Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Бюрократи, кадрсен çитменлӗхӗ, укçа-тенкӗ ыйтăвӗ... Тата мӗн чăрмантарать пӗчӗк тата вăтам бизнеса?

ТР экономика министрӗ палăртнă тăрăх, 2024 çулта пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăна (малалла ПВП) нацпроект хӳттинче пулăшасси малалла пурнăçланӗ. «Бизнеса ӳсме майсем туса памалла. Вӗсем микро шайран пӗчӗк компани, пӗчӗк компанирен вăтам е пысăкки таран çитмелле» – терӗ Мидхат Шагиахметов.

Пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе çӗршывра ятарласа нацпроект йышăннă. Мӗн чăрмантарать-ха харпăр бизнес йӗркелесе яма е ăна аталантарма? Çак сферăра ӗçлекенсенчен бюрократи, кадрсен çитменлӗхӗ, укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем тата санкцисем ура хунине илтме пулать. Статистика кăтартнă тăрăх, санкцисене пула ӗç чăхăмлама пуçланине бизнес çаврăмӗн 25 проценчӗ çирӗплетнӗ. Ытларахăшне бизнес-идейăна пурнăçа кӗртме старт капиталӗ, опыт çитмест. Харпăр ӗçе йӗркелесе янисене вара туса илнӗ продукцие вырнаçтарасси шухăшлаттарать. Хальлӗхе пӗтӗмӗшле экспорт шайӗнче пӗчӗк тата вăтам бизнесăн пайӗ пит пысăках мар, сăмах Тутарстан бизнесӗ пирки пырать.

Çакна Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Вице-премьерӗ — экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов та çирӗплетрӗ. Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифинга ТР Раисӗ çумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнăй Фарид Абдулганиев та хутшăнчӗ. 

Бизнеса ӳсме майсем туса памалла

Министр палăртнă тăрăх, 2024 çулта пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăна (малалла ПВП) нацпроект хӳттинче пулăшасси малалла пурнăçланӗ. Ун сăмахӗпе 2023 çулта ку енӗпе тӗллевсемпе лартнă задачăсене пӗтӗмпех пурнăçланă. Бизнес валли льгота программисем малашне те ӗçлӗç. Финанс пулăшăвне тата укçа-тенкӗпе çыхăнман тӗреве предпринимательсем онлайн майӗпе МСП. РФ цифра платформинче е «Мой эксперт» платформăра илме пултараççӗ. 

«Ку çулхи задачăсен шутне предпринимательствăпа çыхăннă климата лайăхлатасси кӗрет. Бизнеса ӳсме майсем туса памалла. Вӗсем микро шайран пӗчӗк компани, пӗчӗк компанирен вăтам е пысăкки таран çитмелле. Тата ПВП предприятийӗсен экономикăн реальлӗ секторӗнчи пайне ӳстерме тăрăшмалла», — терӗ малашнехи планпа паллаштарса министр. Мидхат Шагиахметов сăмахӗпе, çак тӗллевсене пурнăçлама ятарласа мероприятисен планне хатӗрленӗ. Вӗсене бизнес çаврăмӗпе, обществăлла пӗрлешӳсемпе тӗл пулса пӗрле хатӗрленӗ. 

Пулăшăвăн 9 утăмӗ

Плана 9 юхăмпа хатӗрленӗ, акă вӗсем: пӗчӗк тата вăтам бизнес субъекчӗсене, çав шутра пуçласа ӗç пуçаракансене те, финанс ресурсӗсем патне çул уçасси; пулăшу мерисен цифровизацине лайăхлатасси; индустри паркӗсене аталантарасси; ПВПсен экспортла вăй-халне ӳстересси; ПВПсене туса илнӗ продукцие вырнаçтарма тата пысăк бизнеспа хутшăнусем йӗркелеме пулăшасси; вырăнти брендсене тӗрев парасси; предпринимательство ӗçӗпе çынсене интереслентересси; ПВП субъекчӗсен кадр потенциалне аталантарасси; вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗсемпе ПВПсен ӗçлӗ хутшăнăвӗсене лайăхлатасси. 

Экономика министрӗ палăртнă тăрăх, 2024 çулта «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство» нацпроектпа йышăннă пулăшупа тӗрев программисене пурнăçлама иртнӗ çулти чухлех укçа-тенкӗ пăхса хунă. «Хамăр ума лартнă задачăсене кура чи малтан пуçласа ӗç пуçаракансене тата экономикăн реальлӗ секторӗнче ӗçлекенсене пулăшма йышăннă», — пӗлтерчӗ Мидхат Шагиахметов. Асăннă категорие кӗрекен бизнес представителӗсене нацпроектпа килӗшӳллӗн льготăпа лизинг парăнать, ăна 6 миллион тенкӗрен 15 миллиона çитернӗ. Унсăр пуçне ӗç пуçаракансене 2 процент ставкăпа льгота микрозаймӗ парса пулăшаççӗ, вăл та 2 миллион тенкӗрен 3 миллион таран ӳснӗ. Заявкăсемпе çыхăннă ӗçе хăвăртлатас тӗллевпе «Росатом» патшалăх корпорацийӗпе пӗрле микрозайм, гарантисем е лизинг илме панă заявкăсене пăхса тухассине оптимизацилеме йышăннă — процедурăсене çăмăллатса тата ансатлатса. 

Министр сăмахӗпе, 2023 çулта наукăпа техника сферинче ӗçлекен ПВП субъекчӗсен шучӗ 5 процента ӳснӗ, тирпейлекен производствăра 4 процента. Чи çӳллӗ кăтартусем хăна çурчӗсен сферинче — 11 процент ытла, ИТ сферăра 6,5 процент.

Власть ӗçӗпе кăмăлсăрланасси чакнă

Фарид Абдулганиев иртнӗ çулта 2022 çулхипе танлаштарсан предпринимательсенчен икӗ хут сахалрах тӗрлӗ жалобăсем çитнине каларӗ, пурӗ 1217 çăхав. Виçӗмçул тӗрлӗ ыйтупа 3296 жалоба килнӗ пулнă. Пуринчен ытла патшалăх е вырăнти власть ӗçӗпе кăмăлсăрланни чакни палăрнă — 3 хутчен. Патшалăх контракчӗсене пурнăçлассипе çырнă заявленисен шучӗ 5,5 хут чакнă, кредит организацийӗсемпе ӗçлессипе 8 хутчен. Сăмах май, административлă хӗсӗрлев индексӗ енӗпе регионсен хушшинче Тутарстан 4-мӗш вырăнтан 2-мӗш вырăна хăпарнă. Ку рейтинга Раççей омбудсменӗ Борис Титов хăй йӗркелесе пырать. Фарид Абдулганиев бизнеса административлă хӗсӗрлеврен хăтарассипе федераллă ведомствăпа пӗрле активлă ӗçленине палăртрӗ. 

Айăпланнисем те тимлӗхре

Уполномоченнăй сăмахӗпе, çак рейтинг Тутарстанра пӗчӗк тата вăтам бизнесăн пӗтӗмӗшле лару-тăрăвӗ лайăхланнине кăтартать. Фарид Абдулганиев епле те пулин сăлтава пула СИЗОна лекнӗ предпринимательсемпе те ӗçление асăнса хăварчӗ. Пӗлтӗр 11 çын хăйсен енӗпе уголовнăй йӗрлев пуçарнине çырса янă. Нумайăшӗ мӗн сăлтавпа хăйне тытса чарнине тӳрех ăнланса та илеймест иккен. Нумай чухне экономика енӗпе йӗркене пăсни законсене пӗлменнипе çыхăннă. Çавăнпа предпринимательсен юридици енӗпе консультаци ӗçӗ чи кирлисен шутӗнче. «Пирӗн сотрудниксем СИЗОна тăтăш кайса çӳреççӗ, тӗрлӗ преступленисенче айăпланакансемпе юридици консультацийӗсем ирттереççӗ. Вӗсене аппеляци çырма, адвокатсемпе çыхăнма пулăшатпăр», — терӗ уполномоченнăй. Ун сăмахӗпе, ку ыйтăва ТР прокурорӗ Альберт Суяргулов та должноçа кӗнӗ-кӗмен хăй тимлӗхне илнӗ. Фарид Абдулганиев шучӗпе, хăйӗн полномочийӗсемпе çыхăннă пӗрремӗш ӗçлӗ тӗлпулăва предпринимательсен пӗрлӗхӗпе йӗркелени питӗ те кăтартуллă. 

Ӗçлес килмест — укçа илес килет

Уполномоченнăй палăртнă тăрăх, бизнесăн чи çивӗч ыйтăвӗсенчен пӗри — кадрсем, специалистсем çукки. Çӗнӗ профессисем, специальноçсем паянхи мобильлӗ саманара çуралсах тăраççӗ. Шел те, вӗсене тивӗçтерекен пысăк квалификациллӗ кадрсем сахал е пачах çук. Бизнесăн вара кӗтме вăхăт çук, конкурентсем çывăрмаççӗ. Статистика кăтартăвӗсемпе, нумай старт-ап çак проблемăна пула малтанхи тапхăртах пăчланса ларать. Ӗç çуккипе «аптаркансем» кашни ушкăнрах пур. вăл е ку çынран час-час ӗç шырани пирки илтетпӗр. Анчах проблема час-час ӗç çуккинче мар, ӗç рынокӗнче вакансисем туллиех — ӗçлес килменнинче. Шел те, паян пирӗн хушăра сахал ӗçлесе нумай укçа илес текенсем йышланса кайрӗç, пассивлă тупăш шыраççӗ. Амбицисем пысăк, анчах профессилле компетенци шайӗ — 0. Кун пирки Фарид Абдулганиев та каласа хăварчӗ. Предпринимательсем ӗçе кӗрешекенсен компетенцийӗпе час-час кăмăлсăр юлаççӗ. Уполномоченнăй сăмахӗпе, кадрсен дефицичӗ экономика аталанăвне ура хурса пырать. Çак проблемăна татса парас тесен тӗллевлӗ вӗрентӗве анлăлатмалла, аслă шкулсенче, колледжсенче бюджет вырăнӗсен шутне ӳстермелле, вӗрентӳ учрежденийӗсемпе предприятисен ӗçлӗ çыхăнăвне аталантармалла. Мускавра иртнӗ бизнес-омбудсменсен анлă ларăвӗнче, сăмахран, РФ Правительстви патне ӗç паракансен кадрсен квалификацине ӳстерессипе çыхăннă тăкакӗсене субсидилеме сӗнӳпе тухма йышăннă. Енчен те ăна йышăнсан кадрсен дефицитне татса пама пулӗччӗ. 

Бизнес сферинче татса паман ыйтусем сахал мар. Экономика эксперчӗсен шухăшӗпе, Раççейре хальлӗхе импорт продукцийӗсене хамăрăннисемпе улăштарассипе çыхăннă пысăк проектсем сахал. Ăна пурнăçлас тесен ПВП предприятийӗсене ытларах тӗрев памалла. Вӗсен шучӗпе çӗршывра ытларах пысăк промышленность предприятийӗсене тӗрев параççӗ. Экспертсен шучӗпе малашнехи аталанăва инвестицилеме вӗсен хăйсен те халӗ çителӗклӗ. Пӗр пысăк патшалăх корпорацине пулăшиччен пӗр 10-20 предпринимателе туллин тӗрев памалла. Ун чух сывă конкуренци лару-тăрăвӗнче вӗсен продукцийӗн пахалăхӗ те самай ӳсӗ, импортозамещенипе çыхăннă ыйтусене та майпен татса пама пулӗ. Мӗншӗн тесен бизнеса ӗçлеме хавхалану та интерес та кирлӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика