Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Беларусь делегацийӗ

Тутарстан Республикин делегацийӗ 2022 çулхи июлӗн пӗрремӗшӗнче Беларусь Республикинчи Гродно хулинче ӗçлӗ визитпа пулнă. Çавăн чух Патшалăх Канашӗпе Минск облаçӗнчи Депутатсен Канашӗ Хусанта тӗл пулма калаçса татăлнă. Виçӗ кунра хăнасем Тутарстанăн тӗрлӗ сферăра тунă çитӗнӗвӗсемпе паллашса ӗçлӗ тӗлпулусене хутшăнчӗç, килӗшӳсем турӗç. Хăнасене уйрăмах республикăн агропромышленность секторӗнчи аталанăвӗ интереслентернӗ, цифровизаци çӗнӗлӗхӗсем те.

 Беларусь Республикин Минск облаçӗн парламент делегацийӗ (ертӳçи Минск облаçӗн Депутатсен Канашӗн председателӗ Наталья Викторовна Якубицкая) Тутарстана ӗçлӗ визитпа виçӗ кун пулчӗç. Пилӗк çынран тăракан ушкăна Стародорожски районӗн халăх депутачӗсен председателӗ Дмитрий Михайлович Давыдов, «Купалинка» УАО генеральнăй директорӗ, Минск облаçӗн Депутатсен Канашӗн депутачӗ Татьяна Николаевна Ярота, «Антей сад» хресчен хуçалăхӗн пуçлăхӗ тата Минск облаçӗн Депутатсен Канашӗн депутачӗ Виктор Иосифович Чеботарь, Минск облаçӗн Депутатсен Канашӗн депутачӗ, тӗп специалисчӗ Ольга Васильевна Мишина кӗнӗ. Паллах, Тутарстанра пурăнакан ентешӗсемпе тӗл пулассине те плана кӗртнӗ.  «Спадчына» обществăлла организацин хастарӗсемпе Тутарстан Халăхсен Туслăх Çуртӗнче тӗл пулнă. Тӗрлӗ наци обществисене пӗр çӗрте туслăн хăйсен культурине аталантарса, йăли-йӗркисене тытса пыма условисем туса пани Наталья Якубицкаяна питӗ кăсăклантарнă. Тăван çӗршывне таврăнсан çакăн пек организаци уçасси пирки ӗçлесси çинчен каларӗ пресс-конференцире. Ахальтен мар белоруссем Туслăх Çурчӗн кун йӗркипе, ӗçӗ-хӗлӗпе тӗплӗн паллашнă.  

Тутарстан енчен делегацие ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Хайруллович Мухаметшин, ТР Патшалăх Канашӗн секретарӗ Лилия Маврина, парламент комитечӗсен председателӗсем Альберт Хабибуллин, Азат Хамаев тата ыттисем йышăнчӗç. Фарид Хайруллович Тутарстанăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен кӗскен каласа пачӗ, республикăн çитӗнӗвӗсенчен чылайăшӗ Федерацин наци проекчӗсемпе программисене хутшăннипе çыхăннă тесе ăнлантарчӗ вăл. Беларусь Республикин регионӗсемпе экономика çыхăнăвӗсем ӳснине те палăртрӗ Патшалăх Канашӗн Председателӗ. Çак тӗлпулура сӳтсе явнă ыйтусене парламентпа тишкерсе Правительствăна сӗнӳсемпе тухассине пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика