Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паснапуçăн пӗчӗк ал ăстисем хăйсен ӗçне Р.Минниханова кăтартнă

Учительсен августри ларăвне педагогсем республикăн кашни кӗтесӗнченех килеççӗ. Ӗçне хутшăнакансем те сахалăн мар. Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç пуçламăш шкул-ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова акă 3-мӗш класра вӗренекен Кристинăпа Софья Карабаевăсемпе пӗрле курава хутшăнса чăваш тӗррипе, пуç тăхăнмаллисем хатӗрлессипе мастер-класс кăтартнă.

Вӗрентӳпе наука ӗçченӗсен çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн иртекен республика канашлăвӗ кăçал августăн 16-мӗшӗнче пулчӗ. Яланхи пекех ун ӗçне республика Раисӗ Рустам Минниханов хутшăнчӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, педагогсен умӗнче тăракан задача улшăнман-ха темелле – шкулсем ачасене тарăн пӗлӳ памалла, аслă шкулсем лайăх специалистсем хатӗрлемелле. Çавах та вăхăт ыйтнине кура задачăсем тата пысăкрах вӗсен – ачасене те, специалистсене пӗлӳ панисӗр пуçне ӗç рынокӗнче конкурентлă тумалла, пултаруллисене республикăрах хăварма тăрăшмалла. Рустам Нургалиевич çавăнпах ӗнтӗ учительсен профессилле пӗлӗвне ӳстересси çине тимлӗх уйăрма хушнă. Учителӗн статусӗ, авторитечӗ пысăк пулмаллине аса илтернӗ вăл. Кадрсен ыйтăвӗ вара шкулсенче чăнах та пур. ТР вӗрентӳпе наука министрӗн Ильсур Хадиуллинăн сăмахӗсемпе, юлашки çулсенче физикăпа, химипе, биологипе тата профильлӗ математикăпа ППЭ тытакансем сахалланнă. Сăлтавӗсенчен пӗри шăпах шкулсенче пысăк квалификациллӗ педагог-предметниксем çитменни иккен. Çакна пӗтерме ятарлă программа хатӗрлемех тивет-мӗн вӗсен. Ларура вӗрентӳрен пуçласа ачасене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси таранах сӳтсе явнă.

Учительсен августри ларăвне педагогсем республикăн кашни кӗтесӗнченех килеççӗ. Ӗçне хутшăнакансем те сахалăн мар. Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç пуçламăш шкул-ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова акă 3-мӗш класра вӗренекен Кристинăпа Софья Карабаевăсемпе пӗрле куравра чăваш тӗррипе, пуç тăхăнмаллисем хатӗрлессипе мастер-класс кăтартнă. Сăмах май, ку шкулта вӗренекенсем мӗн пӗчӗкрен ал ӗçне хăнăхаççӗ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене управ палли хатӗрлесе парнелессине те йăлана кӗртнӗ вӗсем. Ӗçӗсем тӗрлӗ конкурсра сахал мар çӗнтернӗ, халӗ акă вӗсене ТР Раисӗ Р.Минниханов та интересленсех пăхнă.

(Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование