Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Угасловăн паян юбилей

Паян, февралӗн 8-мӗшӗнче пирӗн паллă ентешӗмӗрӗн, Чăваш наци конгресӗн экс-президенчӗн, Патшалăх Канашӗн депутачӗн, «Тус» строительство организацийӗн генеральнăй директорӗн Николай Угасловăн çуралнă кун. Николай Федорович паян 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.  

Николай Угаслов чăваш халăхӗн паттăр та мухтавлă ывăлӗ. Хăйӗн ырă ӗçӗсемпе вăл Чăваш Енре кăна мар, ытти регионсенче те палăрса тăрать. Чăваш наци конгресӗн президенчӗ пулса çак çулсенче чăваш халăхӗн культурин аталанăвӗшӗн, йăла-йӗркесене тата тăван чӗлхене упраса хăварассишӗн питӗ пысăк ӗçсем туса пычӗ, халӗ те ку ӗçрен пăрăнмасть. Пур çӗре те çитме, пулăшу кирлӗ çӗрте хăй енчен пайта кӗртме тăрăшать. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче çуралса ӳснӗскер тăван ялӗшӗн питӗ пысăк ӗçсем туса пырать. Вăл тăрăшнипе ял чиркӳллӗ пулса тăчӗ, çулсемпе кӗперсене юсарӗç, вырăнти шкула та нумай пулăшать вăл. Палăртнă ӗçӗсем те нумай унăн.  

Николай Федоровича çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлăх, çемьере тату пурнăç, юрату, ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр! Малашне тата пысăкрах ӗçсем пурнăçлама Турă сывлăх патăр сире, Николай Федорович!  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество