Сувар

Пăхса тăмасан çăл та типет

Этемлӗх çутçанталăк ресурсӗсемпе пӗр шутламасăр усă курни нумай инкек патне илсе çитерет. Ресурссем вӗсем вӗçӗмсӗр мар, çăл та, тасатса пăхса тăмасан, типме пултарать. Çавăнпа усă курнипе кăна мар, çутçанталăка упрама, пăхма пӗлмелле. Ку ӗçе профильлӗ ведомствăсем хăйсен тимлӗхне илни пысăк шанăç кӳрет. Экологи министерстви республикăри шыв объекчӗсене тасатассипе хăй умне лартнă тӗллеве майӗпен пурнăçлать. Программăна кӗртнӗ мӗнпур ӗçсене вăхăтлă туса пырсан, экологи лару-тăрăвӗ палăрмаллах лайăх енне улшăнмалла.

Тутарстан Республикин Экологи министерствин шыв объекчӗсене тӗрӗслемелли 261 вырăн шутланать, çавăнта тӗрӗслеççӗ те ӗнтӗ шыв тасалăхне. Ку кăтартусемпе республика çӗршывра малтисен ретӗнче, тесе пӗлтернӗ экологи минситрӗ Александр Шадриков.

«Онлайн режимра шыв объекчӗсен мониторингӗн схемине йӗркелеме пире Раççейӗн Çутçанталăк ресурсӗсен министерствин ӗç ушкăнне кӗртрӗç. Ку çак вăхăтра шыва мӗн-мӗн пăрахнине курса тăма кирлӗ. Тутарстанри Экологи министерствин опытне тӗпе хурса халӗ ытти регионсенче те çак ӗçе пуçарма йышăннă», – тенӗ министр.  

2021 çулта «Водоканал» предприятин тасату сооруженийӗсене юсама палăртнă. Проектра лаборатори тăвассине те кӗртнӗ. Çавăнта онлайн режимра мӗнпур датчиксенчен хăш юханшыва мӗн пăрахни килсе тăрӗ. Хальхи вăхăтра çутçанталăка сыхлассин ведомстви шыв объекчӗсенче 38 тӗрлӗ хими япалисем пуррипе çуккине тӗрӗслесе тăрать.

Экологи министерствин пресс-службинчен пӗлтернӗ тăрăх, республикăра кашни промышленность предприятийӗ патӗнчех шыв-шурсене тӗрӗслесе тăраççӗ.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: