Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян ТР Культура министерствинче Республика «Уявне» ирттересси пирки ӗçлӗ канашлу пулчӗ

Унта «Звениговский» СХПК ертӳçи Иван Казанков, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗ Дмитрий Самаренкин, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Артем Прокофьев, ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов, руна çырулăхне тӗпчекен Владимир Алмантай, Элмет Районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Инна Альмукова, Хусанти ЧНКЦ ертӳçи Константин Малышев, Таткультрессурсцентр пуçлăхӗ Алсу Мифтахова, ТР Президент Аппарачӗн наци политикине пурнăçлакан Управленин ертӳçин çумӗ Евгений Ефимов, Элкел райӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусемпе ӗçлекен çумӗ Дарья Халилова, Элкел районӗнчи Кивӗ Хăрата ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Иван Кудряшов, ЧР культура министрӗн çумӗ Татьяна Казакова (зумпа) тата ТР культура министрӗ Ирада Аюпова хутшăнчӗç. 

Енсем Уяв лапамӗнче пулас объектсене сӳтсе яврӗç, Уяв программине пăхса тухрӗç. Унта кӗртмелли улшăнусене те тимлӗхсӗр хăвармарӗç. Кăçал Раççейре культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ пулнă май, Уява Чăваш Республикинчен тата регионсенчен ытларах хăнасене, ансамбльсене чӗнме палăртнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев