Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАТТĂРСЕН ВĂХĂЧӖ – ТӖРӖСЛӖХ ВĂХĂЧӖ

Хусанта ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсем çинчен «RT.Док: Время героев» документаллă кино фестивалӗ иртрӗ

RT.Док: Время героев» документаллă кино фестивалӗ питӗ те вăхăтлă, кирлӗ мероприяти. Çак фестиваль малтанласа Мускавра, ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа çулталăк çитсен иртнӗ. Унтан çӗршывăн тӗрлӗ регионӗсене çитнӗ. Халӗ Краснодарта пулнă хыççăн Хусана çитрӗ. Халăхсен хушшинчи документаллă кино фестивалӗ Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра июлӗн 25-27-мӗшӗсенче пычӗ.  Виçӗ кунлăх  фестивальте хусансен ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсем, Донбасри лару-тăру, медицина ӗçченӗсем, СВО-па çыхăннăытти çынсем çинчен кино курма пултараççӗ. Мероприятие RT телеканал (Russia Tudey) йӗркеленӗ.

ИТ-паркăн холӗ кинофестиваль уçăличчен самай маларах çынпа лăк тулса ларчӗ. Кунта нумай интереслӗ çынпа курса калаçма май пулчӗ. Çавсен хушшинче ятарлă çар операцине хутшăннисем, Раççейӗн паллă рок-юрăçӗ Юлия Чичерина, тӗнчипе паллă пранкерсем Вованпа Лексус (чăн ячӗсем Владимир Кузнецов, Алексей Столяров), «RT.Док: Время героев» фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ Екатерина Яковлева, ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, «Защитники отечества» патшалăх фончӗн республикăри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина, «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен ертӳçи Айдар Салимгараев, Раççей радиовӗн ертӳçи, В.Арсеньев ячӗллӗ литература премийӗн кураторӗ Вячеслав Коновалов, тӗн представителӗсем пулчӗç.

  «Мускавра фестиваль çӳллӗ шайра иртрӗ. Унта 3 пин ытла çын пырса курчӗ. Ку документаллă кино фестивалӗшӗн сахал мар. Апла пулсан çынсене вăл кирлӗ. Мӗншӗн тесен вăл чăн пурнăçпа тӳреммӗнех çыхăннă. Пурнăçа паян пӗлме çук, хăйӗн драматургине вăл тӗлӗнмелле йӗркелесе пырать. Ман шутпа, документаллă кино паян илемлӗ киноран пӗлтерӗшлӗрех. Шутласа кăларни тӗрӗслӗхе çул парать. Халӗ паттăрсен вăхăчӗ. Киносем те вӗсем çинчен», – терӗ Екатерина Яковлева.

«Документаллă кино пӗлтерӗшӗ çӗршывăн культура аталанăвӗшӗн  питӗ пысăк. Вăл çӗршывăн чăн пурнăçне, ун паттăрӗсен, çыршыв мухтавне йӗркелекен çынсем çинчен калать. Ытлашши эмоцисӗр, тӳррӗн. Тутарстан ку ӗçсен айккинче юлма пултараймасть. Пирӗн республикăран нумай паттăр тухрӗ, вӗсем кашни кун фронтăн чи хӗрӳ чиккинче тăраççӗ. Вӗсен паттăрла ӗçне пула паян эпир çакăнта пуçтарăнма, фестиваль ирттерме пултартăмăр. Хамăрăн атьсемпе эпир мăнаçланатпăр», – терӗ Лейла Фазлеева.  

Вован тата Лексус

Вованпа Лексуспа паллашма интереслӗ пулчӗ. Çак каччăсем тӗрӗссипе тӗнче политикинче пысăк вырăн йышăнакан çынсем, çӗршыв ертӳçисем патне тӳреммӗн шăнкăравласа питӗ теветкелленеççӗ. Хăйсене вӗсем пӗр-пӗр политик е шоу-бизнес çăлтăрӗ пек палăртса суйланă çын патне шăнкăравлаççӗ. Кампа е хăш çӗршыв ертӳçипе чи интереслӗ калаçу пулчӗ тесе ыйтсан: «Ун пек тӗслӗхсем нумай. Тӳрех хăшне-тăр палăртма та йывăр. Çурçӗр Македони премьер-министрӗпе калаçни аса килчӗ. Ун чухне вăл Грета Тунбергăн кутăнлашăвӗ хыççăн кайса çӗршывне чутах аэропортсăр хăварассинчен юлнине пӗлтернӗччӗ. Шӳтле туйăнать пуль малтанласа. Анчах çакăн пек çынсем çӗршыв, халăх пурнăçӗпе хуçаланаççӗ. Ку енчен пăхсан  – хăрушă. Эпир пач та шӳтлеместпӗр тӗрӗссипе. Розыгрыш, шӳт урлă питӗ те çивӗч ыйтусене хускататпăр. Тӗнчери лару-тăрăва, çынсен пурнăçне пысăк витӗм кӳрекен çынсемпе çыхăнса вӗсен чăн шухăшне, питне çиеле кăларатпăр. Пирӗн ӗç хăйне евӗр журналистика жанрӗ пулса тăчӗ», – терӗç паллă пранкерсем.  Сăмах май, Вованпа Лексус Ангела Меркельпе, Порошенкопа, Франсуа Аланпа та çыхăнса Минск килӗшӗвӗсем пирки вӗсен вăрттăн шухăшӗсене тӗпчесе пӗлнӗ.

Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Вованпа Лексус информацилле вăрçă, фейксем пирки çавра сӗтел ирттерчӗç. «Пирӗн çӗршывра Геройсем, хăйсен пурнăçне шеллемесӗр кӗрешӗве тухакансем питӗ нумай. Çавăнпа питӗ те кирлӗ вӗсем çинчен каласа пани, киносем кăтартни. Кино обществăлла шухăша улăштарма пултаракан япала. Пирӗн мисси – ултава çиеле кăларса тăшмансен, оппонентсен чăн питне кăтартасси. Ун чухне пирӗн салтаксене те çăмăлрах, мӗншӗн тесен кама хирӗç çапăçмаллине пӗлеççӗ. Вӗсем пирӗн вăхăтри паттăрсем. Пуласлăх вӗсенче, ултав вăхăчӗ иртрӗ», – çивӗччӗн каларӗ Лексус.  Тӗплӗнрех çавра сӗтел ӗçӗ пирки çитес номерте çырса пӗлтерӗпӗр.

Шухăшӗ кашнин пӗрре: «Çӗнтерӳ пирӗн пулӗ»

Фестиваль чуна касса ыраттаракан видеохроникăран пуçланчӗ. Пӗри тепринчен хăрушăрах эпизодсем пӗр-пӗрне улăштарчӗç: ишӗлсе  арканнă хула-ялсен, çунса кӗлленнӗ çуртсен, арканнă чиркӳсен, вăрçă хаярлăхӗнче те кулленхилле пурăнма тăрăшакан çынсен пурнăçӗ, тăлăха юлнă ача-пăча, хуçасăр мӗскӗне юлнă йыт-кушак... Çакăн пек пурнăçпа пурăнать Донбасс 2014 çултанпа. Çав хушăрах эпир хамăрăн яланхилле пурнăçпа пурăнатпăр, ӗçлетпӗр, канатпăр, уявсем ирттеретпӗр. Йăлтах çӗршыв сыхлавӗнче паттăрсем тăнине кура... Тайма пуç кашни паттăра, хăйсен пурнăçне шеллемесӗр тăшманпа кӗрешекенсене. Тутарстанран нумайăн унта паян – чăвашӗ, тутарӗ, вырăсӗ, мăкши, ытти халăхӗ пӗр пулса кӗрешет.   

Кино фестивале уçас церемонире çӳлерех асăннă çынсем пурте сăмах илсе хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç. Çӗнтерӳ çавах пирте пулассине питӗ те шантарса, çирӗппӗн каларӗç. Видеоçыхăну урлă RT телеканалăн тӗп редакторӗ Маргарита Симоньян, РФ Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин информаципе пичет департаменчӗн директорӗ Мария Захарова кинофестиваль уçăлнă ятпа саламларӗç.

«Тавах пурне те, хăшӗсем паян пирӗн çумра. Тавах фестивале йӗркелекенсене, кино ӳкерекенсене, курма килнисене. Паллах, чи малтан лере, пирӗншӗн юн тăкакансем, кӗрешекенсем, йывăрлăх тӳсекенсем умӗнче пуç таятăп. Ку фестиваль вӗсен паттăрлăхӗ, йывăр анчах чун тасалăхӗ кӳрекен çулталăкăн кашни минучӗ, çеккунчӗ çинчен», – терӗ Маргарита Симоньян.

Мария Захарова халӗ документаллă кино ӳкерме уйрăмах актуаллă пулнине каларӗ. «Шел те, эпир паян ултав, манипуляцисен, суя вăхăтӗнче пурăнатпăр. Çавăнпа документалистсен миссийӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ, яваплă. Вӗсен тӗп задачи – чăннине объективлă кăтартса парасси. Куракан хăйех тӗрӗссине хитре картинкаран уйăрса илӗ», – терӗ Мария Захарова.

Екатерина Яковлева сцена çине тухсан хăйпе пӗрле залра ларакан кӗрешӳçӗсене – ятарлă çар операцине (ЯÇО) хутшăннисене чӗнсе кăларчӗ. Вӗсен хушшинче хушма ятсемлӗ боецсем – Москит, Хайдер, Коба, Бача, Лис тат Андрей Фролов, Ренат Гарифуллин, Евгений Жемков, Марат Гатин Илья Казрятов, Айнур Ягудин пулчӗç. Атьсем сцена çине тухсан зал ура çине тăчӗ, темӗнчен алă çупса паттăрсене чысларӗ. Çӗршыва хӳтӗлекенсен ятӗнчен Евгений Жемков сăмах тытрӗ.

«Паянхи фестиваль çамрăк ăрăва воспитани парассин никӗсӗ пултăрччӗ. Авторсемпе режиссерсене пурне те пирӗн ачасемпе мăнуксенче патриотизмла шухăш-кăмăла вăратакан, тӗрӗс хаклăхсем ăша хывма паракан киносем ытларах ӳкерме чӗнсе калатăп», – терӗ  çар çынни.

Айдар Салимгараев фестивале ирттерме Хусана суйласа илнишӗн тав турӗ. «Хамăрăн çӗршывпа мӗн пулса иртнине ăнланса илме нумай вăхăт кирлӗ пулӗ пире. Документалистика ку чухне чи кирлӗ инструмент. Халӗ пирӗн СВО паттăрӗсем çинчен тӗрӗс те кирлӗ киносем пăхма май пур», – терӗ Айдар Саитгараевич.

Мероприятин хӗрӳ саманчӗсенчен пӗри Юлия Чичерина кӗске концерчӗ пулчӗ. Патриотизм çулăмӗпе çунаканскер хăй шухăшӗсене уççăн пӗлтерчӗ. «Кун йышши фестивальсем иртеççӗ пулсан – вӗсем кирлӗ. Шел пит кая юлса, вӗсене 2014 çултанпа тумаллаччӗ. Çапах нихăçан та кая мар. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тӗрев парасси ытти ӗçе тăвассинчен лайăхрах пулса тухать ман. Ман тивӗç пулӗ ку», – терӗ рок-юрăç. Палăртса хăварар, Юлия пӗрре мар ятарлă çар операци пыракан çӗре концертсемпе кайнă. Çапла майпа вăл çар çыннисене кӗрешме хавхалантарать, вăй парать.

Казаксем

Кинофестивалӗн пӗрремӗш кунӗ «Казаки» кинофильм премьерипе вӗçленчӗ. Ăна Олег Никишев, Михаил Буров режиссерсем ӳкернӗ, авторӗ Ольга Кирий. Хăйсем каласа панă тăрăх, кинон тӗп сюжетне вӗсем 3 кунра ӳкернӗ. Кайран хушма сценăсене ӳкерме тата темиçе куна юлнă. Çак хушăра вӗсем передовойӗнче «Крым» батальонăн салтакӗсемпе пӗрле пулнă, вӗсен пурнăçӗпе пурăннă. Снарядсем шартлатса çурăлнă самантра та камера чӗтремен хăюллă режиссерсен аллинче. «Казаки» фильм ятӗнченех паллă ӗнтӗ камсем пирки пулни. Казаксем мӗн ӗлӗкрен çӗршыва хӳтӗлеме çӗкленнӗ. «Кам вăл казак? Çӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пурнăçне пама хатӗр çын, юратнă мăшăр, атте, çепӗç ывăл... Анчах ӗненӳсӗр казак – казак мар. Казака Турра шанни, юратни çын тăвать. Ӗненӳ ăна вăй парать», – тет кинори пӗр сăнар. Çакна пӗтӗмпех уçа парать те фильм. «Любо, казаки, любо», – сăмахсемпе вӗçленет фильм. Çак сăмахсене каярах премьера вӗçленнӗ хыççăн кинона ун авторӗсемпе сӳтсе явнă чух протоиерей Владимир каларӗ. Вăл хăй те казак иккен. Пӗрре мар хӗрӳ çӗрте пулнă. Владимир атте режиссерсене тав туса малалла ӗçлеме пил пачӗ.

Олег Никишевпа, Михаил Буровпа, Ольга Кирийпе тӗлпулу сехет ытлана тăсăлса кайрӗ. «Çак фильма ӳкернӗ чух тин казаксем мӗн тери хастар та хăюллă çынсем пулнине ăнланса илтӗм. Тăван çӗре, çӗршыва хӳтӗлесси вӗсеншӗн çветтуй тивӗç», – шухăшӗсене пӗлтерчӗ Олег Никишев.

«Фильм тӗрӗслӗхе кăтартса парать, шутласа кăларни унта çук – пурнăç кăна. Геройсем каласа панă историсем те çавна çирӗплетеççӗ. Казаксем çапăçи хирӗнче мӗнле пурăннине хитрелетмесӗр, мӗнле пур çапла кăтартассиччӗ тӗп тӗллев», – ӗçтешӗпе килӗшсе хушрӗ Ольга Кирий.

«Кино ӳкерме пуçличчен казаксем маншăн ытларах фольклор сăнарӗсемччӗ. Çук иккен, вӗсем халӗ те хăйсен йăлисене çирӗп тытса пыраççӗ. Хăюллă, çивӗч, пултăклă çынсем. Нумайăшӗ паян юлташ шутӗнче пулни маншăн пысăк чыс», – терӗ Михаил Буров.

Кинора ӳкерӗннӗ казаксенчен Хусана позывной Лис, ятпа каласан Геннадий Алборов килнӗччӗ. Сюжет йӗрӗ шăпах унпа çыхăннă. Вăл пӗлтернӗ тăрх, кино ӳкернӗ вырăнта халь çара уй. Йăлт аркатса çунтарса кӗллентернӗ тăшман. «Июнӗн 13-мӗшӗнче контрнаступлени пуçлама пăхрӗç... Шел те, çухатусем те пулчӗç пирӗн хушăра. Çапах сарă-кăваксене пӗр метр çӗре те памарăмăр», – терӗ кӗскен Геннадий. Хăй кинора ӳкерӗннине çапларах хакларӗ: «Маншăн пӗр енчен ку  кӗтменлӗх пулчӗ, тепӗр енчен савăнтăм та. Мӗншӗн тесен фильм чăннипех аван, тӗрӗссине калать. Ятарлă çар операцийӗ çичен лайăхрах кино хальлӗхе курман-ха. Хам эп Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çинчен ӳкернӗ документаллă киносем çинче çитӗннӗ. Çавăнпа маншăн тӗрӗслӗх пӗрремӗш вырăнта».  

Екатерина Яковлева пӗлтернӗ тăăрх, халӗ «Казаки» фильма анлă проката кăларассипе ӗç пырать. Кинотеатрсенче кăтартнă хыççăн телеканалсене куçать. Ман шутпа, кинон усăллăхӗ обществăшăн питӗ пысăк, уйрăмах çамрăк ăрушăн. Мӗншӗн тесен вăл информацмлле вăрçăн ултав тыткăнӗнчен туртса кăларма пулăшать. Ку вара питӗ пӗлтерӗшлӗ çӗршыв пуласлăхӗшӗн.

Ирина ТРИФОНОВА.

Т.Васильева, RT.Док пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев