Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НУМАЙ АЧАЛЛИСЕНЕ ЧĂХ ПАРАÇÇӖ

Ульяновск облаçӗн Агропромышленность комплексӗн тата ял территорийӗсене аталантарассин министерстви Вешкаймăри «Персонал» чăх-чӗп фабрикипе пӗрле ыркăмăллăх акцине пуçланă. Хăйсен хуçалăхӗпе пурăнакан сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене çăмрата тăвакан 10-шар чăх йӳнӗ хакпа (пӗрне 30-шар тенкӗпе) параççӗ.

Ӗнер, май уйăхӗн 20-мӗшӗнче, акци Чăнлă районне те çитнӗ. Районăн Ял территорийӗсене комплекслă аталантарассин агентствин ертӳçи Алена Валерьевна Спиридонова «Сувар» хаçата пӗлтернӗ тăрăх, Чăнлă тăрăхӗнче хальхи вăхăтра кун пек çемьесем пурӗ çиччӗ. Вӗсем пурте Аслă Нагаткин ялӗнче пурăнаççӗ.

Чăхсене Вешкаймăран агентство ертӳçи хăй кайса илнӗ, çемьесене валаçсе панă.  Çапла майпа 300 тенкӗпе илнӗ чăхсем хальхи çăмăл мар вăхăтра сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесемшӗн пысăк пулăшу. (А.Спиридонова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Благотворительность

2
X