Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ну «Шану» е Пирӗннисем пултараççӗ!

Юрăç пӗлтернӗ тăрăх, шăматкун Анат Кабан кӳлли хӗрринче иртекен «Печэн базары» 2020 фестивале те хутшăнаççӗ вӗсем

Августăн 30-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнче TAT CULT FEST çӗнӗ тутар культурин фестивалӗнче пӗрремӗш хут чăваш музыки янăрӗ. Паллă хедлайнерсен шутне Вера Кожеманова йӗркелесе янă «Shanu (Шану)» ушкăн та кӗнӗ. Ун йышӗнче параппанпа калакан Андрей Казанцев, Арслан Сайфи сӗрме купăсçă, Дима Лысов пианист, Эльвира Аблиева  бас-гитарăпа вылять.

 

Сăмах май, ушкăн хăй ятне нумай пул­масть кăна палăртрӗ. Унччен «Ве­ра Кожеманова тата музыкантсемч­чӗ». «Shanu» хăвăрт аталанакан ушкăн. Нумай пулмасть You Tube каналта вӗсен пӗрремӗш клипӗ кун çути курчӗ. Вутăш ролӗнче ушкăн вокалисчӗ Вера хăй ӳкерӗннӗ. Музыкантсен планӗсем пысăк. Халӗ акă республикăра иртекен чи чап­лă фестивальсенчен пӗрне хутшăнаççӗ.

– Пире сцена çинче пулма пӗр сехетех пачӗç, каçхине 19.00-тан  пуçласа 20.00 сехетчен. Маларах йӗркелӳçӗсем Пӗчӗк сцена çине тухатăр тесе пӗлтерчӗç. Унтан шухăшне улăштарчӗç. Çапла эпир паллă ушкăнсемпе, вокалистсемпе пӗрле Пысăк сцена çинех тухатпăр. Паллах, яваплăх пысăк. Пӗр сехетлӗх программăна чăваш юррисемсӗр пуçне тутарлисене те кӗртрӗмӗр: пӗри «Çумăр çăвать», тепри – «Сенкер шел», паллах, чăвашларан куçарнисем. Çапла майпа эпир чăваш юрă культурипе тутарсене çывăхрах паллаштаратпăр. Хăш-пӗр чăвашла юррăнф аранжировкисене çӗнетрӗмӗр. Çавсен шутӗнче «Вӗç, вӗç куккук», «Сана йывăр тăвас çук». Унсăр пуçне Дима икӗ музыка пьеси çырчӗ. Пӗри вокалсăр. Эп унран пьесăсене чăваш халăх музыкине тӗпе хурса çырма ыйтрăм. Çырчӗ вӗт! Çав тери техничнăй пьесăсем. Кашни такт­ра çӗнӗ размер, темпӗ хăвăрт. Питӗ кăткăс, анчах шутсăр интереслӗ. Эрнере икӗ хутчен тӗл пулса репетицисем ирттертӗмӗр. Вӗсем çурçӗр иртсе çӗрле виççӗччен те пычӗç хăш чухне, – терӗ Вера хăйпе телефонпа çыхăнсан.

Юрăç пӗлтернӗ тăрăх, шăматкун Анат Кабан кӳлли хӗрринче иртекен «Печэн базары» 2020 фестивале те хутшăнаççӗ вӗсем. 

TAT CULT FEST  фестиваль прог­раммине пурӗ 30 ытла номер кӗнӗ. Тӗп сцена çинче пысăк йышлă ушкăнсем юрлаççӗ: инди-фолкран пуçласа фанк-музыка таран. Фестивалӗн хăйне евӗр хедлайнерӗ – тутарпа яппунсен «Татара – наследие Евразии» ташă проекчӗ. Пӗчӗк сцена çине йăлана кӗнӗ тăрăх рэп-артистсем тухаççӗ. Электрон сцени вара чи хăвăрт аталанса пыракансенчен пӗри. Вăл çулсерен çӗнӗ ятсемпе пуянланать. Кăçал, сăмахран, эмбиенто жанрӗнчен пуçласа техно таран вылякан музыкантсене курма пулӗ.

Унсăр пуçне куракансем валли ТАССР 100 çуллăхне халалланă арт-объектсем, мастер-классем, ача-пăча вăййисен та­та апатланмалли зонăсем пулаççӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев