Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăрахнă кӗленчерен те вăрман çунать

Хусанти федераллă университетăн метеорологи, климатологипе экологи кафедрин доценчӗ Тимур Аухадеев пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра çитес 5-7 кунра çанталăк питех улшăнмасть, шăрăх тăрать, çумăр çумасть.

Хальхи вăхăтра çанталăк нормăран 4 градус шăрăхрах , урăхла каласан, вăтамран 20 градус вырăнне – 24. Çакă республикăра анлă антициклон тăнипе çыхăннă.

– Тутарстан территорийӗнче сывлăш температури çав тери пысăк, кăнтăрла 30 градус ытла шăрăх, çӗрле те 16-18 градусран чакмасть. Июлӗн 30-мӗшӗнчен лайăх çумăр çуманнипе республика территорийӗнчи вăрмансенче пушар тухас пысăк 4-мӗш степеньлӗ хăрушлăх тăрать. Унта сывлăш температури ӳссе кăна пынăран ăнсăртран пăрахнă пушă кӗленчерен те пушар тухма пултарать халь. Кун пек çанталăкра тата аçаçиçӗмсем час-час пулассине те кӗтмелле. Вăрмансенчи пушарсенчен виçӗ проценчӗн шăпах вăйлă çиçӗме пула пулать. Çумăрсăр шăрăх çанталăк республикăри вăрмансенче чрезвычайлă лару-тăру пуласси патне илсе çитерчӗ те, – тет Тимур Аухадеев вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх халь мӗншӗн çав тери пысăккине ăнлантарса. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода