Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербургри Халăхсен хушшинчи экономика форумӗнчен Тутарстан 32 килӗшӳпе таврăннă

Июнӗн 15-18-мӗшӗсенче Санкт-Петербургра 25-мӗш хутчен Петербургри халăхсен хушшинчи экономика форумӗ иртрӗ. Геополитикăри лару-тăрăва пăхмасăрах кăçал унта 140 çӗршывăн представителӗсем хутшăнчӗç, çав шутра Анăçри пирӗнпе туслă мар çӗршывсенчен те. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăшт çеç сахалрах. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Тӗнчери политиксем пӗр-пӗринпе урлă пулса пӗтсен те бизнес çаврăмӗн хăйӗн тӗнчекурăмӗ. Вӗсем ӗçлӗ хутшăнусемпе çыхăнусене татасшăн мар.

Июнӗн 15-18-мӗшӗсенче Санкт-Петербургра 25-мӗш хутчен Петербургри халăхсен хушшинчи экономика форумӗ иртрӗ. Геополитикăри лару-тăрăва пăхмасăрах кăçал унта 140 çӗршывăн представителӗсем хутшăнчӗç, çав шутра Анăçри пирӗнпе туслă мар çӗршывсенчен те. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăшт çеç сахалрах. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Тӗнчери политиксем пӗр-пӗринпе урлă пулса пӗтсен те бизнес çаврăмӗн хăйӗн тӗнчекурăмӗ. Вӗсем ӗçлӗ хутшăнусемпе çыхăнусене татасшăн мар. Пӗтӗмлетсе каласан, çӗршывсен хушшинчи килӗшӳсем 5,6 триллион тенкӗпе танлашнă.

Тутарстан та яланхи пек пысăк йышпа кайса килчӗ Петербургри форума. Пурӗ 32 ӗçлӗ килӗшӳпе (çав шутран 14-шӗ Правительство шайӗнчисем) таврăнчӗç пирӗннисем çурçӗрти тӗп хуларан. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче июнӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ брифингра ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов, ТР вице-премьерӗ Роман Шайхутдинов, ТР Президенчӗ çумӗнчи предпринимательсен прависемпе уполномоченнăйӗ Фарид Абдулганиев, Инвестицилле аталану агентствин ертӳçӗ çумӗ Инсаф Галиев, ТР строительствăпа архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев тӗплӗн каласа пачӗç, пысăк хавхаланупа.

  • Пурӗ 35 официаллă ӗçлӗ калаçу йӗркелесе ирттертӗмӗр. Унсăр пуçне, мӗнле калас, «ура çинче» мӗн чухлӗ калаçу пулчӗ. Хальхи вăхăтра тунă килӗшӳсен пӗтӗмӗшле бюджетне шутлассипе ӗç пырать, – пӗлтерчӗ экономика министрӗ.

Петербургри экономика форумӗ республикăшăн тухăçлă пулнă. Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Казахстан Президенчӗпе, Узбекистанăн инновацилле аталану министрӗпе, тӗрлӗ патшалăхсен элчисемпе, Раççей Федерацийӗн кӗпӗрнаттăрӗсемпе, патшалăх корпорацийӗсемпе пысăк бизнес компанисен ертӳçисемпе тӗлпулу ирттернӗ.

  • Форума хутшăнни çӗршыври ертӳçӗ экспертсенчен тӗплӗ аналитика илме, чи лайăх практикăсемпе паллашма май пачӗ. Ку республика аталанăвӗшӗн питӗ кирлӗ. Форумăн кӗтнӗ тӗп мероприятийӗсенчен пӗри яланхи пек инвестицилле климатăн Наци рейтингне пӗлтерни пулчӗ. Тутарстан лидерсен шутӗнче, Раççейӗн 85 субъекчӗсен хушшинче эпир иккӗмӗш, – хăпартланса пӗлтерчӗ Мидхат Шагиахметов.

Рейтинга палăртнă чухне бизнеса пулăшассипе тӗрев инфраструктурин аталанăвне, технопарксепме индустри паркӗсенчи ӗç вырăнӗсем ӳснине, бизнес енӗпе контрольпа надзор тӗрӗслевӗсене чакарнине, регионăн закон кăларас ӗçӗн пахалăхне шута илеççӗ. Экономика министрӗ палăртнă тăрăх, Тутарстанра бизнеса аталанма чăннипех лайăх условисем туса панă. 2 Ятарлă экономика зони, 5 ТОСЭР тата 94 индустрипе промышленность паркӗ хута кайнă. Резидентсене федераци тата республика шайӗнче налог çăмăллăхӗсемпе тивӗçтернӗ.

Министр сăмахӗпе, рейтинга палăртнă чух предпринимательсемпе инвесторсем хушшинче ирттернӗ ыйтăма, экспертсен хакне те шута илнӗ. Пӗтӗмлетсе каласан 4 юхăмăн 67 кăтартăвне кура тунă рейтинга.

Роман Шайхутдинов тӗплӗнрех Иннополиспа тунă ӗçлӗ килӗшӳсем çинче чарăнчӗ. Пӗтӗмпе 7 штук. Чи пысăккисен шутӗнче «Россия – страна возможностей» платформăпа тунисем. Кăçал искуствăлла интеллект енӗпе Пӗтӗм Раççейри хакатон иртмелле. Тутарстан унта хутшăнатех. Хутшăнать çеç мар, ăмăртусенчен хăш-пӗри Иннополисра иртӗç. Искусствăлла интеллект центрӗсем Раççейӗпе те 6 кăна, вӗсенчен пӗри Тутарстанри Иннополисра. Тăваттăшӗ Мускавра, тепри Санкт-Петербургра. Çак ăмăртусем цифра индустрийӗнчи талантлă специалистсене палăртма та кирлӗ.

Ильшат Гимаев ку çулта, ноябрӗн 5-8-мӗшӗсенче, «Казань Экспо» площадкинче промышленность строительствин сферинчи профессилле пултарулăхпа Халăхсен хушшинчи чемпионат иртессине пӗлтерчӗ. Министр çумӗн сăмахӗпе, ăмăртусем виçӗ номинаципе йӗркеленмелле: промышленность строительстви, промышленность объекчӗсене проектласси, строительствăри проектсен управленийӗ. Командăсем енӗпе пурӗ 20 номинаци пулать, унсăр пуçне харпăр  номинацисем. Ăмăртăвăн тӗллевӗ – халăхсен хушшинчи рынокра Раççей предприятийӗсен конкуренци пултарулăхне ӳстересси тата промышленность строительствинче çӗнӗ решенисемпе задачăсем çуратасси. Сăмах май, кун йышши мероприяти 2021 çулта Сочире иртнӗччӗ. Кăçал ăмăртăва ирттерме конкурсра Хусан Санкт-Петербургпа Новосибирск хушшинче мала тухнă. Чемпионата 23 çыршывран хутшăнасси паллă. Çавсен шутӗнче Турци, Египет, Бангладеш, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсем, Серби, Израиль, БРИКС, ЕАЭС, СНГ çӗршывӗсем.

Ирина ТРИФОНОВА.   

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика