Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян тӳлевсӗр вӗренме заявка памалли юлашки кун

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнăранпа Патшалăх услугисен порталӗ урлă 8 – 11-мӗш классенче вӗренекенсем тӳлевсӗр майпа программирование вӗренме 150 пин заявка панă. Çав шутран 100 пинӗ вӗренӗвӗн формипе программине суйланă та ӗнтӗ, тестировани иртсе вӗренме пуçлаççӗ. Çӗршывӗпе илес пулсан программирование вӗренме пуринчен ытларах Чăваш Республикинче, Ханты-Манси автономи округӗнче, Мускавра, Ингушетире тата Самара облаçӗнче çырăннă.

«Код будущего» проект шайӗнче шкул ачисен 50 ытла вӗрентӳ программине алла илме май пур. Вӗсене çӗршыври паллă вӗренӳ цент­рӗсем, IT-компанисем хатӗрленӗ. Программирование онлайн та, офлайн та вӗренме пулать. Хăвăр пурăнакан вырăнти вӗренӳ центрӗсем пирки тӗплӗнрех Патшалăх услугисен порталӗнче çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать: https://www.gosuslugi.ru/futurecode. Шкул ачисенчен ытларахăшӗ Python, Java, C++, C# программăсене суйланă. 

Аса илтеретпӗр, вӗренес текен шкул ачисем хăйсемех те Патшалăх услугисен порталӗ урлă заявка пама пултараççӗ, вӗсен ашшӗ-амăшӗсем е саккунлă представителӗсем те. Сăмах май, паян, ноябрӗн 18-мӗшӗнче, заявка парса тестировани иртмелли юлашки кун. 

 

Пурпӗрех çителӗксӗр

Çулсерен Тутарстанăн вӗрентӳ системи IT-сфера валли 5 пине яхăн специалист хатӗрлеме пултарать. ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Андрей Поминов каланă тăрăх, юлашки пилӗк çулта ку хисеп икӗ хут ӳснӗ, хальхи вăхăтра аслă шкулсенче 10 пин ытла студент çак енӗпе пӗлӳ илет. «Вӗренекенсен шучӗ палăрмаллах ӳсрӗ, анчах та ку та пурпӗрех çителӗксӗр-ха. Техникумсемпе колледжсенче 5,5 пин студент вӗренет», – тенӗ вăл ТР Патшалăх Канашӗн Экономика, инвестицисемпе предпринимательство комитечӗн ларăвӗнче. 

Аслă шкулсенче пӗлӳ илекен студентсенчен 5,2 пинӗ федераллă бюджет шучӗпе вӗренет. IT енӗпе пуринчен ытла Хусанти федераллă университетра вӗренеççӗ – 2,7 пин ытларах. 

Кунсăр пуçне Тутарстанра «IT-куб» цифра аталанăвӗн икӗ центрӗ ӗçлет. Унта 7 – 18 çулти ачасем программированипе паллашаççӗ, мобильлӗ хатӗрсем валли приложенисем, роботсем тума вӗренеççӗ. Виççӗмӗш «IT-куб» çулталăк вӗçлениччен «Алабуга» ятарлă экономика зонинче уçăлмалла. 

А.Поминов сăмахӗсемпе Тутарстанри пилӗк аслă шкулта цифра кафедрисем уçăлнă. Çакă тӗп специальноçпе пӗрле IT-сферăра ӗçлемешкӗн вӗренсе документ илме май парать.

Вера АЛЕКСАНДРОВА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев