартинăна ют çӗршывра та кăмăлланă

«Татаркино» директорӗн, режиссерсен шучӗпе, Тутарстан киновӗн пуласлăхӗ – унăн хăйевӗрлӗхӗнче.

«Мулла», «Байгал», «Халиме» тата ытти кинофильмсем тăрăх паян куракан Тутарстан киновӗсене хаклать. Асăннă картинăсен кинофестивальсенчи шăпи питӗ ăнăçлă пулчӗ. Рамиль Фазлиевăн  «Муллине» Раççейре кăна мар, ‎Египетра, Италире, Финляндире, Казахстанра, Кăркăсстанра, Узбекистанра лайăх йышăннă. Ильдар Ягафаровăн «Байгал», Алексей Барыкинăн «Водяная» кинофильмӗсем те куракана килӗшнӗ. «Байгал» кӗçех анлă проката тухмалла.

Кун пирки «Татар-информ» агентствăра иртнӗ Тутарстан киновӗн эрни пуçланнине халалланă пресс-конференцире «Татаркино» директорӗ Миляуша Айтуганова пӗлтерчӗ. Кино эрни августăн 23 – 31-мӗшӗсенче «Мир» кинотеатрта пулать. Унта юлашки 2 çулта ӳкернӗ фильмсене кăтартаççӗ.

Кино эрни Салават Юзеевăн «Шихаб Хазрат» документлă кинолентипе уçăлать. Унтан черетпе «Мулла», Эдуард Габидуллинăн «И в шутку, и всерьез», Алексей Барыкинăн «Водяная», Фарид Давлетшинăн «Инсаф» тата ытти паллă картинăсене – пӗтӗмпе 12 –  курма пулать. Кино эрни вара Ильшат Рахимбайăн «Эпипэ» музыка  кинокомедийӗпе вӗçленет.

Миляуша Айтуганова сăмахӗсемпе, кашни кинофильмпа хăтлав тата унăн режиссерӗпе творчествăлла тӗлпулу иртет.

  • Кино эрни Хусанта кăна мар, районсенче те пулать. Рыбно-Слободски, Пăва, Элмет, Лайăш, Ешӗлвар, Атня районӗсенче пурăнакансем Тутарстан режиссерӗсен ӗçӗпе паллашӗç. Малашне тутарсем йышлă пурăнакан регионсене те тухса çӳресшӗн. Ăçта кайсан та пиртен тутар киновӗсене ыйтаççӗ. Пӗлтӗр Мускавра, Санкт-Петербургра, Екатеринбургра, Тюменьре, Новосибирскра кино эрнисем ăнăçлă иртрӗç. Кăркăсстанпа Казахстанра та ăшшăн йышăнчӗç. Пӗрлехи проектсем те пирӗн нумай. Ку вăхăтра казахсемпе пӗрле «Сюмбель» проект пуçларăмăр. Кино виçӗ чӗлхепе – вырăсла, тутарла, казахла пулать. Актерсен йышӗ питӗ сумлă. Лайăх кино пулмалла, – кӗскен паллаштарчӗ Миляуша Айтуганова.

Кино тавра калаçу питӗ анлă пулчӗ. Палăртнă темăран тухса Тутарстан кинематографийӗн пуласлăхӗ пирки калаçрăмăр. «Татаркино» директорӗн, режиссерсен шучӗпе, Тутарстан киновӗн пуласлăхӗ – унăн хăйевӗрлӗхӗнче. Хальлӗхе пирӗн авторла фильмсем ӳкереççӗ, ăнăçлă прокат валли вара коммерцилле кино тумалла. Ун валли хальлӗхе республикăра çителӗклӗ укçа-тенкӗ çук.  Журналистсен шучӗпе, паян ача-пăча кинофильмӗсене  питӗ сахал ӳкереççӗ. Мансур Гилязов сценарист шучӗпе, ача-пăча киновӗ питӗ кăткăс жанр. «Ачана улталаймастăн. Голливуд киновӗсем çинче ӳсекен ăрăва мӗнпе-тӗр тӗлӗнтерме питӗ йывăр. Вăл пысăк бюджетлă, компьютер графики енчен пуян пулмалла. Хальлӗхе ку шайра кино ӳкерме пирӗн ресурссем çук», – терӗ Мансур Гилязов.

Миляуша Айтуганова пӗлтернӗ тăрăх, ку проблемăна тимлӗхе илнӗ ӗнтӗ. Раççейӗн Культура министерстви ача-пăча киновне ӳкерме çитес çула 60 миллион тенкӗ уйăрать. Программăна регионсен те хутшăнма ирӗк пур.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: Кино
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: