Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянхи çамрăксем интернетра кăна лармаççӗ

Çӗнӗ Тимушкелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Егор Симухина мӗншӗн Островскин «Как закалялась сталь»,Булгаковăн «Мастер и Маргарита» произведенийӗсем килӗшет?

Хăш-пӗри кăна мар, нумай чухне хамăр та паянхи ачасен пӗлӳ шайӗ çиелтен, вӗсем тӗрлӗ гаджетсемпе усă курса пӗлменнине пӗр кнопка пуссах татса параççӗ тетпӗр. Информаци пурнăçра кирлӗ пулмасан пуç мими вӗсене хăвăрт кăларса ывăтать. Ку паянхи пурнăç. Тӗрӗссипе, хуть хăш ӗмӗрте те, саманара та тӗрли пулать. Вундеркиндсемпе генисем халӗ те çуралаççӗ, пӗлӳ шайӗпе тӗлӗнтерекенсем те.

Çӗнӗ Тимушкелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта акă Егор Симухин 9-мӗш класра вӗренет. Вăл пилӗк предметпа – историпе, вырăс литературипе, Тутарстан историйӗпе, физкультурăпа, географипе район олимпиадинче çӗнтернӗ. Çитӗнӗвӗсем пысăк. Ăçтан-ха пурне те вӗренсе ӗлкӗрет вăл?
Егор хăй каланă тăрăх, вăл питӗ нумай кӗнеке вулать.
– Предметпа çыхăннисене вулатăп, çапах илемлӗ литература мана ытларах килӗшет. Островскин «Как закалялась сталь», Булгаковăн «Мастер и Маргарита» хайлавӗсем юратнисем. Хальхи авторсенчен Наталья Евдокимова, Юлия Сташевская, Аксенов килӗшеççӗ. Мана вӗсен произведенийӗсенчи сăнарсен пурнăçӗ илӗртет. Хăш-пӗрне тӗслӗхе те илетӗп, – терӗ Егор. – Хайлавсенче начар тӗслӗхсем те пур. Ку пурнăçра вӗсем пек пулмалла маррине кăтартать.
Егор çемьере иккӗмӗш ача. Унăн аппăшӗ те шкулта аван вӗреннӗ, вӗренӗве медальпе пӗтернӗ. Халӗ Санкт-Петербургра университетра вӗренет. Арçын ача шкул хыççăн конструктор специальноçӗпе професси илме ӗмӗтленет. Истори те килӗшет. Хальлӗхе çирӗп йышăну туман-ха. Хăй палăртнă тăрăх, ку енӗпе кăмăл улшăнсах тăрать. Юратнă предметсен шутӗнче физика, математика, геометри.
– Тӗрӗс наукăсем мана килӗшеççӗ, – тет вăл.  
Тӗлӗнмелле те, Егор хăйпе пӗр çултисем пек пӗрре те интернетпа туслă мар. Пӗлӗве вăл кӗнекере шырама кăмăллать. Дистанцилле вӗреннӗ хушăра вара ăна социаллă сетьсемпе паллашма тивнех. Вӗрентекенсемпе, пӗр класрисемпе «ВКонтакте» социаллă сеть урлă хутшăнма тивнипе приложение телефонӗ çине лартнă вăл.
– Вăйпа хистерӗç вӗт, – кăшт вăтанарах хушрӗ вăл. – Интернет вăл вăхăта нумай илет. Ялта ӗç нумай, çуллапа кӗркунне уйрăмах. Атте-аннене пулăшмалла, выльăх пăхмалла.
Пурнăçра саншăн кам тӗслӗх тесе ыйтсан Егор Брюс Лие асăнчӗ. Арçын ача шучӗпе, вăл чăн-чăн кӗрешӳçӗ, чи малтан кăмăлӗпе. Ун шучӗпе вара чи малтан харпăр çитменлӗхсемпе кӗрешсе вӗсене çӗнтерни паха. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: школа