News by tag - Экономика
-
Бензин хакӗ чакнă
РФ премьер-министрӗпе Михаил Мишустинпеа иртнӗ тӗлпулура Раççей вице-премьерӗ Александр Новак çӗршывăн 81 регионӗнче бензин тата дизель хакӗ чакнине палăртнă.
-
Тутарстанра Беларусь делегацийӗ
Тутарстан Республикин делегацийӗ 2022 çулхи июлӗн пӗрремӗшӗнче Беларусь Республикинчи Гродно хулинче ӗçлӗ визитпа пулнă. Çавăн чух Патшалăх Канашӗпе Минск облаçӗнчи Депутатсен Канашӗ Хусанта тӗл пулма калаçса татăлнă. Виçӗ кунра хăнасем Тутарстанăн тӗрлӗ сферăра тунă çитӗнӗвӗсемпе паллашса ӗçлӗ тӗлпулусене хутшăнчӗç, килӗшӳсем турӗç. Хăнасене уйрăмах республикăн агропромышленность секторӗнчи аталанăвӗ интереслентернӗ, цифровизаци çӗнӗлӗхӗсем те.
-
Санкт-Петербургри Халăхсен хушшинчи экономика форумӗнчен Тутарстан 32 килӗшӳпе таврăннă
Июнӗн 15-18-мӗшӗсенче Санкт-Петербургра 25-мӗш хутчен Петербургри халăхсен хушшинчи экономика форумӗ иртрӗ. Геополитикăри лару-тăрăва пăхмасăрах кăçал унта 140 çӗршывăн представителӗсем хутшăнчӗç, çав шутра Анăçри пирӗнпе туслă мар çӗршывсенчен те. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăшт çеç сахалрах. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Тӗнчери политиксем пӗр-пӗринпе урлă пулса пӗтсен те бизнес çаврăмӗн хăйӗн тӗнчекурăмӗ. Вӗсем ӗçлӗ хутшăнусемпе çыхăнусене татасшăн мар.
-
Китайпа Инди производителӗсене мар, хамăрăннисене çул памалла
Çырчаллинчи ТАТПРОФ компани май уйăхӗн 12-мӗшӗнче бизнеса аталантармалли ятарлă ТАТПРОФ-СТАРТ проект пуçарчӗ. Ял хуçалăхпа инфраструктура строительствисем, машинăсем тăвас, çăмăл промышленность, ял хуçалăх валли алюминирен экструзи мелӗпе профильсем (пӗтӗмпе 10 000 тӗрлӗ ытла) хатӗрлессипе çӗршывра лидер. Ку енӗпе Раççей рынокӗн 20 процентне йышăнать. Алюминипе ӗçлекен çамрăк предприятисене, усламçăсене пулăшу парасшăн.
-
БАТОНЧИК, ПЫЛАК АРАХИС...
Лайăш е Çӳлту районӗнче çитес вăхăтра кондитер производстви пулӗ, унта канфетсем кăларма пуçласшăн.
-
«КАМАЗ» ПАО Индонезире предприяти уçать
Предприятин сервис центрӗсене Ява, Суматра, Калимантан утравӗсенче те уçас шухăш пур.
-
Минниханов район пуçлăхӗсене санкцисемпе хăратать
Бизнес-пӗрлешӳсене тимлӗх уйăрман районсен пуçлăхӗсене президент хăй патӗнче йышăнмасть.
-
Чемпионат вăхăтӗнче те республикăн хăйӗн йӗрки
Паян «Нижнекамскнефтехим» ПАОра изобутилен производствине хута ячӗç.
-
Казахстанăн анлă приватизацийӗ. Камшăн усăллă?
Хăй вăхăтӗнче Раççейре те приватизаци иртрӗ, анчах ăна ытларах законлă çаратупа танлаштарма пулать, ăнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Казахстанра мӗнлерех иртет-ха вăл?