Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян ирхине Хусан çывăхӗнчи Осиново поселокӗнче газ сирпӗннӗ

Осиново поселокӗн (Ешӗлвар районӗ) Центральная урамӗнчи 7-мӗш çуртăн иккӗмӗш хутӗнче паян ирхине газ сирпӗннӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, шар курнисем тăваттăн.

Вырăнта экстренлă службăсем, çав шутра медиксен виçӗ бригади ӗçленине пӗлтерет РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Шел те, 63-ри арçыннăн халӗсем йывăр, ӳчӗ пиçнӗскере Республикăри клиника больницинех ăсатма тивнӗ. Пӗр хӗрарăма ишӗлчӗк айӗнчен, теприне çуртран кăларнă. Кунсăр пуçне 39-ти арçыннăн шок. Телее, вӗсем пӗри те аманман. 

Çуртри çынсене вырнаçма вăхăтлăх пункта Культура çуртӗнче йӗркеленӗ. Халӗ список хатӗрлеççӗ.
Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, инкекӗн сăлтавне тӗпчеççӗ. Ӗçе прокуратура тимлӗхе илнӗ. Инкекӗн сăлтавӗ – сирпӗннӗ хваттерӗн хуçи газа хăй тӗллӗн янипе çыхăнма пултарнă текен шухăш та пур. Газ службин ӗçченӗсем декабрӗн 18-мӗшӗнче газ шлангӗ шăтнине асăрханă та зглушка лартса хăварнă, хваттерте газ чарнă пулнă иккен. Кил хуçи вара ăна хăй тӗллӗн яни палăрнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия