Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРЕ ТĂВАН ЧӖЛХЕ ПӖРЛЕШТЕРЕТ

Эпир, Акрелӗнчи вăтам шкулта вӗренекенсем, «Сувар» xаçат редакцийӗ видеосăвă конкурсӗ ирттерни пирки пӗлсен питӗ хавхалантăмăр. Конкурса хутшăнма çирӗп тӗллев лартрăмăр

Малтанах Петӗр Хусанкайăн сăввисене тепӗр хут тишкерсе тухрăмăр. Паллах, ку ӗçре пире хамăрăн вӗрентекенсем нумай пулăшрӗç. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвва суйласа илтӗмӗр. Çак сăвă паянхи кунччен те хăйӗн хăватне çухатмасть тесе шутлатпăр. 

Эпир, «Сувар» хаçат редакцийӗ ирттернӗ «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» онлайн конкурса хутшăнса кӗçӗн классенче вӗренекенсен хушшинче 1-мӗш вырăна тивӗçнӗ Акрель шкулӗн ачисем, тӗрлӗ классенче вӗренетпӗр. Пирӗн каш­нин хăйӗн юратнă ӗçӗ пур. Сă­мах­ран, Ефросинья Ефимовăпа Владислава Федорова ташлама юратаççӗ. Яков Калмыков ашшӗпе пӗрле кăмпана çӳреме кăмăллать. Коля Мензелинпа Дима Красильников вара çуллахи вăхăтра пулла çӳреççӗ. Пӗчӗк Мария Макарова ӳкерме юратать. Манăн чун уççи вара – тӗрӗ тӗрлесси. 

Пире пурне те чăваш чӗлхине юратни пӗрлештерсе тăрать. Эпир тӗрлӗ сăвă, юрă, ташă конкурсӗсене хутшăнатпăр. Элмет, Нурлат, Çарăмсан сценисем çинче те юрласа, ташласа курнă. Малалла та  чăваш чӗлхине çӳле çӗклес кăмăл пур. 

«Сувар» хаçат редакцине парнесемшӗн пӗтӗм кăмăлтан тав тăватпăр.

 

Марина КАЛМЫКОВА. 

Çарăмсан районӗ, 

Акрелӗнчи вăтам шкул.

3-мӗш класс.

Л.Еферова сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев