Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Хусанта шкул ачисен тĕпчев конференцийĕ иртет

Унта чăваш, тутар, вырăс, мари, мордва, удмурт шкул ачисем хутшăнаççӗ.

Паян Хусанти 180-мĕш гимназире регионсен хушшинчи Раççей Федерацийӗн халăхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен тӗпчев конференцийӗ пырать.

Тутарстанри чăваш шкулӗсенчен пурӗ 11 заявка çитнӗ. Тӗрлӗ сăлтава пула пурте килеймен. Тӗпчев конференцине Теччӗ, Элкел, Çӗпрел районӗсенчен килсе çитрӗç. Çӗкленӗ темăсем интереслӗ. 


Жюри вӗсене хак парса хăш-пӗрисене малалла аталантарма сӗнчӗ. Чăваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литературин кафедрин ертӳçӗ ӗçӗсене тăваканӗ Анна Егорова доцент кашни ӗçе уйрăммăн тишкерсе вӗрентекенсемпе вӗренекенсене тӗпчевре мӗне тӗп вырăна хумаллине, мӗн çине пусăм тумаллине анлăн ăнлантарчӗ, çитменлӗхсене те палăртса хăварчӗ. Ку малашнехи ӗçсемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ.


Хăйсен ĕçĕсемпе Антон Салюков (Элкел районĕ, Кивĕ Матак шкулĕ, 9 класс), Мария Копьева (Çĕпрел районĕ, Хулаçырминчи вăтам шкул, 8 класс), Евгения Синдюкова (Çĕпрел районĕ, Чăваш Çĕпрел шкулĕ, 9 класс), Ксения Семенова (Çĕпрел районĕ, Алешкин Саплăкри вăтам шкул, 9 класс), Анастасия Волкова (Теччĕ районĕ, Пухтелĕнчи тĕп шкул, 9 класс) паллаштарчĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев