Сувар

ОНЛАЙН-ВӖРЕНӲ: ХĂНĂХМАННИПЕ КĂНА ЙЫВĂР

Ачисемпе килте ларакан ашшӗ-амăшсен те вӗрентӳ процесне хӗрӳ хутшăнма тиврӗ. Те чăтăмлăхӗ пӗтсе çитнипе вӗсенчен критика килме пуçларӗ.

Апрелӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа Раççей Федерацийӗн кашни регионӗнчех пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем вăхăтлăха  дистанциллӗ майпа вӗрентесси çине куçрӗç. Çак хушăра онлайн-вӗрентӳ валли харăсах темиçе платформа ӗçлесе кайрӗ: учи.ру, zoom, рэш ятарлă вӗрентӳ площадкисемсӗр пуçне мессенджерсем те хута кайрӗç. Пӗр сăмахпа, кама мӗнле меллӗрех, çавăнпа усă курма пултарать. Пӗтӗм çӗршыври вӗрентӳ учрежденийӗсем харăсах онлайн-вӗрентӳ çине куçнипе трафик ӳссе кайни интернет çыхăнăвӗн хăвăртлăхне палăрмаллах чакарчӗ. Вӗрентӳ платформипе усă курнă чух çыхăну татăлнипе ачасем программăран тухса ӳкеççӗ. Е сасси, е видеоçыхăну курăнмасть. Ачисемпе килте ларакан ашшӗ-амăшсен те вӗрентӳ процесне хӗрӳ хутшăнма тиврӗ. Те чăтăмлăхӗ пӗтсе çитнипе вӗсенчен критика килме пуçларӗ. Нумайăшӗ шкулсене вăхăтран маларах уçма ыйтать. Иккӗ-виççӗ е ытларах ачаллă çемьесене компьютерсем çитсе пӗтменни те пур. Килте ӗçлекен ашшӗ-амăшне те компьютер е ноутбук таврашӗ кирлӗ. Нумай çемьен проблеми вăл ку вăхăтра.

Пысăк хуласенче те йывăрлăхсем пур та, ялсенчи шкулсенче лару-тăру мӗнле-ши? Пӗлес тӗллевпе эпир Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи виçӗ степеньлӗ Мухтав орденӗсен кавалерӗ Г.Семенов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулпа çыхăнтăмăр.

Шкул директорӗ Надежда Мокшина пӗлтернӗ тăрăх, онлайн-вӗрентӳ йӗркеллех пырать. Хулаçырми шкул ачисем çӳлерех асăннă мӗн пур платформăпа усă кураççӗ. Надежда Федоровна сăмахӗсемпе, вӗренекенсен 80 проценчӗ проводной интернетпа усă курать, тепӗр 20 проценчӗ – мобильлӗ çыхăнупа. Хăш-пӗри кăна ашшӗ-амăшӗн смартфонӗпе усă курать. Опекăри çемье те пур ялта. Кукамăшӗ икӗ мăнукне пӗччен ӳстерет. Паллă ӗнтӗ, ват çын информацилле технологисене шайласа пӗтереймест. Юрать, ачасен аппăшӗ яла килнӗ, вӗренме вăл пулăшать. 

  • Кӗçӗн класра вӗренекенсем учи.ру платформăна кăмăллаççӗ. Унпа меллӗ тесе пӗлтереççӗ. Раççейӗн электронлă шкулӗпе усă куракансем унта видеоуроксем пăхаççӗ те, кайран панă хушусене пурнăçласа вӗрентекенӗсене ярса параççӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пӗр-пӗрин хушшинче вотсаппа çыхăнаççӗ. Киле ӗçсен скриншочӗсене те çавăнта вырнаçтараççӗ. Учительсем видеоурок ссылкисене çак мессенджера лартаççӗ. Ман шутпа zoom – чи ăнăçлă платформа. Вăл уроксене конференци майӗпе ирттерме пулăшать. Учительсем хамăр хушăра та çак платформăпа усă куратпăр, – çӗнӗлле ӗçленипе паллаштарать Надежда Федоровна.

Вӗрентекенсен те, районти шкул директорӗсен те хăйсен ушкăнӗсем пур. Вӗрентӳ уйрăмӗпе ларусем ВКС майӗпе иртеççӗ. 

Шкул директорӗн сăмахӗсемпе, дистанциллӗ майпа вӗрентни хăнăхман ӗç, çавăнпа йывăртарах. Мӗн тесен те вӗрентӳ ӗçӗнче чӗрӗ хутшăну кирлӗ. Ачасен пӗр-пӗринпе хутшăнмаллах. Класра ларса вӗренни, кунсерен шкула çӳрени дисциплинăна йӗркене кӗртнисӗр пуçне воспитанин нумай задачине пурнăçлать. Шкул вăл нумай енлӗ, кăткăс организм.

Надежда Мокшина каланă тăрăх, вӗрентекенсем пурте ӗçлеççӗ. Хăш чух кун компьютер умӗнчех иртсе каять. Нагрузка пысăк, кашни класс ӗçне контрольте тытмалла, хушусене ярса памала, кайран киле ӗçсене тӗрӗслемелле, ытти хут ӗçӗсене те никам та пăрахăçламан.  Вӗрентекенсем кашни кун пӗтӗмлетӳсем туса завуча ярса параççӗ. Телее, Хулаçырминче жалоба çыракан, ятлаçакан ашшӗ-амăшӗсем çук. пурте коронавируса пула çуралнă лару-тăрăва ăнланаççӗ.

  • Ку вăхăтлăх япала, çакна ăнланса йышăнмалла пурин те, кăшт кăна чăтмалла. Кайран каллех йăлт хăй вырăнне ларӗ. Чи кирли сывлăх, хамăра та, тăвансемпе çывăх çынсене те упрамалла. Çак çăмăл мар лару-тăрура пирӗн пӗр шухăшлă пулса çăмăлттайланмалла мар. Ку вăхăта çухатусемсӗр чăтса ирттересси пиртен пуринчен те килет, – терӗ юлашкинчен Хулаçырми вăтам шкулӗн директорӗ Надежда Мокшина.

Ирина ГОРДЕЕВА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: