Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Угаслов ертсе пыракан «Тус» строительство компанийӗ 30 çул çынсем валли çуртсем тăвать

Çапла Николай Федорович хăйӗн яшлăхри ӗмӗтне туллин пурнăçлать. Ун чухнех вăл амăшне çирӗппӗн, мăн арçын пек: «Туса лартăп шурă çурт сан валли», – тесе сăмах панă. Халӗ вара Николай Федорович ертсе пыракан компани тăрăшнипе Шупашкар çӗнӗ çуртсемпе мăнаçлăн курăнса ларать. 30 çул хушшинче чылай наградăпа хисеплӗ ят илме пултарнă компани.

Паян, майăн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта «Тус» строительство компанийӗ хăйӗн 30-çуллăхне паллă тăвать. Çак пысăк организацие пирӗн ентеш, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, нумай çулсем хушши ЧНК президентӗнче вăй хунă Николай Федорович Угаслов ертсе пырать.

Компани çак çулсен хушшинче хăй ятне чăннипех тӳрре кăларчӗ, вăл чăнах та Чăваш Республикин çыннисемшӗн чи шанчăклă юлташ пулса тăчӗ. Шупашкар хули паян «Тус» туса лартнă çуртсемпе капăррăн курăнса ларать. Компанин Чăваш Республикин социаллă экономикине хывнă тӳпи çав тери пысăк. Хулара нумай хутлă, пысăк хăтлăхлă çуртсем хăпартса лартса  вăл ытти социаллă пӗлтерӗшлӗ задачăсене те татса парать.

Компанин пулас ӗç ушкăнӗ 1989-1991 çулсенче туптанма тытăннă. Çак çулсенче Николай Угаслов ертсе пыракан «Армения – Чувашстрой» строительствăпа монтаж поезчӗ Ленинакана нумай пулăшнă, çӗр чӗтреннӗ хыççăнхи строительствăна хутшăннă. 1992 çулта вара «Тус» пулас çуртăн пӗрремӗш шалчине çӗре çапса кӗртнӗ.

Çапла Николай Федорович хăйӗн яшлăхри ӗмӗтне туллин пурнăçлать. Ун чухнех вăл амăшне çирӗппӗн, мăн арçын пек: «Туса лартăп шурă çурт сан валли», – тесе сăмах панă.

Халӗ вара Николай Федорович ертсе пыракан компани тăрăшнипе Шупашкар çӗнӗ çуртсемпе мăнаçлăн курăнса ларать. 30 çул хушшинче чылай наградăпа хисеплӗ ят илме пултарнă компани. 2020 çулта, сăмахран, «Раççейӗн строительство комплексӗнчи лидерӗ» ята, генеральнăй директорӗ Николай Угаслов вара «Раççейӗн стрпоительство комплексӗнчи организацин чи лайăх ертӳçи» сумлă ята илнӗ. Çак çулах вăл çӗршывăн тӗп обществăлла наградине – «Раççейӗн чи шанчăклă застройщикӗ – 2020» ылтăн паллăна илме пултарнă.

«Тус» строительство компанине малашне те ăнăçлă ӗçлесе пыма ырлăх-сывлăх сунатпăр!

Ӳкерчӗк sktus.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чебоксары

2
X