Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх архивӗн парни: Аслă вăрçă çинчен çӗнӗ кӗнеке çӗпрелсене те çитрӗ

Вулатăн та тӗлӗнетӗн: ăçтан çавăн чухлӗ паттăрлăх, кулленхи кунри йывăр çухатусене пăхмасăрах чăтăмлăхпа хăюлăх çитернӗ пирӗн асатте-кукаçисем, асанне-кукамайсем? Ниме пăхмасăр вӗсем çӗнтерӗве çывхартнă.

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи çинчен çӗнӗрен те çӗнӗ кӗнекесем тухсах тăраççӗ. Анчах мӗн чухлӗ кино ӳкерсен те, хайлав çырсан та кăтартса, каласа пӗтерме май çук. Вулатăн та тӗлӗнетӗн: ăçтан çавăн чухлӗ паттăрлăх, кулленхи кунри йывăр çухатусене пăхмасăрах чăтăмлăхпа хăюлăх çитернӗ пирӗн асатте-кукаçисем, асанне-кукамайсем? Ниме пăхмасăр вӗсем çӗнтерӗве çывхартнă. 

Кăçал ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗпе «Тутарстанăн патшалăх архивӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗ «Тутарстан: пӗтӗмпех фронтшăн, пӗтӗмпех Çӗнтерӳшӗн! 1941-1945» çӗнӗ кӗнеке кăларнă. Вăл республикăра пурăнакансен фронтри тата тылри паттăрлăхне уçса парать. Июнӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 3-мӗшӗччен çак кӗнекене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсемпе библиотекăсене салатса парас акци пуçарнă. 

Июнӗн 26-мӗшӗнче кӗнеке Çӗпрел районне çитрӗ. Çак тӗллевпе район центрне Патшалăх архивӗн директорӗ Ильдар Шафиков килсе çитрӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, кӗнекене пурне те ăнланмалла пултăр тесе ăна çăмăл та ансат чӗлхепе çырнă.

– Кӗнеке библиотекăри сентре çинче тусанланса выртмасса, унпа вӗрентекенсем уроксем ирттернӗ чух анлăн усă курасса шанас килет, – терӗ вăл кӗске хăтлавра. унтан кашни шкул директорне уйрăммăн чӗнсе кăларса кӗнекене валеçрӗ.     

Мероприяти «Созидание» ача-пăча клубӗнче иртрӗ. Мероприятие район пуçлăхӗ Марат Гафаровпа РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов  хутшăнчӗç. Вӗсем вăрçă çулӗсене манмалла маррине, вăл вăхăтри ăрусем кăтартнă паттăрлăха асра тытмаллине, астăвăма тивӗçлӗ пулмаллине каларӗç.

– Хамăрпа ачасем кăна мар, çитес ăрусене те астăвăма парса пыма пӗлмелле. Истори пулăмӗсене упраса хăварни кирлӗ. вăрçă тӗкӗнмен пӗр çемье те юлман вӗт пирӗн çӗршывра, – терӗ район пуçлăхӗ.

Ильдар Гильмутдинов паянхи шкул программинче вăрçăпа тыл пирки сведенисем питӗ сахал та шӗвӗ пулнине палăртрӗ. Аслашшӗ пурăннă чух унран вăрçă пирки сахал ыйтса пӗлнипе пăшăрханнине каларӗ. – Асанне каласа пани вара халӗ те асра. Ун чухне выçлăха пула чашăк-тирӗк çунă шыв та апат вырăнне пулнă, калама кăна вӗт... Çӗнӗ кӗнекен усси пысăк,ăна ачасем вуласса шанас килет, – терӗ депутат.

Мероприяти питӗ те ырă лару-тăрура иртрӗ. Клуб воспитанникӗсем хăйсен енчен пуçтарăннисене вăрçăă юррисемпе савăнтарчӗç.

Автор тата Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗсем.    

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество