Сувар

Мускава çитме пӗр утăм. Е мӗнле пурăнаççӗ Тутарстанри бизнесменсем?

Транспортпа пурлăх налогне тӳлемелле мар, инфраструктура ресурсӗсемпе тивӗçтереççӗ, ӗçле кăна. Çапах пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе ятарлă программăсем йышăнсан та пурте упранса юлайман, чылай предприяти хупăннă. Раççейӗн Инвестицилле стратегисен агентствин кăтартăвӗсемпе вара Тутарстанра бизнеса аталанма чи лайăх условисем туса панă. Вӗсен хаклавӗпе власть органӗсем административлă процедурăсене çăмăллăн та хăвăрт йышăнса пурнăçласа пыраççӗ. Ку енӗпе республика Мускавран пӗр утăм çеç юлса пырать. Республикăра промпарк резиденчӗсене транспортпа пурлăх налогӗнчен те хăтарнă. Çак çăмăллăхсемпе тата льготăсемпе усă курас тесен предпринимателӗн Экономика министерствипе бизнеса чăн та индустри паркӗн территорийӗнче илсе пыни пирки килӗшӳ тумалла. Унсăр пуçне предпринимателӗн Тутарстанра ӗçлесе налога республика бюджетне тӳленине, заявка панă вăхăтра пӗчӗк тата вăтам бизнес субъекчӗ (МСП) пулнине çирӗплетмелле. Республикăри ытти районсемпе хуласене аталантарас тӗллевпе-ши çак пулăшу мерисемпе районсенчи промпарксенче регистрациленнӗ резидентсем кăна усă кураяççӗ, Хусанпа Çырчаллинчи индустри паркӗсем кӗмеççӗ. Тепӗр критери – промпарксенчи резидентсен шайӗ 70 процентран иртсе каймалла мар тата Экономика министерстви паракан ятарлă аккредитаци пулмалла. «Льготăсене эпир заявка тăрăх паратпăр. Вӗсем предприниматель пирӗнпе килӗшӳ тунă хыççăн ӗçе кӗреççӗ. Мӗншӗн-ха Хусанпа Çырчаллинчи промпарксене программăна кӗртмен? Ăна районсенчи промпарксене пысăк хуларисемпе танлаштарас тӗллевпе тунă. Пысăк хуласенче пӗчӗк тата вăтам бизнес аталанăвӗн шайӗ çӳллӗ. Вӗсем меллӗ вырăнта вырнаçнипе спрос та пысăк. Пирӗн задача муниципаллă районсенчи промышленность паркӗсенче ӗçлеме лайăх условисем туса парасси, предпринимателе аталанăвăн çӳллӗрех картлашки çине çӗклесси», – терӗ Мидхат Рафкатович.

Пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе ятарлă программăсем йышăнсан та пурте упранса юлайман, чылай предприяти хупăннă.

Раççейӗн Инвестицилле стратегисен агентствин кăтартăвӗсемпе Тутарстанра бизнеса аталанма чи лайăх условисем туса панă. Вӗсен хаклавӗпе власть органӗсем административлă процедурăсене çăмăллăн та хăвăрт йышăнса пурнăçласа пыраççӗ. Ку енӗпе республика Мускавран пӗр утăм çеç юлса пырать.

Июнь уйăхӗнчен пуçласа Тутарстанра тепӗр ырă ӗç хута каять –   промышленность паркӗсене  аталантарас тӗллевпе йышăннă тӗрлӗ пулăшу мерисем. Вӗсене Экономика министерстви пӗчӗк тата вăтам бизнеса пулăшу парассипе ӗçлекен программăсене лайăхлатассишӗн йышăннă.

Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов пӗлтерчӗ: «Инвестклимата лайăхлатма инфраструктура институчӗсен аталанăвӗ, çӗнӗ предприятисем уçни, цифровизаци хăвăртлăхӗ, патшалăх услугисемпе тивӗçтерни кирлӗ. Пандемирен шар курнă отрасльсен списокне кӗрейменнисене пулăшма та май тупрăмăр. Çак мерăсем пӗчӗк тата вăтам бизнес предприятийӗсене упраса хăварма пулăшрӗç». 

Предпринимательство сферинче паяна 658 пин çын ӗçлет. Ку  ӗçлекенсен пӗтӗмӗшле шучӗн виççӗмӗш пайӗ. Министр сăмахӗпе, çулталăк пуçламăшӗнчи кăтартупа танлаштарсан предпринимательсен шучӗ ку вăхăтра 3 процента ӳснӗ. Тӗп тӗллев – вӗсене упраса хăварасси. Коронавирус пандемийӗ предпринимательшӗн çирӗп тӗрӗслев тапхăрӗ пулчӗ. Пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе ятарлă программăсем йышăнсан та пурте упранса юлайман, чылай предприяти хупăннă. Анчах ятарлă мерăсем пулмасан ытларах пайӗ хупăнасси куçкӗрет. Хăш-пӗри бизнес форматне улăштарнă, сăмахран, ИПран харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулса тăнă (самозанятые). Каларăмăр, Раççей регионӗсен хушшинче Тутарстан пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе лидерсен шутӗнче. Рейтинга 42 кăтартупа 4 ен тăрăх палăртнă. Республикăра предпринимательсене харпăрлăха регистрацилес, электроэнергипе тивӗçтерес, административлă пулăшу парас, кирлӗ информаципе тата финанс ресурсӗсемпе, инфраструктура çăмăллăхӗсемпе тивӗçтерс енсемпе пулăшаççӗ. Рейтинга предпринимательсен хушшинче ыйтăм ирттерсе палăртнă. Санкт-Петербургра иртнӗ Халăхсен хушшинчи экономика форумӗнче Тутарстан инвестицилле илӗртӳлӗх енӗпе 2-мӗш вырăн йышăнни палăрнă.

Промышленность паркӗнчисене ăннă

Министр палăртнă тăрăх, çӳллӗ технологиллӗ бизнеса, производство предприятийӗсене аталантарассин тата ӗç вырăнӗсене çӗнетессин чи лайăх механизмӗ вăл – промышленность паркӗсем йӗркелесси. 

Çак объектсене инфраструктура енчен аталантарассине Тутарстан Президенчӗ хăй тӗрӗслесе тăрать. Промпарксене аталантарма йышăннă мерăсен шутӗнче кредитăн процент ставкине субсидилесси, промышленность паркӗсен инфраструктурине аталантарма  ятарлă «Стройка» займа 5 çула 5 процентпа парасси (займ шайӗ 30 миллион тенкӗ таран), льготăллă микрозаймпа тивӗçтересси, электроэнерги тăкакне субсидилесси кӗрет. Июнь уйăхӗнчен пуçласа республикăри предпринимательсем çак пулăшусемпе усă курма пултараççӗ.

Унсăр пуçне пӗр уйăх каялла промпарксен резиденчӗсем валли налог çăмăллăхӗсем те кӗртнӗ. Сăмах – çăмăллатнă налог системи пирки (УСН). Унпа килӗшӳллӗн, тупăшшăн тӳленекен налог ставки 1 процентпа, тупăш-тăкакшăн 5 процентпа танлашать. Промпарк резиденчӗсене транспортпа пурлăх налогӗнчен те хăтарнă. Çак çăмăллăхсемпе тата льготăсемпе усă курас тесен предпринимателӗн Экономика министерствипе бизнеса чăн та индустри паркӗн территорийӗнче илсе пыни пирки килӗшӳ тумалла. Унсăр пуçне предпринимателӗн Тутарстанра ӗçлесе налога республика бюджетне тӳленине, заявка панă вăхăтра пӗчӗк тата вăтам бизнес субъекчӗ (МСП) пулнине çирӗплетмелле. Республикăри ытти районсемпе хуласене аталантарас тӗллевпе-ши çак пулăшу мерисемпе районсенчи промпарксенче регистрациленнӗ резидентсем кăна усă кураяççӗ, Хусанпа Çырчаллинчи индустри паркӗсем кӗмеççӗ. Тепӗр критери – промпарксенчи резидентсен шайӗ 70 процентран иртсе каймалла мар тата Экономика министерстви паракан ятарлă аккредитаци пулмалла.

«Льготăсене эпир заявка тăрăх паратпăр. Вӗсем предприниматель пирӗнпе килӗшӳ тунă хыççăн ӗçе кӗреççӗ. Мӗншӗн-ха Хусанпа Çырчаллинчи промпарксене программăна кӗртмен? Ăна районсенчи промпарксене пысăк хуларисемпе танлаштарас тӗллевпе тунă. Пысăк хуласенче пӗчӗк тата вăтам бизнес аталанăвӗн шайӗ çӳллӗ. Вӗсем меллӗ вырăнта вырнаçнипе спрос та пысăк. Пирӗн задача муниципаллă районсенчи промышленность паркӗсенче ӗçлеме лайăх условисем туса парасси, предпринимателе аталанăвăн çӳллӗрех картлашки çине çӗклесси», – терӗ Мидхат Рафкатович.

Хальхи вăхăтра Тутарстанри 105 промышленность паркӗнче пӗтӗмпе 1526 компани-резидент ӗç йӗркеленӗ, ӗç вырăнӗпе тивӗçтернисем  34,5 пин çын.  

Тăкака 100 проценчӗпех тавăраççӗ

Бизнеса тӗрев парассипе çыхăннă программăсене республикăра çӗнетсех тăраççӗ. Сăмахран, пандеми вăхăтӗнче 2 программăн  кирлӗлӗхӗ ытларах палăрнă: кредит ставкине тата апат-çимӗçе кӳрсе парассипе çыхăннă тӳлевсен тăкакӗсене 100 процент таранах субсидилесси. Ку çулта çак проектсене малалла тăсма йышăннă. Заявкăсене июнӗн 11-мӗшӗнчен йышăнма тытăнаççӗ.

«Процент ставкине субсидилеме кирлӗ финанс калăпăшне пӗлтӗрхи шайра упраса хăварма пултартăмăр. Вăл 100 миллион тенкӗпе танлашать. Ку программа предпринимательсен 2 категорине кăна пырса тивет. Пӗрремӗшӗсем – ял хуçалăхӗнче, производствăра тата строительствăра ӗçлекен пӗчӗк тата вăтам бизнес субъекчӗсем; иккӗмӗшсем – промышленность паркӗсен управляющийӗсемпе резиденчӗсем, экспортпа ӗçлекен пӗчӗк тата вăтам бизнес субъекчӗсем, 2020-2022 çулсенчи Тутарстанăн инвестици меморандумне кӗнӗ предпринимательсем. Пандеми вăхăтӗнче апат-çимӗç кӳрсе парас услуга питӗ кирлӗ пулни палăрчӗ. Паллах,  обществăлла апатлантару предприятийӗсен çак сервиспа усă курса тăкакланаççӗ. Çавăнпа агрегаторсен услугисемпе çыхăннă тăкаксене субсидилеме шутларăмăр», – терӗ министр. Ун сăмахӗпе, çак çăмăллăхпа ресторансемпе кафесен 2021 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗччен усă курма май пур. Çак тӗллевпе бюджетран 42 миллион тенкӗ уйăрнă. Тăкаксене субсидилес тесен ТР Экономика министерствинче аккредитациленнӗ апат-çимӗç кӳрекенсен сервисӗпе усă курма ятарлă килӗшӳ тумалла. Чи анлă сарăлнă льготăсен шутне «Перезагрузка» микрозаем кӗрет, çак кредита хуть мӗнле ӗç йӗркелеме те илме пулать. Июнь пуçламăшӗнчен çак кредитăн ставкине Центробанкăннипе танлаштарса 5 процента хăварнă (унччен 6 процент пулнă).

Маркетплейс пулăшать

РФ Президенчӗн хушăвӗпе 2030 çул тӗлне чӗртавар мар продукцин экспорчӗ 2020 çултипе танлаштарсан 70 процента ӳсмелле. Паллах, çак задачăна пурнăçлас тесен тӗнче рынокне тухмалли механизмсем меллӗ, эффективлă пулмалла. Предпринимательсен производствăпа çыхăннă тăкаксене чакарас тӗллевпе республикăра «Экспортер» микрофинанс продукчӗ ӗçлет. Вăл бизнеса халăхсен хушшинчи шайра илсе пыркан предпринимательсемшӗн кирлӗ. çак программăпа икӗ çулталăка 5 миллиоон тенкӗ таран займа 1,1 процент ставкипе илме пулать.

Социаллă проблемăсене татса парассипе ӗçлекен бизнес валли те пулăшу пур. Вӗсем 3 уйăхран пуçласа 2 çул таранччен 300 пин тенкӗрен 5 миллион тенкӗ таран займ илме пултараççӗ. Процент ставки банкăн ключевой ставкинчен килет.

Коронавирус пандемийӗ вăхăтӗнче онлайн суту-илӗвӗн актуаллăхӗ ӳсрӗ. Вăл тупăшăн тӗп каналӗ пулса тăчӗ тесен те йăнăш мра. Паянхи кунак электронлă суту-илӳ площадкисенче 8 пине яхăн предпринимаьель регистаруциленнӗ. Çулталăк пуçланнăранпа кăтарту 61 процента ӳснӗ. Пӗчӗк тата вăтам бизнес ытларах Оzon, Waildberries, KazanExpress маркетплессемпе усă кураççӗ. Ку вӗсен продукцине хамăр çӗршыв потребителӗсене кăна мар ют çӗршывра пурăнакансем патне те çитерме пулăшать. Тата йăлари лавккасен  сентрисем вӗçӗмсӗр мар пулсан маркетплейс калăпăшӗ уçлăх пек.

Министр сăмахӗпе, предпринимательсем электронлă суту-илӗвӗн уссине тивӗçлипе хакласа та ăнланса та пӗтереймеççӗ-ха. Çавăнпа ку енӗпе вӗсене тăтăш пулăшу, тӗрев кирлӗ, маркетплейссене кӗме, усă курма вӗрентмелле.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтарн. 

   

   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: