Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Хусанта «Экият» ача-пăча культура центрӗнче Аксу районӗн культура кунӗ иртет

Паян, октябрӗн 19-мӗшӗнче, «Экият» ача-пăча центрӗнче Аксу муниципаллă районăн культура кунӗ иртет. Мероприяти кăнтăрла иртсен 16.00 сехетре пуçланать. Аксусен программи питӗ те анлă. Уяв концерчӗ «Традициями своими гордимся» ятпа иртӗ.

Паян, октябрӗн 19-мӗшӗнче, «Экият» ача-пăча центрӗнче Аксу муниципаллă районăн культура кунӗ иртет. Мероприяти кăнтăрла иртсен 16.00 сехетре пуçланать. Аксусен программи питӗ те анлă. Уяв концерчӗ «Традициями своими гордимся» ятпа иртӗ. Вăл Аксу районӗн бренчӗ шутланакан халăхсен праçникӗсемпе - вырăссен «Троицкие хороводы» фольклор уявӗпе, тутарсен «Сабантуйӗпе» тата чăвашсен «Уявӗпе» паллаштарӗ. 

Хусансен «Аксубай егетлэре» баянистсен ача-пăча халăх ансамблӗн, «Секреты древней Славутницы»  арт-терапипе халăх студийӗн маçтăрӗсен, Альфия Нурмухаметова ал ăстин «Ушковая вышивка» мелӗпе, йывăçран касса кăларакансен пултарулăхӗпе паллашма пултараççӗ, тӗрлӗ мастер-классене хутшăнма май пулӗ. 

Унсăр пуçне Аксу тăрăхӗнчи фермер хуçалăхӗсем, предприятисем туса кăларакан продукцие тутанса пăхма, туянма та пулӗ. Ярмарка анлă та тӗрлӗ енлӗ пуласса шантараççӗ аксусем. 

Аксу районӗ хăйӗн паллă ентешӗсемпе те палăрса тăрать. Вӗсемпе анлă куравра паллашма пулӗ. Музей ӗçченӗсем хатӗрленӗ курав интереслӗ пулмалла. Аксури ял хутлăхӗсен хушшинчи тӗп библиотека та «Культурный код» анлă курав хатӗрленӗ. 

Патриотизм теми те тимлӗхсӗр юлман. Паянхи кун çӗршывра, тӗнчере пулса иртекен пулăмсем районсене те тӳреммӗнех пырса тивеççӗ. Аксуран ятарлă çар операцине хутшăнакансем питӗ йышлă. Шел те, вӗсен хушшинче паттăрла кӗрешсе пуç хунисем те пур. Аксусем вӗсене манмаççӗ, кашнин ячӗпе ялсенче, вӗсем вӗреннӗ шкулсенче Асăну хăмисем уçнă. Раççей Геройӗ Расим Баксиков та вӗсен ентешӗ. Тивӗçлипе мăнаçланаççӗ аксусем унпа. Патриотизм площадкинче «Движение первых» ача-пăчапа çамрăксен юхăмӗн регионри уйрăмӗн, «Служу Отечеству» РФ Хӗç-пăшал çарӗсен Аксу районӗнчи ветерансен обществăлла организацийӗн, «Своих не бросаем!» волонтерсен пӗрлешӗвӗн ӗçӗсемпе паллашма пулӗ. 

Аксу муниципаллă районăн культура кунӗсен тема локацийӗсем пӗтӗмпе 12, тӗрлӗ мастер-классемпе куравсен – 18 таран. РФ Педагогпа вӗрентекен çулталăкне халалласа хăйне уйрăм площадка ӗçлӗ. Кунта педагогсен çемье династийӗпе те, вӗрентӳ сферинчи çитӗнӳсемпе те паллашма май пулӗ. Пырса курăр. 

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра муниципаллă районсен культура кунӗсем «Культурная столица Татарстана» республика конкурсӗ хӳттинче иртеççӗ.  

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дни культуры