Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паяна тата 40 çын коронавируспа чирленӗ

Паяна Тутарстан Республикинче 40 çынра COVID-19 тупнă, пурне те чирлӗ çынсенчен ернӗ. Çав шутран 8-шне больницана вырттарнă, 32-шӗ килте сипленет.

Паяна Тутарстан Республикинче 40 çынра COVID-19 тупнă, пурне те чирлӗ çынсенчен ернӗ. Çав шутран 8-шне больницана вырттарнă, 32-шӗ килте сипленет.

Çул ӳсӗмне кура чирлисен йышӗ çакăн пек:

18 çула çитиччен – 0

18-30 çултисем – 2

30-50 çултисем – 15

50-60 çултисем – 14

60-70 çултисем – 6

70-80 çултисем – 3

80-90 çултисем – 0

90-ран иртнисем – 0

 

Хуласемпе районсем тăрăх картина çапларах:

Хусан – 10

Çырчалли – 12

Азнакай – 1

Элмет – 1

Çӳлту – 1

Лениногорск – 1

Анат Кама – 11

Пӗтреç – 1

Тукай – 2

 

Пӗтӗмӗшле илсен июнӗн 21-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 4192 çын коронавируспа чирленӗ. Çак тапхăрта 3059 çын сывалнă, çав шутра юлашки талăкра – 32-ӗн. 1121 çын хальлӗхе сипленет-ха.

Раççейре вара юлашки талăкра 7728 çын коронавируспа чирленине регистрациленӗ. Пӗтӗмӗшле хисеп июнӗн 21-мӗшӗ тӗлне 584680-па танлашнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус