Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Китайпа Инди производителӗсене мар, хамăрăннисене çул памалла

Çырчаллинчи ТАТПРОФ компани май уйăхӗн 12-мӗшӗнче бизнеса аталантармалли ятарлă  ТАТПРОФ-СТАРТ проект пуçарчӗ. Ял хуçалăхпа инфраструктура строительствисем, машинăсем тăвас, çăмăл промышленность, ял хуçалăх валли алюминирен экструзи мелӗпе профильсем (пӗтӗмпе 10 000 тӗрлӗ ытла) хатӗрлессипе çӗршывра лидер. Ку енӗпе Раççей рынокӗн 20 процентне йышăнать. Алюминипе ӗçлекен çамрăк предприятисене, усламçăсене пулăшу парасшăн.

Çӗршыври алюминие эктрузи мелӗпе тирпейлекен чи пысăк компанин ӗçӗпе тата ТАТПРОФ-СТАРТ проектпа компанин генеральнăй директорӗн инноваци енӗпе çумӗ Евгений Рачков «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире Тутарстан тата Раççейӗн 5 регионӗн (онлайн мелӗпе) журналисчӗсене паллаштарчӗ.

Америкăпа Европа çине-çинех санкцисем хурса пăвнине хирӗç тăма вăй-халӗ çитӗ-ши çӗршывăмăрăн, экономики чăл-пар саланмӗ-ши текен ыйтусем канăçсăрлантарман çын сахал пуль пирӗн хушăмăрта. 2014 çултанпа импорта хамăрăннипе ылмаштарма тытăнни вăхăтлă пулнине куратпăр. Ял хуçалăх рынокӗнче Раççей производителӗ хăй вырăнне йышăнчӗ. Промышленность та импорта хамăрăннипе ылмаштарассине тӗпе хурать. Ют çӗршыв капиталӗллӗ компани-производительсем Раççейрен кайнăран рынок улшăнасси, хамăр производитель валли майсем уçăласси паллă. Рынок пушă тăраймасть, ăна хамăрăннисем мар-тăк, ютсем йышăнаççех. Ют çӗршыв еккипе пурăнасси мӗн иккенне паянхи кун аван туйрăмăр тата чӗртаварӗ хамăрăн-тăк, мӗншӗн-ха Раççейӗн ютсен куçӗнчен пăхмалла? Акă мӗншӗн Çырчаллинчи ТАТПРОФ компани алюмини профильтен продукци кăларассипе, çак производствăна çывăх ытти енӗпе ӗçлекен çамрăк предприятисене, предпринимательсене тӗрев парас пуçарупа тухнă. Урăхла каласан, хальччен Европăран кӳнӗ продукцие пирӗн хамăр патра кăларма тытăнмалла. Пушаннă рынока Китайпа Инди производителӗсемпе ылмаштарма тăрăшмалла мар, чăн малтан хамăрăннисене çул памалла. 

ТАТПРОФ компани ял хуçалăхпа инфраструктура строительствисем, машинăсем тăвас, çăмăл промышленность, ял хуçалăх валли алюминирен экструзи мелӗпе профильсем (пӗтӗмпе 10 000 тӗрлӗ ытла) хатӗрлессипе çӗршывра лидер. Ку енӗпе Раççей рынокӗн 20 процентне йышăнать.  Вăл хатӗрлесе кăларакан «ТАТПРОФ», «СОКОЛ» архитектура системисемпе паянхи кун çӗршывăн 1500 предприятийӗ усă курать, алюмини профильне Европа, СНГ, Ази çӗршывӗсем туянаççӗ. 

Металлоконструкцийӗсемпе алюмини профилӗсене Раççейӗн чи пысăк объекчӗсен строительствинче анлă усă кураççӗ. Вӗсен шутӗнче: Сочири Олимп паркӗнчи Пăр керменӗ, Универсиадăн спорт объекчӗсем, «Самара Арена», «Лужники», «Газпром Арена» стадионсем, çӗршыври мӗнпур пурăнмалли çурт-йӗр комплексӗсем, Тула металлопрокат завочӗн  производство çурчӗ.  Импорта ылмаштарассипе ӗçлекен чи ăнăçлă предприяти те вăл. Алюминирен хатӗр продукци кăларакан «GretnaI» предприятие, тӗслӗхрен, 2018 çулта хута янă. Вăл Раççейре пуçласа кăмпа, теплица комплексӗсем кăларнă. Паянхи кун çӗршыври шампиньонсен  90 процентне вӗсен комплексӗсенче ӳстереççӗ. 

Куратпăр ӗнтӗ, алюмини профильсем хатӗрлессипе ТАТПРОФăн опычӗ те, пӗлӗвӗ те çитет. 

– Алюмини  профильсем усă курас рынок паян ӳссе пырать. Импорта хамăрăннипе ылмаштарасси  çӗршывăн экономика аталанăвӗн тӗп тӗллевӗ пулсан та çӗнӗ компанисене пушаннă рынока йышăнма технологи, оборудовани туянма инвестицисӗр çав тери йывăр, кредитсем вара ытла хаклă. Çавăнпа кун пек предприятисене пулăшас пуçарупа тухрăмăр эпир, – терӗ Евгений Рачков ТАТПРОФ-СТАРТ проект пирки. 

Сăмах май, пултаруллисене аталанма май парас опыт  та пур вӗсен, компанин пултаруллă сотрудникӗсене,  топ-менеджерӗсене компани йышӗнчех хăйсен бизнесне йӗркелеме пулăшасси йăлара. Халӗ акă çӗршыв шайне тухма шутланă. Калас пулать, вăхăтлă. 

– ТАТПРОФра алюмини профильсем енӗпе чи лайăх экспертсем ӗçлеççӗ пирӗн. Сотрудниксем строительствăра, металлургире те ăнкараççӗ. Анчах кашни отраслех пӗлсе пӗтерме çук. Çавăнпа пире ытти отрасльсене лайăх пӗлекен, вӗсене алюмини продукцийӗпе çыхăнтарма ăнкаракан экспертсем кирлӗ. Продукцие ăçта тата мӗнле ăнăçлă сутма пӗлекен çынсене шыратпăр. Раççей рынокӗнчен кайнă ют çӗршыв компанийӗсенче ӗçленӗ, халӗ ӗçсӗр юлнă çакăн пек сотрудниксем пурах ӗнтӗ, вӗсем пирӗн пата килсен аванччӗ.  Çавăнпа  ӗçлес кăмăллисене, пирӗн сӗнӳпе интересленекенсене кӗтетпӗр. Эпир вӗсене бизнесне малалла аталантарма е ӗçе çӗнӗрен пуçарма пулăшатпăр, –  мӗн тӗллевпе проекта пуçарнипе паллаштарчӗ спикер. 

ТАТПРОФ сӗнӗвӗпе усă курса бизнесне аталантарас е хăйсен ӗçне пуçарас шутлисем конкурса хутшăнмалли  заявкăна компанин сайтне ямалла. Чи лайăх сӗнӳсене компанин маркетологӗсем, производственникӗсемпе финансисчӗсем суйласа илеççӗ. Конкурса пӗтӗмлетнӗ чух чăн малтан предпринимателӗн е предприятин стратегилле малашлăхне, производствăн технологи майӗсене тата мӗнле тупăш кӳме пултарнине тӗпе хураççӗ. Çӗнтерӳçӗсене компани проекта финанслать, производство площадки, оборудовани парать, чӗртавар туянма пулăшать. Кунсăр пуçне бизнеса мӗнле илсе пымаллине, килӗшӳсене мӗнле тӗрӗс тумаллине тата ыттине вӗрентет.  Ку енӗпе хальхи вăхăтра çӗршыври аталану институчӗсемпе, бизнес-ассоциацисемпе, хатӗр продукцие сутакан компанисемпе калаçусем пыраççӗ. Çырчаллисен ТАТПРОФ пуçарăвне РФ Алюмини ассоциацийӗ те ырласа йышăннă.

ТАТПРОФ-СТАРТ проекта Раççейри кашни регион хутшăнма пултарать, çавах та чăн малтан заявкăсене хамăр республика компанийӗсенчен, Мускавпа, Санкт-Петербургран,  Атăлçи, Урал федераци округӗсенчен, Чулхула облаçӗнчен кӗтнине пытармарӗ Евгений Рачков. Проекта кăçал август уйăхӗнчех пӗтӗмлетме  палăртнă. Ку та тӗрӗс, импорта ылмаштарассине  вăраха тăсмалли вăхăт мар халь.

Евгений Рачков сăмахӗсемпе, санкцисемпе çыхăннă лару-тăрăвăн лайăх енӗ те пур, вăл хамăр производитель  валли майсем туса рынока çул уçать. ТАТПРОФ компани те акă çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр производствăна чакарма шутламасть, мӗншӗн тесен вӗсен алюмини профилӗсене, конструкцийӗсене пурăнмалли çурт-йӗр, инфраструктура строительствисенче анлă усă кураççӗ. Санкцисене пула компанишӗн Европа рынокӗ хупăнчӗ пулсан, Азире уçăлать, çӗршывра вара  анлăланать. Хамăр автопром тинех ют çӗршывсем пек алюминипе ытларах усă курма тытăнасса шанать вăл. Мӗншӗн тесен алюминирен йӳнӗрех пулнипе тимӗрпе усă курас технологи кивелнӗ, медицина инструменчӗсем тума та кирлӗ. Çавăнпа стройкăсăр пуçне нефть, сӗтел-пукан, хăвăрт пуçтарса сӳтмелли конструкцисем компанин приоритетӗнче. Ленинград блокадине тӳссе ирттернӗ, космоса чăн малтан вӗçме пултарнă халăха, çурăмран пемесен, санкцисемпе пăвнипех  вӗлереймӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика