Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрӗн 22-мӗшӗнчен QR-кодсăр транспорта лартмаççӗ

QR-код çук-тăк, пассажирăн транспортран тухма тиветех. Ноябрӗн 22-мӗшӗнчен QR-код, медицина енчен чару çук 60 çултан аслăрах çынсен çăмăллăхлă транспорт картти те вăхăтлăха ӗçлеме пăрахать.

ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ноябрӗн 22-мӗшӗнчен Тутарстан хулисенчи, хулаçум тата районсем хушшинчи обществăлла транспорта 18 çултан аслăрах пассажирсене QR-кодсăр лартмаççӗ. Коронавирус инфекцийӗ сарăлас хăрушлăх республикăра çав-çавах пысăккине кура ку вăл тепӗр профилактика мери пулнине пӗлтерчӗ Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина.

Пассажирсен юхăмӗ пысăк самантсенче тӗрӗслев мӗнлерех пулмаллине хальхи вăхăтра сӳтсе яваççӗ. Маларах пассажирăн QR-код пуррипе çуккине транспорта лартас умӗн тӗрӗслемелле текен шухăш пурччӗ-тӗк, халӗ ун пек тума май килмест – çанталăк сивӗтрӗ. Çавăнпа QR-кода кондуктор билет сутнă чух тӗрӗслӗ. Пӗр чарăну хушшинче мӗнпур пассажира билет сутма та ӗлкӗрейменнине шута илсен, ку процедурăна вăл мӗнле пурнăçлассине хальлӗхе куç умне кăларса тăратма та йывăр. Метрора QR-код тӗрӗслевӗ йӗркеллех иртӗ-ха, анчах çапса хӗснӗ пек тулли автобуссенче мӗнле пулӗ? Çавăнпа перевозчксем халăх ăнланасса, вакцинаци тăвасса шанать. Енчен те QR-код çук-тăк, пассажирăн транспортран тухма тиветех.

Ноябрӗн 22-мӗшӗнчен QR-код, медицина енчен чару çук 60 çултан аслăрах çынсен çăмăллăхлă транспорт картти те вăхăтлăха ӗçлеме пăрахать. Анчах аса илтеретпӗр, ку категорири çын картта çине тепӗр уйăха укçа хурса ӗлкӗрнӗ, анчах QR-код çуккипе транспортпа çӳреймест пулсан, пăшăрханмалла мар, укçа çухалмасть, коронавируса пула чарусем вӗçленчченех картта çинче упранать.  

Сăмах май, хальхи вăхăтра Тутарстанра коллективлă иммунитет 56 процентпа танлашать. Пандемие чарма ку кăтарту 80 процент пулмалла. Спикерсем пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра вакцинаци темпӗ япăх мар, республикăра куллен 22 пине яхăн çын вакцинаци тăвать. Вакцинацие Хусанта кăна поликлиникăсемсӗр пуçне тата 14 пунктра иртме май пур, вӗсенчен 2-шӗ ( Хулари 7-мӗш больница патӗнче тата «Мега» суту-илӳпе кану комплексӗ) талăкӗпех ӗçлет. 

ОРВИ, грипп чирӗсем те ниçта та кайса çухалман. Кăçал грипăн 11 штамне асăрханă. Çавăнпа прививка туманнисем, прививка тумалли çинчен ан манăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество