Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАТРАКЛĂСЕН КӖЛЛИ ВУТА СӲНТЕРНӖ

Юлашки хут пысăк пушар кунта 1958 çулхи августăн 26-мӗшӗнче пулнă, ун чух ял тӗппипех çунса кайнă. Августăн 18-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă ялӗн çывăхӗнчи вăрман çунма тытăнсан ваттисем вăрман, шыв, çӗр Туррине кӗлтунă.

Вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Инна Ивановна Лисина пӗлтернӗ тăрăх, кăнтăрла сăртри вăрман çийӗн тӗтӗм харăсах тăватă вырăнта йăсăрланма тытăннине чи малтан ял çыннисем курса ӗлкӗрнӗ те ял хутлăхне, экстреннăй службăсене шăнкăравлама тытăннă. Пушар шайне тӗрӗслеме кайнисем вут çиçӗмле хăвăртлăхпа сарăлса пынине, 6 метр çӳллӗше хăпарнине курсанах пулăшу, техникăсем кирлине ялăн Ватсапри ушкăнне çырса хыпарланă. Пурне те пушар сӳнтерме килме чӗннӗ. Çапла шыв тултарнă пичкесем лартнă ялти мӗнпур техника Элмет гарнизонӗн пушар расчечӗн машинисенчен маларах та çитнӗ вăрмана.
Ялти вăйпитти пӗр çын та килте ларман вăл вăхăтра, хăшӗ кӗреçе, хăшӗ витрепе шыв тултарса вăрманалла чупнă. Вăрман хӗрринче пурăнакансем мӗн тӳсни пирки калама та йывăр. Юлашки хут кун пек пысăк инкек кунта 1958 çулта пулнă. Ун чух ял тӗппипех çунса кайнă иккен. Ачасене сыхласа хăварас тӗллевпе шыв патне илсе кайса тăратнине калаççӗ ваттисем. Пӗрре шар курнă патраклăсем хальхинче мӗнле те пулсан яла сыхласа хăварас тесе тăрăшнă. Ял йӗри-тавра типӗ çереме сухалама тытăннă. Ваттисем (кунти халăх авалхи чăваш тӗнӗпе пурăнать) тӳрех вăрман, шыв, çӗр Туррисене кӗлтума тытăннă. Çапла 3 сехет вутпа кӗрешнӗ кунти халăх экстреннăй службăсемпе пӗрле. Яла çитме паман. Кайран та пăрахса кайман, ирччен дежурствăра тăнă.
– Хам эп çав вăхăтра ялта марччӗ, çул çинчеччӗ, пушара сӳнтерсен кăна çитрӗм. Ял çыннисем каланă тăрăх, вăрман çийӗн тӗтӗм кăна мар, вучӗ те курăнса тăнă. Çав тери хăрушă курăну. Кун пек инкеке пӗрре тӳссе курнă ял-йыш апла-капла пулас-тăк тӳрех пӗрле илме тесе документсене курăнакан вырăна пуçтарса хунă. Тав Турра, пушар яла çитеймерӗ. 20 ытла техника сӳнтерчӗ ăна. Хуларан асфальт çăвакан машинăсем таранах килчӗç. Нефтяниксем çав тери пулăшрӗç. Кунта вӗсен насос станцийӗ вырнаçнă. Ун патне вут çитме пӗр 20-30 метр пек кăна юлнă. Пушара сӳнтерме пулăшнă мӗнпур çынна, уйрăмах ял-йыша тав тăватăп», – терӗ. Пӗр кун маларах кăна Патраклăран 10 çухăрăмри Васильевкăпа Мактама енче те çӗрле вăрман çуннă иккен. Пушарсен сăлтавӗ хальлӗхе паллă мар-ха, тӗпчеççӗ. Ял çыннисен шучӗпе вара вăрмана пăрахнă кӗленче хӗрсе кайнипе вут тухма пултарнă. Çăвӗпе пурӗ те 1-2 хутчен кăна çумăр пӗрӗхнӗ вӗт кунта.
 Юлташсем, аномальлӗ шăрăх çанталăк тăнине кура республикăра пур çӗрте те пушар тухас хăрушлăх çав тери пысăк, асăрхануллă пулăр! Вут вăл вăрă мар, хаклă япалана илсе кайнипе çырлахмасть, хăй хыççăн хура çӗр кăна хăварать. (И.Альмукова сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество