Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халь килогрампа мар, тоннăпа килет

Пӗлтӗр пирӗн полици сотрудникӗсем республика территорийӗнче тата Раççейри ытти регионсенче пурӗ тонна ытла (1144,2 кг) наркотикпа психотроплă япаласене çаврăнăшран кăларнă. Пӗтӗмпе 41 наркотрафика хупнă.

Тутарстана наркотик грампа та, килогрампа та мар, тоннипех килет иккен халь. ТР ШӖМ министрӗ А.Хохорин паян ведомствăн 2018 çулхи ӗçне пӗтӗмлетнӗ май пӗлтӗр пирӗн полици сотрудникӗсем республика территорийӗнче тата Раççейри ытти регионсенче пурӗ тонна ытла (1144,2 кг) наркотикпа психотроплă япаласене çаврăнăшран кăларнине каларӗ. Пӗтӗмпе 41 наркотрафика (вӗсенчен 8-шӗ ытти çӗршывсемпе çыхăнни) хупнă. Пӗтӗмпе 3753 наркопреступление шута илнӗ. Çав шутра 109-шне преступниксен ушкăнӗ тунă.

Тутарстан полицийӗ пӗлтӗр РФ ШӖМӗн ытти регионсенчи ӗçтешӗсемпе пӗрле чи масштаблă ӗç тунă, Раççейӗн 6 субъектӗнче (Мускав, Чулхула,  Новосибирск облаçӗсенче, Тутарстанпа Чăваш Енре тата Марий Элра) наркотик салатакан преступниксен пысăк ушкăнне тытнă. Раççее çак вилӗме Европа çӗршывӗсенчен кӳрсе тăнăскерсен синтетикăллă наркотик хатӗрлекен вăрттăн лабораторийӗ те пулнă... (zainsk-inform.ru сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев