Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Муниципалитетсене 11 миллион тенкӗлӗх компьютер техникипе тивӗçтерчӗç

Иртнӗ эрнере, декабрӗн 23-мӗшӗнче, «Тутарстан Республикин Муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗ» ассоциацин XVI съезчӗ пулчӗ. Мероприяти «Корстон» комплексăн бизнес-центрӗнче иртрӗ. Ун ӗçне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин,  хуласемпе районсенчи ял хутлăхӗсен представителӗсем –    пӗтӗмпе 330 ытла çын хутшăнчӗ.

Унсăр пуçне съездра патшалăх власть органӗсен, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисемпе пуçлăхӗсем пурччӗ.
Съездра патшалăхпа муниципаллă власть хутшăнăвӗсене, федераллă тата республика программисен пурнăçланăвне пăхса тухрӗç. Тӗп докладчиксем Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин, Элмет район пуçлăхӗ Тимур Нагуманов пулчӗç.

Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн пуçлăхӗ Экзам Губайдуллин Ассоциацин çулталăк отчечӗпе паллаштарчӗ. «Наци проекчӗсене, республика программисене пурнăçланă çӗре муниципаллă власть органӗсем хастар хутшăнчӗç. Вӗсем пурте вырăнти халăх пурнăçӗн пахалăхне ӳстерес тӗллевпе çыхăннă», – терӗ вăл делегатсем умне сăмах тытма тухсан. Экзам Губайдуллин кӗскен ăçта мӗнле çитӗнӳсем тунипе тата малашнехи задачăсемпе паллаштарчӗ. Ун шучӗпе, яллă вырăнсенче ӗç вырăнӗ йӗркелессине çӗнӗлӗхсем кӗртмелле. Ялта лайăх çул пулмалла. Чи пысăк проблемăсен шутне вăл шыв ыйтăвне кӗртрӗ. Типӗ çанталăка пула нумай ял хутлăхӗсенче çăлсем, пӗчӗк юханшывсем типнӗ. Çавăнпа ялта пурăнакансене чи малтан лайăх шывпа тивӗçтерессине татса памалла. «Пӗрле ӗçлесен, палăртнă программăсене пурнăçлассипе çине тăрса ӗçлесен, муниципаллă йӗркеленӳсен чи лайăх тӗслӗхӗсемпе усă курсан республикăра пурăнакан кашни çыннăн пурнăçӗ лайăх енне улшăнӗ», – терӗ Экзам Саматович.
Тимур Нагуманов Элметри ӗçсемпе паллаштарса обществăлла вырăнсене тирпей-илем кӗртессипе нумай ӗçленине каларӗ. Элмет хулинче  кил-çурт картишӗсене юсаса хăтлăх кӗртессипе нумай ӗçленӗ. Хула капăрланса пынине унта пурăнакансем те асăрхаççӗ. «Хулапа районăн вăйлă енӗсене шута илсе эпир ăна малашне пысăк меллӗхлӗ, сервис службисем вăйлă аталаннă, медицинăпа вӗрентӗвӗн пысăк шайӗпе палăрса тăракан хула пек куратпăр. Пирӗн кăтартусем кашни облаçрах пур», – терӗ опытпа паллаштарса Элмет районӗн пуçлăхӗ. Тӗп докладчиксем хыççăн делегатсен умне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тухрӗ. Хăй сăмахӗнче вăл республикăн социаллă-экономика аталанăвне муниципалитетсем пысăк тӳпе хывнине палăртрӗ. Яллă вырăнсенче бизнес аталанăвне, агропромышленность  комплексӗсен ӗçне тӗрев памаллине каларӗ. «Чи кирли – çынсене ӗç вырăнӗпе тивӗçтересси. Республика пур енӗпе те харпăр пултарулăхне ӳстерсе пырать. Пурнăç пахалăхӗпе Тутарстан Раççейӗн лидерӗсенчен пӗри», – терӗ республика ертӳçи Раççей Президентне тата Правительствине граждансене пур енлӗн тӗрев панăшăн тав туса.
Ун шучӗпе вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗсен эффективлă та курăмлă ӗçӗ – Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн тивӗçӗ. «Сирӗн ӗçе эпир лайăх енчен хаклатпăр. Малашне те Ассоциаци ăнăçлă ӗçлесе пытăр», – терӗ Рустам Минниханов. Докладчиксене итленӗ хыççăн ыйту пуррисене итлеме хатӗррине пӗлтерчӗç. Анчах хулапа ял хутлăхӗсен представителӗсем шарламарӗç. Проблемăсем çук куран. Çавна май резолюцие йышăнас ӗç те хăвăрт пурнăçланчӗ. Унта патшалăх власть органӗсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен çитес çула палăртнă пӗрлехи ӗçӗсем кӗнӗ.
Юлашкинчен ТР Президенчӗ муниципаллă йӗркеленӳсен хушшинче çуллен иртекен конкурс çӗнтерӳçисене сертификатсем парнелерӗ. Çавсен шутӗнче 80 çӗнӗ автомобиль тата 11 миллион тенкӗлӗх компьютер техники. Çак пурлăх ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе хула округӗсене лекет.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев