Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан Тутарстанра регионти QR-код параççӗ

Ăна илме поликлинникăна каймалла, çумра вакцинаци тунине ӗнентерекен справка пулмалла. Анчах аса илтеретпӗр унпа транспортпа çӳреме кăна пулать, суту-илӳ центрӗсене кӗме çук. 

«Коронавирус инфекцийӗпе лару-тăру республикăра лайăхланчӗ тесе калама иртерех-ха, чакни кăшт сисӗнсен те»,– çапла пӗлтерчӗ Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина паян «Татмедиа» агентствăра журналистсемпе пӗл пулсан. Ун сăмахӗсем тăрăх, ковидпа чирлеслӗх тата вилеслӗх 60-тан иртнисен хушшинче пысăк, вакцинаци иртнисен шучӗ вара пӗчӗк.Тутарстанра паян тата 249 çынна коронавирус ернӗ, 312-шӗ сывалнă.Пӗр талăкра 1,8 пин ПЦР-тест тунă.

 Тутарстан влаçӗн обществăлла транспорта QR-кодсăр кӗме юраманни çинчен хушăвӗ ку эрнере нумай тавлашу çуратрӗ. Тӗслӗхрен, вакцинăн пӗрремӗш компонентне тутарнă, анчах  QR-код илме ӗлкӗрейменнисене шута илмен. Çакăн пек çитменлӗхсене пӗтерес тӗллевпе вакцинăн пӗр компонентне тутарнисене тата çар çыннисене паянтан регионти  QR-код пама тытăннă. Ăна илме поликлинникăна каймалла, çумра вакцинаци тунине ӗнентерекен справка пулмалла. Анчах аса илтеретпӗр унпа транспортпа çӳреме кăна пулать, суту-илӳ центрӗсене кӗме çук. 

Спикерсем тата çакна та хытарсах каларӗç: ют çӗршывсенчен килнисен ПЦР-тест туни кăна çителӗксӗр, патшалăх услугисен порталӗнче анкета  та тултармалла, çакăн пек кăна Роспортебнадзор вӗсене шута илеет, енчен те анкета тултармасан суда килме тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество