Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ну маттур та ку хӗрсем!

«Аталан» хальхи вăхăтра республикăри чăваш ачисен хушшинче «Аталан Хӗл Мучийӗ» конкурс пуçарнине тепӗр хут аса илтеретпӗр. Ӗçсене ыранччен, декабрӗн 18-мӗшӗччен, ярса памалла. Васкăр! Конкурса 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Пӗрремӗш вырăна çӗнсе илнӗ ача патне «Аталан Хӗл Мучийӗ», «Аталан» пикисемпе пӗрле шкула парне пама килет.

Хусанти чăваш çамрăкӗсемпе мăнаçланмалăх пур пирӗн. Вӗсем чăнах та маттур, мӗнле проект кăна шутласа кăлармаççӗ пулӗ. Кунсăр пуçне хулари пӗр мероприятирен те юлмаççӗ. «Нумай пулмасть Халăхсем хушшинчи волонтер кунне халалласа Хусанти «Ырăлăх асамат кӗперӗ» Ыр кăмăллăх фончӗ «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче концерт ирттерчӗ. Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн çамрăкӗсем эпир унта хастар хутшăнтăмăр. Курма килекенсене фойере масмак тума вӗрентрӗмӗр, ачасене аква-гримм туса кăмăлӗсене çӗклерӗмӗр. Концертра «Мерчен» ташă ушкăнӗ чăваш ташшипе, Юлия Еремеева юрласа савăнтарчӗç. Чăваш çамрăкӗсене концерт йӗркелеме пулăшнăшăн кубок парса чысларӗç»,– тесе пӗлтерет «Аталан» ертӳçи Алена Гордеева ку мероприяти пирки. Маттур, хӗрсем, саламлатпăр!

«Аталан» хальхи вăхăтра республикăри чăваш ачисен хушшинче «Аталан Хӗл Мучийӗ» конкурс пуçарнине тепӗр хут аса илтеретпӗр. Ӗçсене ыранччен, декабрӗн 18-мӗшӗччен, ярса памалла. Васкăр! Конкурса 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Пӗрремӗш вырăна çӗнсе илнӗ ача патне «Аталан Хӗл Мучийӗ», «Аталан» пикисемпе пӗрле шкула парне пама килет. (Сăнӳкерчӗксем «Аталан» ушкăнăн).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана