Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кубок пĕчĕк футболистсене кĕтет

Яланла вăл Халăхсем хушшинчи ачасене хÿтĕлемелли кунра, июнĕн 1-мĕшĕнче иртетчĕ. Анчах çак кун çулсерен сивĕ е йĕпе пулнипе ăмăртăва ăшăрах кунра ирттерме палăртнă.

 Пăвара "Сувар" хаçат кубокĕшĕн ирттерекен турнир июнĕн 4-мĕшĕнче пулĕ. Унта 2006-2007 çулсенче çуралнă арçын ачасен командисене йыхравланă. Вăйăсем 8х8 форматпа иртеççĕ. 

Футбол турнирĕн чиккисем сарăлса пыраççĕ. Малтан унта пĕр районти Çĕпрел е Пăва тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсенчи командăсем кăна хутшăнатчĕç пулсан, кайран Теччĕ рăйонĕ те пĕчĕк футболистсем яра пуçларĕ. Пĕлтĕр хаçат кубокĕшĕн елчĕксем те кĕрешрĕç. Чăваш Республикинчи команда турнирта 2-мĕш вырăн йышăнса ăна регионсем хушшинчи статуса куçарчĕ. 

Aпла пулсан июнĕн 4-мĕшĕнче куракансемпе вылякансене 12:00 сехетре Пăвари тĕп стадионра кĕтетпĕр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт