НИКАМШĂН ТА КӖТМЕНЛӖХ АН ПУЛТĂР
Кăçалхи çуркунне юлашки çулсеннинчен уйрăлса тăрать: юр сийӗ хулăн, нӳрӗлӗхӗ нормăран 1,5 хут пысăкрах. Апла-тăк, ейӳ вăхăчӗ сисӗнмесӗр иртеймест. Çитменнине тата юханшывсем те хулăн пăрпа витӗннӗ. Пӗчӗк çырмасем тӗпӗпех, вырăн-вырăн 3 метр таранах, шăнса ларнă. Ирӗлекен юр шывне юхма чарса пăр капланасси куçкӗрет. ТР МЧСӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кун пек вырăнсем республикăра – 63.
Çавăнпа районсене çакна шута илме, пăр шыв çулне пӳлсе ан каплантăр тесе мерăсем йышăнма хушнă. Анчах пур çӗрте те сирпӗтсе пăра ватма пулмасть, мӗншӗн тесен ку меслет шыв-шур экологине пăсать. Çавăнпа МЧС ӗçченӗсем вырăнти хăйтытăмлăх органӗсемпе пӗрле кӗперсем çывăхӗнчи пăра кӗл сапса ирӗлтерме хатӗрленеççӗ. Кун пирки РФ МЧСӗн Тутарстанри ертӳçин çумӗ Николай Сружко пӗлтернӗ.
Çурхи шыв чăрмавсăр юхасси гидротехника сооруженийӗсенчен те килет. Пăр нумай пулассине пăхмасăр вӗсен чăрмавсăр ӗçлемелле, апла пулсан вӗсене пухăнакан çӳп-çапран, пăртан, юртан тасатсах тăмалла. Çавăнпа пăр капланнипе ейӳ сарăлас хăрушлăх пысăк кашни вырăна вӗçӗмсӗр сăнамалла. Çак ӗçе гидрометеорологин 35 посчӗ тата 83 МЧС посчӗ пурнăçлать. Сăмах май, иккӗмӗшӗ ку ӗçе вăхăтлăх, çурхи ейӳ вăхăтӗнче шыв çырантан сарăлас пулсан кăна илсе пырать. Яланхи сăнав штачӗ те пур, шăпах вӗсем мӗнпур информацие пухса ТР МЧСӗн кризислă лару-тăру центрне талăкӗпех кашни 4 сехетрен, лару-тăру хăвăрт улшăнчӗ-тӗк, кашни 2 сехетрен пӗлтерсе тăраççӗ.
Шел те, республикăра паянхи кун тӗлне 107 гидротехника сооруженине юсамалла, вӗсенчен 23-шӗ юхăннă. Чи хăрушшисем Тукай районӗнчи Новое, Актаныш районӗнчи Якшеево, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Екатерининская Слобода ялӗсенче. Вӗсем кăçалхи çурхи шыва чăтаймасса та пултараççӗ.
Ейӳ вăхăтӗнче шыв илекен вырăнсенче пурăнакансен хăйсен те алă усса лармалла мар, çурт-йӗр патне шыв ан пухăнтăр тесе канавсем уçмалла. Кирлӗ документсене, нумай упранакан ӗçме-çимене шыв лекеймен çӳллӗрех вырăна халех хăпартса хумалла. Май пур-тăк, килти выльăх валли те вырăн хатӗрлемелле. МЧС ӗçченӗсен паянхи тӗллевӗ – çакăн пек вырăнсенче пурăнакансене килӗрен çӳресе ейӳ вăхăтӗнче мӗн тумаллине ăнлантарасси. Сăмах май, шыв илекен кашни вырăна тимлӗхе илнӗ, апла-капла пулас-тăк, халăха вăхăтлăха вырнаçтарма вырăн та хатӗр. Вӗсем – шкулсем, ача сачӗсен çурчӗсем. Пурăнмалли 107 вырăнта халăха вăхăтра систермелли система та пур. Çапла майпа ейӳ вăхăчӗ никамшăн та кӗтменлӗх пулмалла мар, çуркунне çуллен килет, юрӗ кăна кашни хӗл пӗр пек çумасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев