Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан хӗле ăсатрӗ

Акăш кӳлли (Лебяжье) хӗрринче йӗркеленӗ хаваслă уява пӗтӗмпе 20 пине яхăн çын хутшăнчӗ. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ушкăнӗ сцена çине тухрӗ. Вăл «Пăлан мăйраки» тата «Тăвансем патне килнӗ чухне» юрăсене шăрантарчӗ.

Ӗнер, мартăн 10-мӗшӗнче, Хусан та хӗле савăнăçлăн ăсатрӗ. Акăш кӳлли (Лебяжье) хӗрринче йӗркеленӗ хаваслă уява пӗтӗмпе 20 пине яхăн çын хутшăнчӗ. Сцена çинче пӗрин хыççăн тепри артистсем ылмашăнса кăна тăчӗç. «Юность» Культура çурчӗн пултарулăх ушкăнӗсем, «Салават Купере», «Смайлики» ташă ансамблӗсем...  Республикăри тӗрлӗ наци юрри-ташши те янăрарӗ.  Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ушкăнӗ сцена çине тухрӗ. Вăл «Пăлан мăйраки» тата «Тăвансем патне килнӗ чухне» юрăсене шăрантарчӗ.

Кама кама та, Раççей эстрада çăлтăрне, 80 çулсен вӗçӗнче кашни радиоприемникран янранă «Мираж» ушкăнăн уçă саслă солисткине Маргарита Суханкинăна кӗтменччӗ пуль. Вăл «Новый герой», «Музыка нас связала», «Наступает ночь» паллă юрăсене юрласа пухăннисене ташлаттарчӗ. Çакăн пек парне турӗ Хусан мэрийӗ хусансене çăварни ячӗпе. (С.Садыкова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество