News by date 18 November 2022
-
ПИРЕ ТĂВАН ЧӖЛХЕ ПӖРЛЕШТЕРЕТ
Эпир, Акрелӗнчи вăтам шкулта вӗренекенсем, «Сувар» xаçат редакцийӗ видеосăвă конкурсӗ ирттерни пирки пӗлсен питӗ хавхалантăмăр. Конкурса хутшăнма çирӗп тӗллев лартрăмăр
-
Паян тӳлевсӗр вӗренме заявка памалли юлашки кун
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнăранпа Патшалăх услугисен порталӗ урлă 8 – 11-мӗш классенче вӗренекенсем тӳлевсӗр майпа программирование вӗренме 150 пин заявка панă. Çав шутран 100 пинӗ вӗренӗвӗн формипе программине суйланă та ӗнтӗ, тестировани иртсе вӗренме пуçлаççӗ. Çӗршывӗпе илес пулсан программирование вӗренме пуринчен ытларах Чăваш Республикинче, Ханты-Манси автономи округӗнче, Мускавра, Ингушетире тата Самара облаçӗнче çырăннă.
-
ПИРӖН ТРАГЕДИ – ТИМСӖРЛӖХ, ĂССĂРЛĂХ ТАТА ӖÇКӖ
Кăçал 10 уйăхра кăна республикăри çулсем çинче 2760 авари пулнă
-
УЛТАВÇĂСЕН АЛЛИ КУКĂР
2022 çулта вырăнти хăйтытăмлăх органӗсенче 231 çын закона пăсни паллă
-
ПИРӖН АТЬСЕНЕ ПУЛĂШУ ÇАВ ТЕРИ КИРЛӖ
Вăхăтӗнче вăрçă нушине хамăр тӳссе ирттернӗрен салтаксене пулăшас терӗмӗр
-
Хаклăран та хаклă çыннăмăра сумлă юбилейпе чӗререн саламлатпăр
Юратнă анне, асанне, мăн асанне – Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче пурăнакан Ольга Ильдиряковна МОЛЯКОВА ноябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче 90 çул тултарчӗ.
-
Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Тимофеевна ФЕДОТОВА ӗнер, ноябрӗн 17-мӗшӗнче, çуралнă кунне паллă турӗ
Хаклă тăванăмăра çак уяв ячӗпе ăшшăн саламлатпăр