Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян «Вак укçа эрни» акци пуçланчӗ

Раççейре тенкӗсене хут укçана куçарас акци пырать. Пӗлтӗр пуçтарнă укçан йывăрăшӗ 336 тоннăпа танлашнă

Паян «Вак укçа эрни» акци пуçланчӗ

Раççейре тенкӗсене хут укçана куçарас акци пырать. Пӗлтӗр пуçтарнă укçан йывăрăшӗ 336 тоннăпа танлашнă

Арелӗн 19-мӗшчен банксенче, пӗр йышши, пӗр ятлă лавккасенче тимӗр укçна хут купюрăсемпе улăштарма пулать.

Кăçал акцие хутшăнакансен шучӗ 5 хут ӳснӗ, тесе пӗлтереççӗ Центробанк пресс-службинчен.

34 пин суту-илӳ точки тата 4 пине яхăн банк уйрăмӗ граждансенчен вак укçана комиссисӗрех илет.

Банк уйрăмӗсенче вак укçан суммине клиентăн хăйӗн шучӗ çине хума ирӗк пур. 2024 çулт кун пек акци икӗ хут иртнӗ. Çапла майпа 75 миллион вак укçана (320 миллион тенкӗ) ӗçе кӗртнӗ. Хыпар пуçламăшӗнчех асăнтăмăр ӗнтӗ, 2024 çулта 336 тонна вак укçа пуçтарăннă, ку йывăрăша пилӗк чукун çул вакунӗпе танлаштарма пулать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика