Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАЯН ÇУЛТАЛĂК СТУДЕНЧӖ ПАЛЛĂ ПУЛАТЬ

«Çулталăк студенчӗ» премие ытларах «Çулталăк интеллекчӗ» номинаципе хутшăнаççӗ, кăшт сахалрах творчество енӗпе. Проектсем питӗ интереслӗ, вӗсем Тутарстанăн социаллă экономикишӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ Студентсен лигин президенчӗ. Республика премийӗнче гран-при çӗнсе илекен хуть мӗнле çӗршыври аслă шкула та вӗренме кайма пултарать.

Паян, январӗн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче «Çулталăк студенчӗ – 2018» республика конкурсне пӗтӗмлетеççӗ. Мероприятин хэд-лайнерӗ КВН лигин чемпионӗ Денис Дорохов. Унччен маларах «Татар-информра» эпир ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗпе Тимур Сулеймановпа, ТР Студентсен лигин президенчӗпе Руфат Киямовпа, «Тутарстан Республикин Çулталăк студенчӗ – 2017» премин «Гран-при» номинацийӗн çӗнтерӳçи Диляра Башировапа тӗл пултăмăр.

Тимур Сулейманов республикăра студентсене пулăшассипе тӗрев парассине тӗрлӗ мероприятисемпе конкурссем йӗркелсе пурнăçласа пыни, малашне çак пулăшăва анлăлатсах пырасси çинчен каларӗ, республика студенчӗсене вӗренӳре ăнăçу сунчӗ, уявпа саламларӗ.

Руфат Киямов пӗлтернӗ тăрăх, «Çулталăк студенчӗ» премие ытларах «Çулталăк интеллекчӗ» номинаципе хутшăнаççӗ, кăшт сахалрах творчество енӗпе. Проектсем питӗ интереслӗ, вӗсем Тутарстанăн социаллă экономикишӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ Студентсен лигин президенчӗ. Республика премийӗнче гран-при çӗнсе илекен хуть мӗнле çӗршыври аслă шкула та вӗренме кайма пултарать. Диляра Баширлва хăй Америкăри университета суйланине пӗлтерчӗ. Ӗç пурнăçне вăл спорт менеджерӗ пек Тутарстанрах пурнăçласшăн. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

«Çулталăк студенчӗ – 2018» премин тӗп номинацийӗн çӗнтерӳçи кам пулни çинчен «Сувар» хаçатра тӗплӗнрех вуласа пӗлме пултаратăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество