Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Парне илес шанăç тата пур!

«Сувар» хаçатра «Кӗр мăнтăрӗ» фотоконкурс пуçланчӗ.

«Кӑҫал пахча-ҫимӗҫ ӑнса пулчӗ. Акӑ «Сувар» парни те вӑхӑтлӑ ҫитрӗ, электронлӑ виҫе ҫинче 721 граммлă помидор. Петровсем Чистай хули».

Çакăн пек çыру илтӗмӗр эпир. Вулаканпа çыхăну пурри шутсăр савăнтарать, парнене валеçме те кăмăллă вӗт. Аса илтеретпӗр, 2020 çулăн 2-мӗш çур çулне «Сувар» хаçата çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр. Тӗп парнесем хуçисене тупрӗç те ӗнтӗ. Пирӗн парне кăмăла кайрӗ пулсан питӗ аван.

Юлташсем, парнесем илес шанăç тата пур. Эпир «Кӗр мăнтăрӗ» фотоконкурс пуçларăмăр. Сирӗн хăвăр ӳстернӗ пахча çимӗçе сăн ӳкерсе «Сувар» хаçат редакцие (çырупа та, электронлă почтăпа та юрать) ярса памалла. Конкурс вӗçленсен комисси чи лайăх виçӗ сăнӳкерчӗке палăртса парне парать. Анчах ан манăр, ăçта тата кам ӳкернине çырма ан манăрӗ.Унсăрăн парне хуçине тупаймасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев