Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРӖН АТЬСЕНЕ ПУЛĂШУ ÇАВ ТЕРИ КИРЛӖ

Вăхăтӗнче вăрçă нушине хамăр тӳссе ирттернӗрен салтаксене пулăшас терӗмӗр

Çӗпрел районӗн Тӗрлӗ хирӗçтăрусене хутшăннă ветерансен канашӗн ертӳçипе Виктор Петрович Петуховпа Çурçӗр Кавказри хирӗçтăрăвăн ветеранӗ, Упи чăвашӗ Владимир Егорович Ярухин Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксем патне черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăннă-таврăнман пирӗнпе çыхăнчӗç. 6 миллион та 135 пин тенкӗлӗх гуманитари пулăшăвне (ятарлă техника, тум, масхалатсем, медикаментсем, апат-çимӗç тата ыттине) тиенӗ машинăсем, телее, тӗрӗс-тӗкелех Костромари 331-мӗш, Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин десантникӗсем, Чăваш Енри хăйсен ирӗкӗпе кайнисен «Атăл» тата ытти подразделенин салтакӗсем патне çитерчӗç. Каялла фронтрисенчен хӗрӳллӗ салам илсе килчӗç. Гуманитари миссийӗ мӗнле иртни пирки ентешсенчен ыйтса пӗлтӗмӗр.

– Владимир Егорович, Ук­раи­нăри ятарлă çар опера­цине хутшăнакан салтаксем патне ăсатнă гуманитари пулăшăвӗсенчен ми­çе­мӗш пулчӗ ку?

– Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем ыйтнипе ку ӗçе Пушкăртстан тутарӗпе, Афган вăрçин ветеранӗпе Марс Киямович Саяпов подполковникпа эпир февралӗн 27-мӗшӗнчех тытăнтăмăр. Пӗрремӗш гуманитари пулăшăвне (3 миллион ытла тенкӗлӗх) апрелӗн 17-мӗшӗнче леçрӗмӗр. Ун чух рацисем, каçхине курмалли тата çакнашкал çав тери кирлӗ хатӗрсем илсе кайрăмăр. Иккӗмӗшне (2 миллион ытла) май уйăхӗнче хамăр машинăсемпех леçрӗмӗр. Хальхине (6 миллион та 135 пин тенкӗлӗх) илме çар çыннисем Херсон тăрăхӗнчен килчӗç. Тиеве ăсатма тăваттăн (Марс Саяпов, Федор Горобцов адвокат тата эпир Виктор Пет­ровичпа иксӗмӗр) кайрăмăр. Вăхăтӗнче вăрçă нушине хамăр тӳссе ирттернӗрен Донбасри мирлӗ халăха мар, хамăр салтаксене пулăшас терӗмӗр эпир. Пирӗн атьсене пулăшу çав тери кирлӗ халь.

– Виктор Петрович, кайнă чух ялсенче çӗр каçма чарăннине асăнтăр. Халăх мӗнле йышăнчӗ?

– Кайнă чух Саратов облаçӗнчи Базарно-Карабулакски райо­нӗнчи Алексеевка ялне кӗрсе тухрăмăр. Халăх çав тери ăшă йышăнчӗ. Эпир килнине пӗлсен утиялсем пыра-пыра пачӗç. «Илсе кайăр, салтаксене окопра ăшăрах пулӗ», – теççӗ. Апатлантарчӗç, çӗр каçма хăварчӗç. Çак ялта пурăнакан Дарья Подгорнова РФ салтакӗн ашшӗ-амăшӗ, ял çыннисем ятарласа хатӗрленӗ посылкăсене парса ячӗ. 

– Владимир Егорович, эсир тăвакан сăваплă ӗçе хутшăнакансем нумай-и?

– Çӗршыв ертӳçинче хуть кам пулсан та çар вăл яланах халăх çинче тытăнса тăнă, халӗ те çаплах. Пулăшакансем нумай. Пире Ульяновск облаçӗнчи, Чăваш Енри районсенчи, Çӗпрел районӗнчи ырă çынсем нумай пулăшаççӗ. Ульяновск облаçӗнчи Лаишевка ялӗнче, тӗслӗхрен, çакăн пекки те пулнăччӗ: пӗр кукамай шкулта гуманитари пулăшăвӗ пухнине пӗлсен пенси укçине леçме пынă. Ахаль те аран-аран пурăнкалаканскертен укçа илместпӗр тесен вăл йӗрсех янă, илместӗр пулсан кунтан каймастăп паян тенӗ. Ульяновск хулинчи çамрăк предприниматель (çурма узбек çынни) хăй килсе пулăшу сӗнчӗ. Салтакра пулман вăл, пирӗн салтаксем валли чи кирлӗ хатӗрсене çур миллион тенкӗлӗхех туянса пачӗ. Чăваш Енри Муркаш, Шăмăршă райо­нӗсемпе, Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Майна поселокӗпе питӗ туслă эпир. Унта пур çӗрте те чăвашсем (Муркашра Герман Леонтьев, Шăмăршăра Геннадий Падиаров (хăй Çӗнӗ хулара ӗçлесе пурăнать), Кивӗ Майнара Максим Чебаков) ӗçлеççӗ. Посылкăсем нумай кӳреççӗ çынсем, УОЧНКАн «Ниме» центрӗнче ура пусма та вырăн пулмарӗ хальхинче. Муркашра та пухаççӗ, Çӗпрелӗнче те. Фермерсем, ахаль çынсем пулăшаççӗ. Упири Алексей Ярухин укçа куçарнисӗр пуçне тата пӗр фляга пыл та парса ячӗ. Çитес вăхăтра блиндажсем тума стройматериалсемпе икӗ машина ăсатма хатӗрленетпӗр. Муркашра – 20, Кивӗ Майнара 15 кубла метр хăма тупса хунă. Шăмăршăра Падиаров 4 рулон полиэтилен хатӗрленӗ.

– Кашни чаçе хăвăр çитсе куртăр-и?

– Эпир малтанах хамăр атьсем патне çитсе пулăшăва алă­ран алла тыттарма тӗллев лартнă. Виçӗ хутӗнче те леçме хам кайрăм. Кашнинчех илсе кайнă япаласене салтаксене хăйсене валеçрӗмӗр. Украинăна хальхинче ноябрӗн 2-мӗшӗнче тухса кайрăмăр та фронтăн иккӗмӗш линийӗнче пилӗк куна яхăнах пултăмăр. Чаçсене тата тăванӗсем парса янă посылкăсене адресата çитерес тесе кунне 80-шар километр та иртме тӳр килчӗ.

– Салтаксем мӗнле йышăнчӗç сире?

Виктор Петухов: – Питӗ са­вăн­чӗç пире курсан. Контрактпа службăра тăракансене уйрăмах мухтас килет, вӗсем питӗ маттур, хăшӗ 8 уйăх ӗнтӗ окоп­ра, çемйисене тахçанах курман. Хăйсен ӗçне аван пӗлеççӗ вӗсем. Вăрçăра çарти тăванлăх (боевое братство) тени вăйлă салтаксен. Чăвашсем килнине пӗлсен «Атăл» подразделенинчи Патăрьел ачи Денис Елимов передовойӗнченех çитрӗ. «Кунта-и чăвашсем?» – тесе кӗчӗ чăвашлах. Эпир Çӗпрелӗнчен пулнине пӗлсен ыталантăмăр. Вăл та, эпир те хытă савăнтăмăр. 

Владимир Ярухин: – Денис мат­­тур каччă, командирсем пи­тӗ мухтарӗç ăна. 31-мӗш штрумпа десант бригадинче Улатăр чăвашӗсемпе паллашрăмăр. Чă­­вашсем питӗ нумайăн унта. Раци çыхăнăвне тăшман яланах итлет, çамрăксене раципе чă­вашла калаçма сӗнтӗм, хам эп Чечняра çапла тăваттăм, пу­лăшатчӗ.

– Владимир Егорович, халăх мӗнпе пулăшма пултарать пи­рӗн салтаксене?

– Пӗр хутчен усă курмалли савăт-сапапа улăштарса тăхăнмалли кӗпе-йӗмрен, нӳрлӗ салфеткăсенчен пуçласа пӗчӗккӗ керогазсемпе квадрокоптер таранах. Каçхине курмалли хатӗрсем сывлăш пекех кирлӗ пирӗн салтаксене. Йӳнӗ мар вӗсем, çитменнине тӗрлӗрен. Çавăнпа укçа куçарсан аванрах пуль, мӗн кирлине туянма пулӗччӗ. Асанне-кукамайсем чăлха çыхса парсан та лайăх. 

– Япаласене ăçта пухаççӗ, укçа ăçта куçармалла?

– Районсенче пире паллаççӗ ӗнтӗ, япаласене ăçта пухнине пӗлеççӗ. Енчен те пӗлекенсем çук пулсан мана 89510963445 телефонпа шăн­кăравласа ыйт­ма пултараççӗ, ăнлантарăпăр. Укçана та çак телефонпа çыхăнтарнă Сбербанк карточки çине (получатель Владимир Егорович Ярухин) куçарма юрать. Анчах ята, хушамата, мӗн чухлӗ тата мӗн валли укçа куçарнине палăртма ан манăр. Пире питӗ кирлӗ ку, салтаксен, вӗсен командованийӗ умӗнче отчет тумалла. Тата пулăшу панă кашни çын ун укçипе мӗн илнине пӗлсе тăмалла. Хальхинче те акă 100 ытла Тав çырăвӗ парса ячӗ командовани. Фронта çыру çыракансем патне те çавăн пекех сӗнӳ. Çыру ятсăр ан пултăр. Камран, ăçтан пулнине салтакăн пӗлмеллех, вӗсене кирлӗ ку. Хальхинче акă Çӗнӗ Упи шкулӗн ачисене десантниксем чăвашлах çыру çырса парса ячӗç. Фронтран янă салам ачасене те хавхалантарать.

– Ку миссире чи йывăрри мӗн пулчӗ?

– Посылкăн хуçине шыраса тупасси.

– Виктор Петрович, кун пек гуманитари пулăшăвӗсем тата пулаççӗ-и?

– Стройматериалсем ăсатни пирки асăнтăмăр ӗнтӗ. Тепӗр гуманитари пулăшăвне Çӗнӗ çула ӗлкӗртес шухăш пур.

– Тавах сире сăваплă ӗçшӗн, хамăрăннисене пăрахманшăн тата фронтран салам илсе килнӗшӗн. Çакăн пек вăхăтра пирӗн чăнах та чăмăртанмалла, никамăн та айккинче юлмалла мар. Урăхла юрамасть, çӗнтерӳ урăхла туптанмасть.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

В.Петуховпа В.Ярухин сăнӳкерчӗкӗсем.

 

В.Петухов, Д.Елимов, В.Ярухин. (на фото трое) 

 

Сăнӳкерчӗкре: В.Ярухина, Ф.Горобцова тата В.Петухова хамăр салтаксем ăшшăн кӗтсе илнӗ. 

В.Петухов, Д.Елимов, В.Ярухин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев