Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатра чăваш хӗрарăмӗ çухалнă

Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнчи 64-ри Ольга Моисеева вырсарникун ирхине 8 сехет тӗлӗнче тăванӗсем патне Нурлата тухса кайнă, анчах та палăртнă çӗре çитеймен, килне те таврăнман.

Нурлат районӗнчи йӗрке хуралçисемпе вырăнти халăх акă ӗнтӗ миçемӗш кун Хуралу ялӗнчи Ольга Кузьминична Моисеевăна шыраççӗ. Ольга Кузьминична 1954 çулхи. Вырсарникун ирхине 8 сехет тӗлӗнче тăванӗсем патне Нурлата тухса кайнă, анчах та палăртнă çӗре çитеймен, килне те таврăнман.  Ăна малтанхи кун тăванӗсемпе полици шыранă пулсан, тепӗр кун çăлавçăсемпе волонтерсем, паян кинологсем те тухнă. Вӗсем  Хуралту – Нурлат çулне тӗрӗсленӗ, маршрут çывăхӗнчи вăрман йăрăмӗсемпе типçырмасене, пусăсене пăхнă. Шел те,  Якуркел ял хутлăхӗн ӗçченӗсем пӗлтернӗ тăрăх, хӗрарăма çак сехетчен те тупмайман-ха.  Вырăнти йӗрке хуралçисем çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă пулин те, ял хутлăхӗн çыннисем  Ольга Моисеевăна тӗрӗс-тӗкелех тупăнасса шанаççӗ, мӗншӗн тесен вăл ӗçкӗпе иртӗхмен, тирпейлӗ хӗрарăм пулнине калаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия